Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Молитвы вечерние на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Молитвы вечерние на чувашском языке

 

Каçхи кĕлĕсем

 

Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшĕн ячĕпе. Аминь.

 

Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, Хăвăн чăн Таса Аннÿ кĕлтунипе, мĕнпур святой çынсем кĕлтунипе çырлах пире. Аминь.

Мухтав Сана, Туррăмăр, мухтав Сана.

 

Святой Сывлăша йăлăнмалли кĕлĕ

Эй, Çÿлти Патша, Эсĕ чуна лăплантаратăн, Эсĕ тÿрĕ Сывлăш, Эсĕ пур çĕрте пур, Эсĕ пурне те пултаратăн, пур ырăлăх та Санран тухать, чĕрĕлĕх те Эсĕ паратăн, пирĕн ăша кĕрсе вырăнаç; пур усалтан тасат пире, ырă Турă, пирĕн чунсене çăл.

 

Виç святойли

Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире (3 хут каласа сăхсăхламалла).

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

Виç ипостаçлĕ Турра йăлăнмалли кĕлĕ

Чăн таса Виç ипостаçлĕ Турă, Ху ятушăн çырлах пире. Эй, Турă, çылăхран тасат пире; эй, Патша, эпир йĕркесĕр пурăннине каçар; эй, Святой Сывлăш, пирĕн вăйсăрлăха килсе тÿрлет.

Эй, Турă, çырлах (3 хут).

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

Эй, Çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн Патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те Çÿлти пекех пултăр; паян пурăнмалăх çăкăр пар пире; эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире; çылăха ан кĕрт пире; усалтан хăтар пире.

 

 

Тропарьсем

Эй, Турă, хĕрхенсем пире, хĕрхенсем: урăх нимĕн те кала пĕлмесĕр, çак кĕлĕпе анчах эпир, çылăхлăскерсем, Сана, Патша Турра, тархаслатпăр: хĕрхенсем пире.

 

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне: Эй, Турă, эпир Сана шанса, ĕмĕтленсе тăратпăр: хĕрхенсем пире; пире пĕтĕмпех çилленсе ан пăрах, пирĕн усал ĕçсене те ан асăн; Ху ырă кăмăллă тăрăх, халĕ те ĕлĕкхи пекех, пирĕн çине ăшă кăмăлпа пăх, тăшмансенчен хăтар пире. Эсĕ пирĕн Турă, эпир пурте, Сан аллупа пулнă Санăн çыннусем, Санăн ятна асăнатпăр.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь: Эй, мухтавлă Турă Амăшĕ, Эсĕ пирĕншĕн ырăлăх алăкне уçсам: эпир, Сана шанса тăракансем, пĕтмелле ан пулар, - Сан урлă хĕнрен хăтăлар: Христоса ĕненекен халăха Эсĕ çăлса тăратăн.

 

Эй, Турă, çырлах (12 хут).

 

 

Пĕрремĕш кĕлĕ, аслă Макарий святойăн, Атте Турра

Эй, ĕмĕрхи Турă, Эсĕ Ху пултарнă япаласенĕн пуринĕн те Патши, мана çак сехете çитиччен пурăнма патăн, эпĕ паянхи кун е ĕçпе, е сăмахпа, е шухăшпа çылăха кĕнине пурне те каçар. Эй, Турă, мĕскĕн чунăма ÿтĕм ирсĕрĕнчен, усал шухăшсенчен тасат. Эй, Турă, çак çĕрлехи ыйхăма канлĕ çывăрса ирттерме пар мана, эпĕ хамăн мĕскĕн вырăнăм çинчен тăрса малашне пурăнас кун-çулăма Санăн чăн таса ятна юрăхлă ирттерем, хама хирĕç тăракан курăнан тăшмансене те, курăнман тăшмансене те çĕнтерсе пурăнам: эй, Турă, хама ирсĕрлентерекен усал шухăшсенчен, аскăн шухăшсенчен хăтар мана. Патшалăх та, хăват та, аслăлăх та Санăн: Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой Сывлăшĕн, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

