Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Поминание усопших на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Поминание усопших на чувашском языке

 

Асăнмалли йĕрке

 

 

Юнашар пурăннă чухне тĕрлĕ сăлтава пула хакламастпăр çав тăванăмăрсене. Çавăнпа пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă самантра юлашки хут та пулин ырă тăвас килет вĕсене. Ку  чăннипе  те  сăваплă  ĕç.

«Мĕн тытас-тăвас пулсан та ху вилесси çинчен аса ил», - тенĕ Библире (Сирах ывăлĕ Иисус, 7:39). Çавăнпа Чăн тĕне (Православи) ĕненекенсем, çĕр çинчи пурнăç вăхăтлăх пулнине астуса, этемĕн чунĕ Çÿлти Патшалăхра Христоспа пĕрлешмеллине асра тытса, çылăхсене час-часах каçарттарма, Туррăн Ўчĕпе Юнне ăша илме тăрăшаççĕ. Çын ĕмĕрлĕх тĕнчене   куçас   умĕн   уйрăмах   пысăк   пĕлтерĕшлĕ   ку.

Имшерленсе çитнĕ сын патне священнике чĕнмелле. Чирлĕ çыннăн çылăхĕсене каçарттарса вăл Туррăн Ўчĕпе Юнне сыптарать. Унччен, Туррăн Ўчĕпе Юнне сыптариччен, йывăç çу (елей) сĕрет. Йывăç çуне сĕрни пит кирлĕ: çак таинство вăхăтĕнче Турă мĕн пур çылăха, çав шутра ирĕксĕртен, пĕлмесĕр тунисене те, çылăх каçарттарнă чухне манса хăварнисене те каçарать. Апла пулин те çылăх каçарттарнă чух юриех каламасăр, пытарса хăварнă çылăхсем, вăтаннăран каласа паман çылăхсем каçарăнмаççĕ. Çавăнпа çылăх­сене пурне те (пит вăтанмаллисене те!) священнике каласа памаллах.

Йывăр чирлекенĕн вăй çитерсе пуринчен те каçару ыйтмалла, ăна хăйне те каçармалла. Вал халсăр тесе ÿпкелешме кирлĕ мар: унăн асапĕсене çăмăллатма тăрăшăр, йăпатăр,  ăшă сăмахсем   калăр.

Турă Ўчĕпе Юнне ăша илмесĕр леш тĕнчене куçнă çын­нăн тăванĕсем, вĕсем ăна пĕлсе тăрсах пулăшман пулсан, хăйсем çине пысăк çылăх илеççĕ. Çавăнпа священнике киле чирлĕ çын нимĕн ăнланми пуличчен чĕнмелле. Унсăрăн ĕлкереймесен те  пултаратăр.

Йывăр чирпе асапланакана кашни кунах выçварла просвир çитермелле, кĕлтуса тасатнă шыв ĕçтермелле, унăн вырăнĕпе юнашарах Псалтирь вуламалла. Турă Юнне сыптарни ку çын часах вилет тенине пĕлтермест, çавăнпа унăн сывлăхĕшĕн   чиркÿре   молебен   тутарни      вырăнлă.

Асăннă ĕçсене туни çынна ĕмĕрлĕх тĕнчене лăпкăн та таса чунпа куçма пулăшть. Чун тухас умен Чăн тĕн вĕрентнĕ пек пурăнни леш тĕнчери пурнăçа çăмăллатать. Турă Хăй çапла калана: «Эпĕ кама юрататăп, - тенĕ, - çавсене питлетĕп, вĕсене хĕн кăтартăп (Апок. 3:9)». Вилес умĕнхи вăхăтра çын мĕнле шухăш-кăмăлпа асап тÿснине Турă сăнать.  Çавăнпа та асапланаканăн никама та тарăхмалла мар. Кирек епле çын та хăй туса пурăннă çылăхсене кура асапланать. Асапланакансене, çылăхсенчен ÿкĕнме пулăшса, çăмăллăх кÿмелле. «Вилес патне çитнисене тĕреклентер», - тесе ка­лана Турă (Апок. 3:2). Этем çылăхран тасални пулать те ĕнтĕ   вăл   тĕрекленни.

