Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики -
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Вырăс Православи Чиркĕвĕ

Мускав Патриархачĕ

Чăваш митрополийĕ

Шупашкар Епархийĕ

 

Чăваш Республики

Сĕнтĕрвăрри хули

 

Турă Амăшĕн Хусан турăшĕ ячĕпе

хисеплекен чиркĕвĕ

 

 

Казанская икона Божией Матери

Дни памяти: 21 июля и 4 ноября (по н.ст.)

Молитва Пресвятой Богородице

 перед Ея иконой Казанская

О, Пречистая Владычице Богородице, Царице Небеси и земли, вышшая ангел и архангел и всея твари честнейшая, чи­стая Дево Марие, миру Благая помощнице, и всем людем ут­верждение, и во всяких нуждах избавление!

Призри и ныне, Госпоже Всемилостивая, на рабы твоя, Тебе умиленною душею и сокрушенным сердцем молящыяся, со слезами к тебе припадающыя Пречистому и Цельбоносному образу Твоему, и помо­щи и заступления Твоего просящыя.

О, Всемилостивая и Премилосердная Дево Богородице чтимая!

Воззри Госпоже, на люди твоя: мы бо грешнии не имамы иныя помощи, разве Тебе и от Тебе рождшагося Христа Бога нашего. Ты еси заступница и предстательница наша, Ты еси обидимым защищение, скорбя­щим радование, сирым прибежище, вдовам хранительница, девам слава, плачущым веселие, больным посещение, немощ­ным исцеление, грешным спасение.

Сего ради, о Богомати, к Тебе прибегаем и на Твой Пречистый образ с превечным на руку Твоею держимым младенцем, Господем нашим Иисусом Христом взирающе, умиленное пение Тебе приносим и вопи­ем: помилуй нас, Мати Божия, и прошение наше исполни, вся бо суть возможна ходатайству Твоему: яко Тебе слава подоба­ет ныне и присно и во веки веков.

Аминь.

 

Кĕлĕ

Эй Туррăн тасаран Таса, пире пăхса усракан Амăшĕ, Санăн таса сăну умне хăраса, ĕненсе, юратса пыратпăр, ÿксе пуççапса Сана кĕлтăватпăр. Ху патна пыракансенчен Хăвăн таса сăнна тÿртĕн ан тытсамччĕ. Эй пит кăмăллă Аннемĕр, пирĕн çĕршыва лăпкă, ырă тăма Хăвăн Ывăлна, пирĕн Христос Туррăмăра тархасласамччĕ, Хăвăн чиркĕвне Вăл ĕненме пăрахасран, суя вĕрентÿ хыççăн каясран, таса Чиркÿрен уйрăласран çирĕп упраса тăтăрччĕ. Эй Туррăн таса Амăшĕ, Санран пуçне пире пулăшаканни, эпир шанса тăмалли урăх никам та çук, Христоса ĕненекенсене пĕр Эсĕ анчах хытă пулăшса, вĕсемшĕн хута кĕрсе тăратăн. Хăвна ĕненсе кĕлтăвакансене пурне те çылăха кĕресрен, ют халăхсем килсе пусмăрласран, шуйттанăн тĕрлĕ чее сăнавĕсенчен, пур хуйхăран, инкек-синкекрен, хăрушă вилĕмрен хăтарсамччĕ, пирĕн чĕремĕрсене йăвашлăх, ăсăмăрсене тасалăх кÿрсемччĕ, çылăхлă пурăнăçăмăра тÿрлетме, çылăха кĕ­ресрен чарăнма пире пурне те вăй-хал парсамччĕ. Эпир Санăн аслăлăхна, мухтавлăхна тав туса юрлатпăр, Çÿлти Патшалăха тивĕçлĕ пуласчĕ тетпĕр. Мĕнпур святойсемпе пĕрле унта Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн таса, чаплă, мухтавлă ятне аслăласа тăма тивĕçлĕ пулар. Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

 

"Я создам Церковь Мою, и врата ада не одолеют ее" (Мф16:18)

Добро пожаловать на сайт православного Прихода храма Казанской иконы Божией Матери  

г. Мариинский Посад!

 

 

Ырă сунса кĕтетпĕр!

Килĕр, кĕрĕр Чăваш Республикинчи

Сĕнтĕрвăрри хулинчи

Турă Амăшĕн Хусан турăшĕ ячĕпе

хисепленекен чиркĕвĕн сайчĕ çине!



 

Божией милостью Храм Казанской иконы Божией Матери  построен на средства прихожан в 1761 году.