Иккĕмĕш кĕлĕ, сăваплă Антиохăн пирĕн Туррăмăра Иисус Христоса

Эй, Атте Туррăн Сăмахĕ Иисус Христос, Эсĕ пурне те тытса тăракан Чăн Турă, Хăвăн пит ырă кăмăлупа мана, Ху чуруна, нихăçан та ан пăрахсам, яланах ман ăшăмра пулсам. Эй, Иисус, Эсĕ Хăвăн сурăхусене кĕтекен ырă Кĕтÿçĕ, çĕлене мана астарма ан яр, шуйттан ĕмĕтне ан çитер: ман ăшра çылăх вăрлăхĕ пур. Эй, Святой Патша Иисус Христос, Эсĕ пурте пуççапакан аслă Турă, эпĕ çывăрнă чухне хăвăн ĕмĕр пĕтми çутупа, вĕренекенÿсене тасатнă Святой Сывлăшупа сыхласа тăр мана. Эй, Турă, мана та, Хăвăн тивĕçсĕр чуруна, çывăракан вырăнăм çинче çăлăнмалăхна пар: ăсăма таса Евангелине ăнлантарса çутат. Чунăма хĕресне юраттарса аванлат. Таса сăмахупа чĕреме тасат. Утĕме ху асап курнине астутарса тÿсĕмлĕх пар. Шухăшăма йăвашлăху çинчен шухăшласа сых-ланса тăма пар; выртнă вырăнăм çиичен, кĕлтăвас вăхăтра тăрса, Хăвна тав туса мухтаса тăма пар. Эсĕ ĕмĕртен малтанхи Атте Турăпа, Чăн Таса Сывлăш Турăпа пĕрле ĕмĕрех мухтавлă. Амииь.

 

3-мĕш кĕлĕ, чăн Таса Сывлăша

Эй, Турă, Çÿлти Патша, чуна лăплантаракан Тÿрĕ Сывлăш, мана, Хăвăн çылăхлă чуруна хĕрхенсе çырлахсам. Эпĕ, тивĕçсĕрскер, паянхи кун çын пек те мар, выльăхран та ытла юрăхсăрскер, мĕн кĕçĕнренпех мĕнле çылăха кĕнине, ирĕксĕр, пĕлсе е пĕлмесĕр,  усал ирĕкне вĕреннипе, пуçсăрланнипе, шанăç çухатнипе çылăха кĕнине — пурне те каçар. Эпĕ Санăн ятупа тупа тунă пулсассăн е шухăшпа Сана хурланă, е эпĕ мĕншĕн те пулсан çилленнĕ е суеçтернĕ, е вăхăтсăр çывăрнă, е ман патăма мĕскен килсен, ăна хăваласа кăларнă, е хам тăванăма хуйхăртнă, е хурлантарнă, е кама та пулсан айăпланă, е хама хам асла хунă, е мăнкăмăлланнă, е çилленнĕ, е эпĕ хам кĕлĕре тăнă чух, ăсăм улталанса, ку тĕнчери усаллăх çинчен шухăша кайнă е пысăк шухăш тытнă, е эпĕ нумай çисе нумай ĕçнĕ, е ăссăрланса кулнă, е усал шухăш тытнă, е çын илемлĕхне курса чĕремпе пăсăкланнă, е эпĕ кирлĕ мара калаçнă, е эпĕ хамăн хисепсĕр çылăхсем пулсан та тăванăм çылăхĕнчен кулнă, е кĕлĕре тăма ÿркеннĕ, — хам астуман ытти пур усал ĕçсене тунă пулсан та пурне те каçар мана; эпĕ кусене çеç мар, кунтан та ытларах çылăха кĕнĕ. Эй, мана Пултаракан Патша, Эсĕ çынна савакан ырă Турă, мана, Хăвăн мĕскĕн тивĕçсĕр чуруна, хĕрхенсем, манăн çылăхăмсене пăрах, каçар. Вара эпĕ, аскăн çылăхлă мĕскĕнскер, канлĕ выртса çывăрса каям. Санăн чăн таса ырă ятна Атте Турăпа, унăн пĕртен-пĕр çуралнă Ывăлĕпе пĕрле пуççапса, юрласа, аслăласа тăрам. Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