Чăн тĕне тытса пурăнакан çыннăн чунĕ ÿтĕнчен уйрăлса тухнă чухне Иисус Христос Туррăмăра тата Турра çуратнă чăн Таса Хĕре, Турă Амăшне, йăлăнса кĕлтумалли йĕрке (ка­нон) пур. Çыннăн чунĕ уйрăлнă чух священник çав канона вулать. Ăна вулас умĕн килти турăшсемпе иконăсем умне е çурта,  е лампада çутса лартмалла.

Священник çук пулсан, ку канона тăванĕсем те вулама пултараççĕ. Канона вуличчен малтан: «Эй, Турă, Турă Ывăлĕ Иисус Христос, Хăвăн чăн Таса Аннÿ кĕлтунипе, мĕн пур святой çынсем кĕлтунипе çырлах пире. Аминь», - темелле. Унтан:

«Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çыр­лах пире (3 хут(.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, хале те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Чăн таса Виç-ипостаçлĕ Турă, Ху ятушăн çырлах пире. Эй Турă, çылăхран тасат пире; эй Патша, эпир йĕркесĕр пурăннине каçар; эй Святой Сывлăш, пирĕн вăйсăрлăха килсе тÿрлет.

Эй Турă, çырлах (3 хут). Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Свя­той Сывлăшне халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те çÿлти пекех пултăр; паян пурăнмалăх çăкăр пар пире; эпир хамăра парăмлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене каçар пире; çылăха ан кÿрт пире; усалтан хăтар пире».

 

Вара «Эй, Турă, çырлах» тесе 12 хут ÿкĕнсен 90-мĕш псалома вуламалла.

 

90-МĔШ ПСАЛОМ. ДАВИДĂН МУХТАВ ЮРРИЙĔ

 

Çÿлти Турă пулăшнипе пурăнакан çын пĕлĕт çинчи Туррăн хÿтлĕхне вырнаçĕ. Турра калĕ: Эсĕ ман хута кĕрекенĕм, мана пулăшаканăм, манăн Туррăм, Сан çине шанатăп, тейĕ. Сана Вăл тытаканăн танатинчен, ăшна хускатакан сăмахран хăтарĕ. Сана Хăйĕн хулпуççийĕсемпе хÿтĕлесе тăрĕ, Ун çуначĕсем айĕнче эсĕ шанчăклă тăрăн: Унăн чăнлăхĕ хĕç-пăшал пек йĕри-тавра сыхлĕ сана; Çĕрлехи тискертен те, кăнтăрла янă çĕмĕренрен те, тĕттĕм çĕрте тĕл пулан япаларан та, инкек-синкекрен те, кăнтăрлахи усал-тĕселтен те хăрамăн. Сан сулахай енчен пиншерен ÿкĕç, сылтăм енчен вуншар пинĕн ÿкĕç, ху патна çапах çывăхараймĕç: эсĕ хăвăн куçупа пăхса анчах таран, çылăхлă çынсене хирĕç тавăрнине курăн; мĕншĕн тесен эсĕ: манăн шанчăкăм Турă, терĕн; эсĕ çÿлти Турра хăвăн хутна кĕрекенÿ турăн. Сан патна усал пыраймĕ, кил-çурту яхăнне чир-чĕр çывăхараймĕ. Хăй ангелĕсене сана пур çулусем çинче те сыхлама хушĕ: вĕсем сана алă çинче илсе çÿрĕç, уруна чула перĕнтермĕç. Аспидпа василиск çине пусăн, арăсланпа çĕлене таптăн.

Вал Ман çине шаннăшăн ăна çăлăп; Манăн ята пĕлнĕшĕн ăна витсе тăрăп. Мана тархасласанах илтĕп ăна: хурлăхĕнче унпа пĕрле пулăп, ăна çăлăп, ăна мухтава кăларăп; ăна вăрăм кун-çуллă тăвăп, Ăна Хам çăлнине кăтартăп.

 

(Малалла мĕн тумаллине кĕлĕ кĕнекисенче тупса вулăр). Çак кĕлĕсенче эпир тăванăмăра çĕр çинчи асапĕсенчен хăтарма,  чунне  Çÿлти  Патшалăха  кĕртме Турра  йăлăнатпăр.