Храм каменный, четырехпрестольный: Казанской иконы Божией Матери, святого Николая Чудотворца, священномученика архидиакона Лаврентия Римского, святого благоверного великого князя Владимира. 

Левый придел и колокольня возведены в 1889 году  на средства казанского купца Лаврентия Арефьевича Матвеевского.

Главный храм был неотапливаемым, приделы отапливались печками. Длина храма с колокольней составляет 38,40м, наибольшая ширина - 23,47м, высота до верхнего карниза - 4,88м.

На храме установлены один большой купол и четыре малые надалтарные купола. 

Иконостас главного храма был 5-ярусным. Ширина главного иконостаса составляла 8,92м, высота -10,05м. Размеры иконостаса в правом приделе: ширина- 6,67м, высота - 4,27м , в левом приделе: ширина -8,29м, высота-  5,33м.

Колокольня 5-ярусная, высота 20,14м. Вес большого колокола составлял  3212 кг (204 пуда 30 фунтов).

Приходских поселений было три. В штате причта находились: священник, диакон, псаломщик.

 

 

 

 

Храм был закрыт в 1931 году. В последующем храм использовался как объект народного хозяйства. В храме находилась студенческая столовая, зерносклад, дизельная электростанция, кузница, в часовне в 1965 году был устроен склад городского газового участка для хранения баллонов с сжиженным газом.

Деятельность прихода возобновлена в 1989 году. Были проведены реставрационно –восстановительные работы.  К настоящему времени храм в основном восстановлен.

Приход храма Казанской иконы Божией Матери был зарегистрирован 26.11.1999 года адресу: по  ул. Нахимова, 14. Председателем приходского совета был избран протоиерей Григорий.

В настоящее время в храме имеются святыни: Казанская икона Божией Матери, икона Святого Николая Чудотворца.

 

 

 

 

 

 

 

 

Часовня при храме каменная. Находится рядом с храмом, с северо-западной стороны.  Часовня пятиглавая: с одним главным куполом и четырьмя малыми куполами по углам. Высота часовни достигает до  5,49м (2 сажени 2 аршина), длина и ширина-  по 4,88м . Внутри часовни находился расписной иконостас, не сохранился. Размеры иконостаса составляли по длине и высоте по 3, 35м. 

Время постройки неизвестно.

К настоящему времени восстановлены купола.

4 августа 2012 года по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы часовня освящена настоятелем прихода храма Казанской иконы Божией Матери иереем Георгием Черашкиным в честь святой равноапостольной Марии Магдалины.

 

 

 

 

 

 

Настоятель прихода иерей Георгий Черашкин

 

         

 

 

         Эй, тăванăмăрсем! Эпир пурăнан пурăнăçăмăрта куллен мĕн тунине асăрхаса пырсан акă мĕне вĕренетпĕр: кирек епле чун та пĕчĕкрен мĕне вĕренет, çавна вăл хăй ватăлса виличченех тытса пурăнать. Чунлă япаласем анчах мар, ытти чунсăр япаласем те çаплах: йывăç-курăк чи малтан ăçталла чалăшать, пысăклансан та çав еннеллех ÿсет; тата çĕнĕ савăта мĕнле çупа сĕреççĕ, çав çу шăрши — аван шăршă-и, усал-и — кайран та часах тухса пĕтмест. Этем ĕмĕрĕнче те çавăн пекех: çамрăкла, ача чухне, çын мĕне вĕренет, çавна вăл ватăлса çитсен те пăрахаймасть, мĕншĕн тесен кирек епле ĕçе те тума хăнăхса çитсен вал вара, пайтах вăхăт иртсен те, хăй çав евĕрлĕ çуралнă пек пулса каять.

        Çавăнпа Христос тĕнне тыт­са пурăнакан çынсенĕн хăйсен ачисене усал, намăс сăмахсем, ытлашши сăмахсем калаçма вĕренесрен питĕ хытă сыхлас пулать: апла калаçни вăл этем чунне çухатать. Çамрăк чухнехи ылтăн пек хаклă вăхăта нимĕне юрăхсăр вăйăпа анчах ирттерсе яма кирлĕ мар: пĕрре иртсе кайсан ăна нимĕн парса та каялла тавăрма çук вара. Хăйĕн, çуркуннехи вăхăт пек, çамрăк кун-çулне çын ахаль ирттерсе ан ятăр; ачаранах вĕренсе пырса чĕрине çемçеттĕр; вĕрентекенсем каласа кăтартакан Турă Сăмахне савăнса итлетĕр; акнă тырра вăхăт çитсен вырнă пек, чунне çăлакан ырă ĕçсем тума вĕрентĕр; вăл ĕçсен ырăлăхĕпе вара ватăлмалăх кун-çулне савăнса пурăнса ирттертĕр; ку çĕрте пухнă сăваплăхĕпе леш тĕнчере ĕмĕр-ĕмĕрех тутă пулмалла пултăр.