 

4-мĕш кĕлĕ, аслă Макарий святойăн

Эй, аслă ырăлăхлă Вилĕмсĕр Патша, çынна савакан уçă кăмăллă Турă, мĕн илсе пырам-ши эпĕ Сан патна, мĕн япалапа тавăрам-ши Сана? Эсĕ мана, Хăвна юрас тĕлĕшрен наянскере, пĕр ырăлăх та туманскере ху енне çавăрса, ман чунăма çăлăнмалла туса, çак иртнĕ кун вĕçне çитмелле турăн. Мана, çылăхлă, кирек мĕнле ырă ĕç тĕлĕшĕнчен те çарамасскере, хĕрхенсем. Виçесĕр çылăхсемпе вараланса ÿкнĕ чунăма çĕклесе тăратсам: манăн мĕнпур шухăшăма ку курăнакан пурăнăçăн усаллăхĕнчен сирсе тăр. Эй, пĕр Эсĕ анчах çылăхсăр Турă, эпĕ çак куна: пĕлсе, пĕлмесĕр, сăмахпа, ĕçпе, шухăшпа, мĕнпур ăсăмпа çылăха кĕнине пурне те каçар: Эсĕ Ху мана Хăвăн Турăлăхун хăвачĕпе, çынна чĕлхе калайми юратнипе, Хăвăн вăюпа пур хирĕç тăракан усалтан та витсе усра. Эй, Турăçăм, тасатсамах манăн нумай çылăхăмсене, тасатсамах. Эй, Турă, мана усал танати-сенчен хăтармашкăн та, çылăхĕсемшĕн çунакан чунăма çăлмашкăн та кăмăллă пул; Хăвăн мухтавлăхупа килнĕ чухне мана Хăвăн çутă сăнупа хупласа тăр; халĕ те ĕнтĕ мана, айăпсăрланмасăр, шухăша-мĕне каймасăр, ыйхăпа çывăрса кайма пар; Хăвăн чурувăн шухăшĕсене шикленмелле мар ту,  шуйттанăн  мĕнпур тăрăшнине манран сирсе яр, чунăм чĕрин куçĕсене çутатса яр, вара эпĕ вилме çывăрса каймалла ан пулам; Хăвăн канăçлă, сыхлакан, чунăма та, ÿтĕме те пăхса усракан Ангелна яр: вăл мана тăшмансенчен хăтарса тăтăр. Çапла вара эпĕ, вырăнăм çинчен тăрса, Сана тав кĕлли кÿмелле пулам. Эй, Турă, Ху уçă кăмăллă тăрăх мана, Хăвăн çылăхлă, мĕскĕн чуруна, илтсем: ыйхăран тăрсан Хăвăн сăмахусене вĕренмелĕхне пар мана, Хăвăн Ангелусемпе çавăрса илсе, шуйт-танран килекен шанăçсăр шухăша манран хăваласа яр: эпĕ вара Санăн ятна тав туса аслăлам, Эсĕ Ху пире çылăхлă çынсенĕн хутне кĕме панă Санăн чăн Таса Аннÿ Марияна та мухтаса тăрам; Вăл пирĕншĕн кĕлтунине хапăл тусам, — эпĕ пĕлсе тăратăп: Эсĕ çынна юратнине Вăл та тума тăрăшать, пĕр чарăнмасăр çынсемшĕн кĕлтуса тăрать. Эй, Иисус Христос Туррăмăр, Вăл пирĕншĕн хута кĕнипе, Хăвăн таса Хĕресÿ хăвачĕпе, мĕнпур сăваплă çыннусем кĕлтунипе манăн мĕскĕн чунăма сыхласа усра: Эсĕ пур ĕмĕрте те таса, мухтавлă тăратăн. Аминь.