Чунĕ тухсанах çыннăн куçне хупмалла. Çăварĕ карăлса тăрать пулсан, янахĕпе пуçне çавăрса илсе, алшăллипе тимлесе çыхмалла, унăн ÿтне çумалла. Йăлана кĕнĕ тăрăх ку ĕçе ватăсем (арçын вилсен - арçынсем, хĕрарăм вилсен – хĕрарăмсем) тăваççĕ. Вилнĕ арçынна çуса тасатма арçынсем çук пулсан, ватă хĕрарăмсем те çума пултараççĕ. Çунă чухне çак сăмахсене каламалла (е юрламалла): «Святой Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире». Кайран вилене таса кĕпе-йĕм тăхăнтарса, турăшсем çинелле пăхтарса тупăка выр-ттараççĕ. Тупăкне хатĕрлесе ĕлкĕреймен пулсан е сак çине, е тенкел çине те хума юрать. Анчах тупăкне шалтан та, тул енчен те кĕлтуса тасатнă шывпа сирпĕтсе тасатма манмалла мар. Аллисене, сылтăммине çиеле туса, кăкăрĕ çине хĕресле-се хураççĕ. Вĕсем çине ятарлă хĕрес, кăкăрĕ çине вара вилни арçын пулсан - Çăлакан Туррăн турăшне, хĕрарăм пулсан Турă Амăшĕн иконне хураççĕ. Çамки çине венчик хумалла.

Вилнĕ çынна çиелтен ятарласа хатĕрленĕ вилĕ пĕркенчĕкĕпе витеççĕ. Вилĕ пĕркенчĕкĕ çине хĕрес, святойсен сăнĕсене ÿкернĕ, кĕлĕ сăмахĕсене çырнă. Ку ĕнтĕ çыннăн чунĕ  Турă  хÿттинче   пулнине   пĕлтерет.

Хăш-пĕр    килте    çын    вилсен    тĕкĕрсене   хуплаççĕ,    унăн ячĕпе сĕтел çине стаканпа шыв е эрех лартаççĕ. Чăн тĕн апла тума хушмасть. Леш тĕнчери ырăлăх шыв е эрех панинчен, тупăка пирус пачки е эрех кĕленчи, ытти япаласем хурса панинчен килмест. Вилнĕ çынпа юнашар пукане хурса яракансем те пур. Çаксем пĕтĕмпех - суя тĕнрен (язычестворан)   юлнă   йăла-йĕрке   çеç.

Вилнĕ çынна тирпейлесе тупăка вырттарсан ун умĕнче псаломсен кĕнеки - Псалтирь - кунĕн-çĕрĕн вулаççĕ. Мăнкун эрнинче вара Мăнкун канонне кăна вуламалла. Çывăх çынни уйрăлса кайнишĕн хуйхăракансем Псалтирь вуланă чухне вилнĕ çыншăн Турра хытăрах, пикенерех кĕлтума тăрăшаççĕ. Çапла чун ыратăвĕ те пусăрăнать. Анчах килте хамăр çеç кĕлтуни çителĕксĕр. Чиркĕве кайса 40 кун хушши асăнтарма (сорокоуст) памалла. Вара чиркÿ апат кĕллинче (Литургире)  вилнĕ  çын  чунĕшĕн     кулленех асăнса  кĕлтăвать.

Çĕр çинчен ĕмĕрлĕхе каякан çынпа сывпуллашакансенчен чылайăшĕ вырăнлă сăмахсем тупаймасть. Кун пек чухне çак кĕлле каласан аван: «Эй, Турă, Хăвăн халĕ вилнĕ (ятне каламалла) чурăвăн чунне канăçлăх пар тата вăл ирĕкпе е ирĕксĕртен тунă çылăхсене каçарса Çÿлти Патшалăхна кÿрт». Паллах, малтан сăхсăхмалла, унтан вилнĕ çынран каçару ыйтмалла,  хăйне те  каçармалла.

Чуне тухнă çыннăн ÿтне виçĕ кунтан пытараççĕ, анчах вы­рăнлă сăлтавсем пулсан, сăмахран, аякра пурăнакан çывăх тăванĕ çитсе ĕлкĕреймесен, ку ĕçе тепĕр куна та хăварма пулать.  Чăн тĕн  кун  пек тунине хирĕçлемест.