         Этемĕн чи малтан пире ĕçленĕ чух пулăшакан Турра кĕлтумалли кĕлĕ сăмахĕсене вĕренес пулать, унтан чуна тăрантаракан çимĕçе пухма, ăс пухма, Турă вĕрентнĕ сăмахсене ăнланма вĕренес пулать. Христос çыннисем çамрăклах хăйсене кирлĕ япаласемшĕн Турра кĕлтума та, ĕмĕр-ĕмĕртенпех ырăлăх кăтартса пынăшăн Ăна тав туса мухтама та вĕренччĕр. Çав йăлана вара вĕсем хăйсен чĕрисем ăшнех хуччăр, виличченех Турăран хăраса Христос хушнă пек ырă ĕçсем тума вĕреннĕçемĕн вĕренсе пыччăр.

      Эй Христос тĕнне тĕрĕс тытса пурăнас тесе тăрăшакан çынсем! Христос тĕнĕпе пурăнма вĕрентсе çырнă кĕнекесене хавасланса илсе вулăр; мĕн вуланине ăнланма тăрăшăр; хăвăр ăнланса ачăрсене ăса вĕрентĕр; вуланă чух кĕлтума веренĕр, кĕлтунă чух вулама вĕренĕр; Турра çапла хисеплеме вĕренсе эсир Турăпа калаçăр, Турă та сирĕнпе калаçĕ; Турра кĕлтуни — Турăпа калаçни, вулани — Турă пирĕнпе Хăй калаçни пулать.

        Ун çинчен пĕр вĕрентекен çапла каланă: эсĕ Турă сăмахĕсене вуланă чух санпала Турă калаçать; Турă умĕнче кĕлтунă чух Турăпа эсĕ ху калаçатăн. Эсĕ кĕлтуни Турра кăмăлтан кÿнĕ парне вырăнне пулать: Вал вара сана хĕн вăхăтра та, ĕçленĕ чух та пулăшса тăрать, шуйттан сан çине тăнă чух вара уншăн Вăл питĕ вичкĕн хĕç пек пулать. Таса чĕрепе чунтан кĕлтуни Çÿле, Турă патне, çитет, таврăнасса та унтан вал ахаль таврăнмасть, ăслăлантаракан, чуна хăтаракан ырăлăх антарать тенĕ. Ăслăлăх Пуçлăхĕ, пире Çăлакан Туррăмăр Иисус Христос, сире пурсăра та çав ырăлăха патăр. Аминь

 

 

Турă Саккунĕн вунă ÿкĕчĕ

  1. 1. Турă  умĕнче  санăн  урăх  турăсем  ан  пулччăр
  2. 2. Йĕрĕх ан ту, япаласенĕн ĕлкине, кĕлеткине ан ту, вĕсене ан  пуççап, вĕсене  пăхăнса ан тăр
  3. 3. Туррăн  ятне  вырăнсăр  ан  асăн
  4. 4. Ултă  кун  ĕçле,  çиччĕмĕш  кун  нимĕнле  ĕç  те  ан ту –  шăматкун  Турăшăн  пултăр 
  5. 5. Аçупа  аннÿне  хисепле
  6. 6. Ан  вĕлер
  7. 7. Ан  аскăнлан
  8. 8. Ан  вăрла
  9. 9. Çын  çинчен  суя  ан  кÿнтеле
  10. 10. Çынна  ан  ăмсан, çын  япалине  ан  хапсăн

 

 

РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ

 

Суббота

16.00 – всенощное бдение с елеопомазанием;   исповедь;

 

Воскресенье

8.00 – Божественная литургия, исповедь, причащение;

10.00 – молебен, панихида.

 

Требы

Огласительные беседы и Крещение – по субботам, в 13.00.

Венчание – кроме вторника, четверга и субботы,

и дней постов. 

 

 

 

РАСПОРЯДОК РАБОТЫ ХРАМА

Понедельник – пятница:  8.00 – 13.00

Суббота: 8.00 ‐ 18.30

Воскресенье: 7.00 – 14.00

 

 

 

 

¸font-family: MsoNormal