 

5-мĕш кĕлĕ

Эй, Туррăмăр, Эсĕ Ху ырă тăрăх этеме юрататăн, эпĕ паянхи кун е сăмахпа, е ĕçпе, е шухăшпа çылăха кĕнине каçар, ырă, канлĕ ыйха пар мана, тĕрлĕ усалтан витсе сыхлама Ангелна яр; Эсĕ пирĕн чуна та, ÿте те пăхса усракан Турă, эпир Сана аслăласа мухтатпăр: Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

6-мĕш кĕлĕ

Эй, эпир ĕненекен Туррăмăр, эпир Санăн ятна пур ятран та ытла асăнса тăратпăр: пирĕн, ыйха каякан çыннусенĕн, чунĕсене те, ÿчĕсене те çăмăллат, пур тĕрлĕ шухăша каясран та, тĕттĕм тутлăхран та сыхла пире; усал шухăшсем аптăратнине пĕтер, ÿтĕмĕр çĕкленсе, хĕрсе кайнине сÿнтер; ĕçпе те, сăмахпа та тĕрĕс ăспа тăма пар пире; çапла вара эпир ырă ĕçпе пурăнма хăнăхса кайса, Эсĕ пама пулнă ырăлăхран юлмалла ан пулар, Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă. Аминь.

 

7-мĕш кĕлĕ,

Ылтăн Чĕлхе Иоанн святойăн

кăнтăрлахипе çĕрлехи сехет хисепĕ тăрăх

кĕлтумалли

Кăнтăрлахи:

1. Эй, Турă, Çÿлти ырăлăхунтан ан хăвар мана. 2.Эй, Турă, ĕмĕрлĕх асапран хăтар мана. 3.Эй, Турă, эпĕ ăспа, шухăшпа, е сăмахпа, е ĕçпе çылăха кĕнине каçар. 4.Эй, Турă, эпĕ пĕлмесĕр кирек епле çылаха кĕресрен те, манса пуранасран та, тусĕмлех çухатасран та, кăмăл хытса туйми пуласран та хăтар мана. 5.Эй, Турă, пур тĕрлĕ çылăха кĕресрен те хăтар мана. 6.Эй, Турă, усал, аскăн шухăшсем хупласа илнĕ чĕреме çутат. 7.Эй, Турă, эпĕ çылăхлă çын, Эсĕ ырăлăхлă Турă, манăн чунăм тĕрексĕррине кура хĕрхен мана. 8.Эй, Турă, хăватна парса пулăш мана, Санăн таса ятна мухтама юрăхлă пулам. 9.Эй, Турă Иисус Христос, мана, Ху чуруна, чĕрĕлĕх кĕнекине çырса хур, вилнĕ чух мана ырă вилĕм пар. 10.Эй, Турăçăм, Турăçăм, эпĕ Сан умăнта пĕр ырă ĕç те туман пулсан та, çапах Хăвăн тивлетÿпе малашне ырă ĕçсем тăва пуçлама пулăш мана. 11.Эй, Турă, ман чĕрем ăшне Хăвăн ырăлăху сывлăмне антар. 12.Эй, тÿпепе çĕре пултаракан Турă, мана, çылăхлă, йĕрĕнмелле усал чуруна, Хăвăн Патшалăхунта асна илсем. Аминь.

Çĕрлехи:

1.Эй, Турă, çылăхăмсенчен ÿкĕннĕ чух хапăл ил мана. 2.Эй, Турă, ан пăрах мана. 3.Эй, Турă, усал пусмăрласран сыхла мана. 4.Эй, Турă, мана ырă шухăш пар. 5.Эй, Турă, ÿкĕнсе йĕме пар мана, вилессĕме астутарса тăр, кăмăлăма çемçет. 6.Эй, Турă, çылăхăмсенчен ÿкĕнес шухăш пар мана. 7.Эй, Турă, мана йăвашлăх, тасалăх пар, Хăвна итлекен ту. 8.Эй, Турă, мана ырă ĕçсем туса пурăнма вĕрент, Хăвăнтан хăраса тăма пар. 9.Эй, Турă, Хăвна пĕтĕм чунăмпа, пур шухăшăмпа юратса пурăнмалла ту мана, эпĕ пĕр ĕçĕмре те Санăн ирĕкÿнтен ан тухам. 10.Эй, Турă, усал  çынсенчен, шуйттансенчен, хама хам чараймасран, çавăн пек ытти тĕрлĕ кирлĕ мар япаласенчен те витсе сыхла мана.11. Эй, Турă, Эсĕ пурне те Ху пĕлсе Ху ирĕкÿпе тăватăн: эпĕ те, çылăхлăскер, Сан ирĕкÿ тăрăх пурăнам. 12.Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă, аминь.        