Çакна астумалла: Раштав тата Мăнкун кунĕнче виле пытарма юрамасть.

Тупăка пÿртрен çĕклесе тухас умен Лития кĕллине тăваççĕ.

 

Священник çапла пуçлать: Пирĕн Турă яланах мухтавлă, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех.

Юрлакан: Аминь. Унтан, вуланă пек, çаксене юрлать: Свя­той Турă, Святой Хăватлă, Святой Вилĕмсĕр, çырлах пире (виçĕ хут(.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех, аминь.

Чăн таса Виç-ипостаçлĕ Турă, Ху ятушăн çырлах пире, эй Турă, çылăхран тасат пире, эй Патша, эпир йĕркесĕр пурăннине каçар, эй Святой Сывлăш, пирĕн вăйсăрлăха килсе тÿрлет.

Эй Турă, çырлах (виçĕ хут(. Мухтав халĕ те.

Эй çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр, Санăн патшалăху килтĕр, Санăн ирĕкÿ çĕр çинче те çÿлти пекех пултăр; паян пурăнмалăх çăкăр пар пире; эпир хамăра парамлă пулнисене каçарнă пек, пирĕн парăмсене те каçар пире, çылăха ан кÿрт пире, усалтан хăтар пире.

Священник: Патшалăх та, хăватлăх та, аслăлăх та Санăн, Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех.

Юрлакан: Аминь, тет те çак тропарьсене юрлать:

Эй Çăлакан, Хăвăн чурусенĕн чунĕсене сăваплă пурăнса вилнисенĕн чунĕсемпеле пĕр канлĕхе кĕрт; эй çынна савакан Турă, Эсĕ вĕсене Ху патăнти телейлĕ пурăнăçра усра.

Эй Турă, Хăвăн таса çыннусем пурăнакан çуртна çак чура-сенĕн чунĕсене те кĕрт: çынна савакан Турă пĕр Эсĕ анчах.

Мухтав: Эй Турă, Эсĕ, тамăка анса, унта тимĕрлесе ларакансенĕн сăнчăрĕсене салтса янă; çак чурсенĕн чунĕсе­не салтса янă; çак чурасенĕн чунĕсене те Хăвах канлĕхе кĕрт.

Халĕ те: Эй Турра арсăр çуратнă пĕрех айăпсăр Таса Хĕр, çак чурусенĕн чунĕсене çăлма Турă умĕнче тархасла.

Диакон: Эй Турă, Санăн ырăлăх нумай, çырлах пире, Сана кĕлтăватпăр, илтсе çырлах.

Юрлакан: Эй Турă, çырлах (виçĕ хут)

Диакон: Тата Турă ку тĕнчерен кайнă Хăйĕн чурисенĕн (ячĕсене кала( чунĕсене канăçлăха кĕрттĕр, вĕсем ирĕклĕ, ирĕксĕр çылăха кĕнине пурне те каçартăр, тесе кĕлтăвар.

Юрлакан: Эй Турă, çырлах (виçĕ хут).

Диакон: Турă вĕсен чунĕсене сăваплисем канăçлă тăра­кан çĕре кĕрттĕр, тесе кĕлтăвар.

Юрлакан: Эй Турă, çырлах (виçĕ хут).

Диакон: Вĕсен çылăхĕсене каçарса, вĕсене çÿлти Патшалăха кÿртсе Турă ырăлăхне курма патăр, тесе вилĕмсĕр Христос Патша Туррăмăра тархаслар.

Юрлакан: Пар, Турă.

Диакон: Турра кĕлтăвар.

Юрлакан: Эй Турă çырлах.

Священник хăй ăшĕнче çапла кĕлтăвать: эй сывлăшсенĕн те, пур тĕрлĕ ÿтлисенĕн те Турри, Эсĕ вилĕме çĕнтернĕ, шуйттана пĕтернĕ, Ху тĕнчÿне чĕрĕлĕх панă; эй Туррăмăр, Эсĕ Хăвах çак тĕнчерен кайнă чурусенĕн (ячĕ-сене кала) чунĕсене çутă çĕре, ырă çĕре, канлĕ çĕре кÿрт, тĕрлĕ чир, асап, хуйхă çук çĕре вырăнаçтар, вĕсем е сăмахпа, е ĕçпе, е шухăшпа тĕрлĕ çылăха кĕнине пурне те, Ху этеме савакан ырă Турă тăрăх, каçар; ку тĕнчере пурăнса çылăха кĕмен çын никам та çук, пĕр Эсĕ анчах çылăхсăр, Санăн чăнлăху ĕмĕрех чăнлăх, Санăн сăмаху тĕрĕс.

Унтан малалла хытă сасăпа калать: Эй Христос Туррăмăр, Эсĕ ку тĕнчерен кайнă (ячĕсене кала) чурусене чĕртсе, пурăнăç парса канăçлăха кĕртетĕн, Сана ĕмĕртен малтанхи Аçупа пĕрле, пурне те чĕрĕ тăвакан чăн таса ырă Сывлăшупа пĕрле аслăласа мухтатпăр, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех.

Юрлакан: Аминь!

Диакон: Аслăлăх!

Священник: Туррăн таса Амăшĕ, çăл пире.

Юрлакан: Эсĕ Херувимсенчен те аслă (пĕтиччен)

Священник: Эй Христос Турă, мухтав Сана, эпир ĕмĕтленсе тăракан Турă, мухтав сана!

Юрлакан: Мухтав халĕ те: Эй Турă, çырлах (виçĕ хут). Пилле.

Священник юлашки кĕлле (отпуст) калать: Вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă пирĕн чăн Туррăмăр Христос, Хăйĕн чăн таса Амăшĕ кĕллипе, аслă мухтавлă святой апостолсен кĕллипе, ăшĕсенче Турра тытса таса пурăннă святой аттемĕрсен кĕлли­пе, мĕнпур святой çынсен кĕллипе, ку тĕнчерен пиртен уйăрăлса кайнă Хăйĕн чурисенĕн (ячĕсене калать) чунĕсене сăваплă пурăннисемпе перле тутăр, Авраам савăнăçне кĕрттĕр, тасисемпе пĕр хисепе хутăр, пире те çырлахтăр: Вăл этеме савакан ырă Турă.

Диакон: Эй Турă, ку тĕнчерен куçнă (ячĕсене калать) чурусене ĕмĕрлĕх канлĕхе кÿрт, вĕсен ячĕсене ĕмĕрех усра.

Юрлакан: Ĕмĕр асăнма пар (виçĕ хут).

 

Çак кĕлĕ пынă вăхăтра пÿртри çынсен аллинче пурин те çутнă çурта пулмалла. Кĕлĕ вăраха пымасть, çавăнпа пĕчĕкрех çуртасем çутни вырăнлăрах. Çуртасене çурмаран касма та, татма та юрамасть. Тупăк хĕррине (пуçĕпе ури вĕçĕсене, икĕ   енне  аллисен  тĕлне)  тăватă  çурта  çутмалла.

Тупăка хĕвеле хирĕç çавăрса çыннăн урисене малалла туса йăтмалла. Ăсатма каякансенчен килтен тухса масар çине çитичченех «Святой Турă...» кĕлле юрласа пымалла. Вилĕне пытариччен малтан чиркÿре кĕлтутармалла. Капла тума май çук пулсан, камăн та пулин чиркĕве каймалла. Унта кĕл тутарнă хыççăн  вилнĕ çынна пытарма кирлĕ япаласене   пурне  те   чирку  çыннисем   хăйсемех  ăнлантарса   парса яраççĕ.

«Чиркÿре панă тăпрана пÿрте илсе кĕрсен çав килтен каллех тепĕр сын çут тĕнчерен уйрăлать», - текенсем пур. Ку шухăш - йăнăш шухăш. Вăл чăнлăхпа килĕшсе тăмасть. Чиркÿре кĕлтуса тасатнă япаласене тĕшмĕшпе çыхăнтармалла   мар.

Масар çинче çынна хĕвел тухăçнелле пăхса вырттараççĕ. Вилепе сывпуллашас умĕн чиркÿрен панă тăпрана ун çине хĕресле туса сапаççĕ. Тупăка малтанах чавса хатĕрленĕ шăтăка антарнă вăхăтра каллех «Святой Турă...» кĕлле юрламалла. Унтан кашниех, «этемĕн тăпраран пулнă ÿчĕ çĕре кĕрсен каллех тăпра пулать» тенине асра тытса, пĕрер ывăç тăпра пăрахать. «Вырăншăн тÿлеме» тесе шăтăка укçа пăрахни тĕшмĕшле япала çеç. Тăпрасăр пуçне тупăк çине нимĕн те пăрахма юрамасть.