                             

8-мĕш кĕлĕ,

Иисус Христос Туррăмăра

Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, санăн чăн Таса Аннÿне ÿтсĕр Ангелусем кĕлтунипе, Ху умĕн килекен, Хăвна шыва кĕртекен пророку, Турă çинчен вĕрентекен апостолсем, çутă, ырă çĕнтерекен асапланакансем, ăшĕсенче Турра тытса пурăннă таса шухăшлă аттесем, пур сăваплă çынсем те кĕлтунипе халĕ мана шуйттан çавăрса илесрен хăтар. Эй, мана пултаракан Туррăм, Эсĕ çылăхлă çынна вилĕмпех пĕтересшĕн мар, ăна Ху енне çавăрса чĕрĕ тăвасшăн; мана та ĕнтĕ, мĕскĕне, тивĕçсĕрскере, Ху енне çавăрсам, чĕрĕллех мана тамăка илсе каясшăн пулса, мана çисе ярас тесе, çăварне карса тăракан, пĕтерекен çĕленрен хăтар мана. Эй, мана лăплантаракан Туррăм, Эсĕ маншăн, мĕскĕнскершĕн,  Ху çине çĕрĕк ÿте илнĕ, мĕскĕнлехрен хăтар мана, манăн мĕскен чунăма лăпланăç пар; манăн чĕрем ăшне Ху хушнине тумалăх, усал ĕçсене хăвармалăх, Хăвăн телейлĕхне илмелĕх шухăш хыв; эй, Турă, эпĕ Сана шанса пурăнтăм, çăл мана.

 

9-мĕш кĕлĕ

Эй, ырă Патшан ырă Амăшĕ, Турра çуратнă, чăн таса, мухтавлă Мария, ман ча-русăр чунăма Хăвăн Ывăлун, пирĕн Туррăмăрăн, хĕрхенекен кăмăлне курма пар. Ху кĕлтуса тăнипе ырă ĕçсем тума вĕрент мана; юлашки пурнăçăма çылăхсăр ирттерсе, Сан урлă Рая кĕрем; эй, Турра çуратнă Хĕр, пĕр Эсĕ анчах таса, пĕр Эсĕ анчах мухтавлă.

 

10-мĕш кĕлĕ,

çынна сыхласа усракан Ангела

Эй, Христосăн мана сыхласа тăракан, манăн чунăмпа ÿт-пĕвĕме пăхса усракан святой Ангелĕ, эпĕ паянхи кун çылăха кĕнине пурне те каçар, тăшман кураймасăр çылăха кĕртесрен хăтар мана, Турра манăн пĕр çырлăхпа та кÿрентерес марччĕ; маншăн, çылăхлă, юрăхсăр чурушăн, кĕлту: мана чăн таса Виç ипостаçлĕ Туррăн, Иисус Христос Туррăмăр Амăшĕн, пур святой çынсенĕн те хĕрхенекен ырă кăмăлĕсене курма юрăхлă ту. Аминь.

 

 

Турă Амăшне кондак

Эй, Турă Амăшĕ, Эсĕ хăватлă çар пуçлăхĕ пек, тăшмансене çĕнтеретĕн, эпир, чурусем, тăшмансенчен хăтăлнăшăн Сана тав туса, мухтаса юрлатпăр, Хăвăн пурне те çĕнтерекен хăватлă вăюпа пур йывăрлăхран та хăтар пире. Эпир Сана: эй, Таса Хĕр, савăн тесе калар.