Вилнĕ çыннăн ури вĕçне, пиччĕн енне хĕвел анăçнелле туса хĕрес лартаççĕ. Халĕ хĕресе чылайăшĕ тимĕртен тăвать. Йывăçран туни аванрах. Хĕрес - Чăн тĕнĕн сим­воле, çавăнпа унпа асăрхануллă пулмалла. Вил тăпри çинчи хĕрес çине нимĕнле сăн ÿкерчĕк те лартас çук, «юрататпăр, хурланатпăр» йышши сăмахсем те çырмалла мар. Ун çинче   этемĕн   хушаматне,   ятне,   ашшĕ   ятне   çырни,   хăçан çуралнипе хăçан вилнине паллă туни кăна пулмалла.

 

 

 

Тупăка йăтнă е ăна шăтăка антарнă чухне усă куракан вăрăм алшăллисене тата-тата пытарма пынă çынсене парас йăла пур хăш-пĕр вырăнта. Ку Чăн тĕнĕн йăли-йĕркисенчен тухнă япала мар, апла пулин те алшăллине татса пама юрать. Анчах та хăш-хăш çĕрте çип е урăх йышши япаласем параççĕ. Ку – суя йĕрки. Хăш-пĕр вырăнта вара хĕрĕх кунччен вилнĕ çыннăн япалисене никама та памаççĕ. Кун пек тунине Чăн тĕн хирĕçлет, мĕншĕн тесен шăпах çак кунсенче вилнĕ çын чунĕшĕн хытă кĕлтумалла, ăна ыттисем те асăнччăр тесе унăн япалисене ĕненекенсене валеçсе памалла. Çавăнпа вилнин ячĕпе ырă ĕçсем туни, çак çынсене пулăшни, чиркÿсемпе мăнастирсене япала е укçа пани чуна çăмăллăх кăна кÿрет. Чун тухнă чухне çын çинче юлнă тумтире вара çунтарса ямалла. Ăна мачча çине çаксан кил-çурта вуткăвартан сыхлать тени тĕрĕс мар. Çунă чухне усă курнă япаласене   те   çунтармалла.

Масар çинчи ĕç вĕçленсен пурте пĕрле киле таврăнаççĕ, Турă çывăхне куçнă çынна асăнса апат çиеççĕ. Сĕтел хушшине лариччен камăн та пулин Псалтирьти 17-мĕш кафисмăна, урăхла   каласан   118-мĕш   псалома,   вуламалла.

 