Эй, пит мухтавлă ĕмĕр Хĕр, Христос Турă Амăшĕ, кĕллĕмĕре Хăвăн Ывăлу, пирĕн Турă, патне çитер, Сан урлă Вăл пирĕн чунсене çăлинччĕ.

Эй, Турă Амăшĕ, мĕнпур шанчăкăм манăн Санра, витсе усра мана.

Эй, Турра çуратнă Хĕр, мана, çылăхлăскере, Эсĕ пулăшассине, Эсĕ хута кĕрессине кĕтекенскере, пăрахсах ан хăварсам: эпĕ Сана шанса тăратăп, хĕрхенсем мана.

 

Иоанникий святой кĕлли

Манăн ĕмĕтленсе тăма Атте Турă пур, тархасласа хăталма Ывăл Турă пур, мана витсе тăракан Святой Сывлăш Турă пур: эй, Виç ипостаçлĕ Таса Турă, мухтав Сана.

 

Кĕлĕсене  вĕçлес  умĕн

 

Эй, Турра çуратнă Хĕр, Сана асла хурса хисеплеме тĕрĕс тивĕçлĕ, Эсĕ пирĕн Туррăн ĕмĕр мухтавлă Таса Амăшĕ: Эсĕ Херувимсенчен те аслă, Серафимсенчен те мухтавлă, Эсĕ хĕр хальлĕн сăмах Турра çуратнă, Эсĕ Турă Амăшĕ, Сана аслăлатпăр.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь: Эй, Турă, çырлах (3 хут).

 

Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, Хăвăн чăн Таса Аннÿ кĕлтунипе, ăшĕсенче Турра тытса, таса пурăннă Аттемĕрсем, пур святой çынсем те кĕлтунипе хĕрхен пире. Аминь.

 

 

 

Иоанн Дамаскин святой кĕлли

Эй, этеме савакан Патша Турă, çак вырăнах вара маншăн тупăк вырăнне пулĕ-ши? Е Эсĕ мана кун-пуç çутинчех усрасшăн. Акă ман умра тупăк выртать, акă мана вилĕм кĕтсе тăрать. Эй, Турă, хам эпĕ Санăн судунтан та, нихăçан та пĕтес çук асапран та хăратăп, çапах та хам усал ĕç тума чарăнаймастăп: Сана та, хам Туррăма, Санăн чăн Таса Аннÿне те, Çÿлти пур вăй-хăватсене те, хама сыхлакан сăваплă Ангелăма та кÿрентерме чарăнаймастăп. Эй, Турă, Эпĕ Санăн çынна юратакан кăмăлна курма тивĕçлĕ маррине, эпĕ пур айăпа та, асапа та тивĕçлине хам та пĕлсе тăратăп. Эй, Турă, эпĕ çăлăнасшăн, çăлăнасшăн мар пулсан та, çăл мана. Эсĕ ырă пурăнăçлине çăлни вăл аслă ĕç мар, тасине хĕрхенни те пĕрре те тĕлĕнмелле пулас çук: вĕсем Санан ырăлăхна курма тивĕçлĕ. Эсĕ Хăвăн ырăлăхна ман çинче, çылăхлăскер çинче палăрт. Ху этеме савнине ман çинче палăртса тăр, вара Санăн чĕлхе калайми хĕрхенекен кăмăлна манăн усаллăхăм ан çĕнтерейтĕр: Ху епле çăлма кăмăл тăватăн, çăл мана.

Эй, Христос Туррăм, ман куçăма уç, çывăрнă çĕртех вилмелле ан пулам, тăшманăм: çĕнтĕм ĕнтĕ кăна, тесе ан калатăр.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне: Эй, Туррăм, чунăм хутне кĕрекен пул, танатасем нумай карса хунă çĕрте çÿретĕп, вĕсенчен хăтарса тăр, çăл мана, Эсĕ этеме савакан ырă Турă.

 

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь: Турă Амăшне,  Туррăн пит мухтавлă, таса Ангелсенчен те Таса Амăшне яланах кăмăлтан чĕлхе-çăварпа мухтаса юрлар: Вăл Турă Амăшĕ, Вăл пирĕншĕн ÿтленнĕ Турра чăнчăнах çуратнă, пирĕн чунăмăрсемшĕн Вăл чарăнмасăр кĕлтăвать.

 

Хĕрес хывса, Таса Хĕрес кĕллине кала:

 

Турă тăтăр та, Унăн тăшманĕсем саланччăр, Ăна кураймансем Ун патĕнчен тар-ччăр, тĕтĕм саланса çухалнă пек çухалччăр. Эй, Туррăн чĕрĕ тăвакан ырă хĕресĕ, савăн! Эсĕ Ху çумна пăталанса, тамăка анса шуйттан хăватне пĕтернĕ пирĕн Туррăмăр Иисус Христосăн хăвачĕпе усалсене хăваласа яратăн. Вăл сана, Хăйĕн таса хĕресне, пур тăшмансене те хăваласа яма пире панă тесе, Турра юратса, хăйсем çине хĕрес хывса, савăнса калакансем умĕнче усалсем, ăвăс вут умĕнче шăранса пĕтнĕ пек, пĕтчĕр. Эй, Туррăн чĕрĕ тăвакан ырă хĕресĕ, пире пăхса усракан Турра çуратнă Таса Хĕрпе, мĕнпур святойсемпе пĕрле эсĕ мана ĕмĕрех пулăшса тăр. Аминь

 

Е кĕскен çакна кала:

Эй, Турăçăм, Хăвăн Чĕрĕлĕх паракан Таса Хĕресÿ хăвачĕпе пур тĕрлĕ усалтан та витсе сыхла мана.

 

Кĕлĕ

Эй Турă, эпир çылăха кĕнине çăмăллат, пăрах, каçар; ирĕклĕ, ирĕксĕр е сăмахпа, е ĕçпе, е пĕлсе, е пĕлмесĕр, е кăнтăрла,е çĕрле, е ăспа, е шухăшпа çылăха кĕнине пурне те каçар пире: Эсĕ этеме савакан ырă Турă.

 

Кĕлĕ

Эй этеме савакан Турă, пире кураймансене, пире хур тăвакансене каçар. Ырăлăх тăвакансене ырăлăх ту. Пирĕн тăвансем, хурăнташсем çăлăнасшăн кĕлтунине илт, ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрт вĕсене. Чирлĕ выртакансем патне пырса, чирĕсенчен тÿрлет. Тинĕс çинче çÿрекенсене лайăх илсе çÿре. Çул çÿрекенсемпе пĕрле çÿре. Пире пулăшакансенĕн, пире хĕрхенекенсенĕн çылăхĕсене каçар. Пире, юрăхсăрскерсене, хăйсемшĕн кĕлтума хушса хăварнисене Хăвăн аслă ырăлăхупа çырлах. Эй Турă, тыткăнра ларакан тăванăмăрсене асна ил, тĕрлĕ асапран хăтар вĕсене. Эй Турă, Хăвăн таса чиркĕвÿсене парне кÿрекенсене, ырăлăх тăвакансене асна ил, вĕсем çăлăнасшăн кĕлтунине илт, ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕрт вĕсене. Эй Турă, пире те, мĕскĕн, çылăхлă, тивĕçсĕр чурусене, асна ил. Пире тытса тăракан чăн Таса Турă, Амăшĕ, ĕмĕр Хĕр Мария кĕлтунипе, мĕнпур святой çынсем кĕлтунипе пирĕн ăса Хăван ăсу çуттипе çутат, Хăвăн йĕркÿсем тăрăх пурăнма вĕрент. Эсĕ ĕмĕр-ĕмĕрех мухтавлă тăратăн. Аминь.

 

Ыйăха кайнă чух çакна кала:

Эй Турăçăм Иисус Христос, чунăма Сан аллуна паратăп. Эсĕ пилле мана, Эсĕ хĕрхен мана, ĕмĕрлĕх пурăнăç пар мана. Аминь.


Назад к списку