17-МĔШ КАФИСМА

Çулĕсем çинче айăпсăр çынсем, Турă законĕпе çÿрекенсем телейлĕ. Унăн пĕлтернĕ йĕркисене вĕренекенсем телейлĕ: вĕсем пĕтĕм чĕререн Ăна шырĕç. Йĕркесĕр ĕç туман çынсем Унăн çулĕпе çÿреççĕ. Эсĕ Хăвăн заповечусене хытă тытса тăма хушнă. Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене тĕрĕс тыт-са пыма манăн çулăмсем тÿрĕ пулĕçинччĕ! Вара эпĕ, Са­нăн пур йĕркÿсем çине те пăхакан пулсан, вăтанмăттăм. Санăн тĕрĕс сутусене вĕренсен, Сана тÿрĕ кăмăлтан тав тăваттăм. Эпĕ Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене тытса тарам, пĕтĕмпех ан пăрахсам мана. Çамрăк çын хăй çулне епле тÿрлетĕ? Санăн сăмахусене тытсан тÿрлетĕ. Сана пĕтĕм чĕремпе шырарăм, Хăвăн заповечÿсенчен ан уйăрсам мана. Санăн сăмахусене чĕрем ăшне хутăм, Санăн умăнта çылăха кĕрес мар, терĕм. Эй Турă, Эсĕ мухтавлă, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана. Санăн çăварăнтан тух­нă сутусене пурне те хам чĕлхе-çăварăмпа кал аса пĕлтерĕм. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесенĕн çулĕ çинче эпĕ пур тĕрлĕ мулпа савăннинчен те ытла савăнтăм. Санăн запо­вечусене тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшлăп, Санăн çулусене ăнлăп. Сан тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕренем, Сан сăмахусене ан манам. Хăвăн чуруна ырăлăх ту: чĕрт мана, Санăн сăмаху­сене тĕрĕс тытам. Манăн куçăма уç, Сан законăнти хăватлă ĕçсене ăнлам. Çĕр çинче эпĕ пĕр вăхăтлăха килнĕ сын, Хăвăн заповечусене ан пытарсам манран. Манăн чунăм кирек хăçан та Санăн сутусене юратма хавас туре. Эсĕ мăнкăмăллисене чарнă: Санăн заповечÿсенчен пăрăнса çÿрекенсем ылханлă. Эпĕ Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене тытрăм: ман çинчен мăшкăлпа хурлăха илсе пăрахсам. Пуçлăхсем ларса ман çинчен элек пачĕç, Санăн чуру Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисем çинчен шухăшларĕ; мĕншĕн тесен - Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесем мана вĕрентеççĕ, Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисем мана ăс параççĕ. Ман чунăм çĕр çумнех çыпçăнчĕ, Хăвăн сăмаху тăрăх чĕртсем мана. Сана хам çулăмсем çинчен пĕлтертĕм, Эсĕ илтрĕн мана: Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана. Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕрки çулĕсене ăнлантар мана, Санăн хăватлă ĕçÿсем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшлам. Хуйхăпа чунăм халсăрланчĕ, Хăвăн сăмахусемпе тĕреклĕлентер мана. Манăн тĕрĕс мар çула тат, Хăвăн за­кону тăрăх хĕрхен мана. Эпĕ чăнлăх çулне юратрăм, Са­нăн сутусене манмарăм. Эй Турă, эпĕ Санăн пĕлтернĕ йĕркÿсем çумне çыпçăнтăм, намăса ан хăварсам мана. Эсĕ манăн чĕреме ирĕклентерсен, эпĕ Санăн заповечÿсен çулĕпе пырăп. Эй Турă, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ çулне манăн зако­нам ту: эпĕ яланах шырам ăна. Ăнлантар мана: Санăн за­конна пĕлем, пĕтĕм чĕремпе тытса тăрам ăна. Хăвăн за­повечÿсен çулĕ çине тăрат мана, çавна ĕмĕтленетĕп эпĕ. Кăмăлăма Ху пĕлтернĕ йĕркÿсен енне яр, мула ан хапсăнтар. Куçăма усăсăра курасран пар, Хăвăн çулу çинче усра мана. Хăвăн чуруна сăмахпа парса Хăвăнтан хăраса тăмал­ла ту. Эпĕ хăраса таракан мăшкăла ман çинчен сир: Санăн сутусем ырă. Акă эпĕ Санăн заповечÿсене ĕмĕтленетĕп, Хăвăн тĕрĕслĕхÿпе чĕрĕ усра мана. Эй Турă, ман çине Са­нăн ырăлăху çитинччĕ, Санăн сăмаху тăрăх çăлăнăпинччĕ. Вара ĕмĕтĕме Сан сăмахусем çинче тытнипе хама мăшкăлакансене хирĕç сăмах калăттăм. Ман çăварăмран чăнлăх сăмахĕсене пĕтĕмпех туртса ан илсем: эпĕ Сан сутусем çине шанатăп. Санăн законна яланах, ĕмĕртен ĕмĕре, ĕмĕрех тытса тăрăп. Эпĕ ирĕккĕн çÿрĕп, мĕншĕн тесен Санăн заповечÿсене шырарăм. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесем çинчен патшасен умĕнче те калаçрăм, вăтанмарăм. Санăн йĕркÿсене вĕренсе пытăм, вĕсене пит юратрăм. Санăн йĕркÿсем енне аллăма çĕклерĕм, вĕсене юратрăм; Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшларăм. Мана, Хăвăн чуруна, ĕмĕт панă сăмахусене асна илсем. Хурлăхăмра мана çавă лăплантарĕ, Сан сăмаху усрĕ мана. Мăнкăмăллисем пĕтĕмпех йĕркерен тухрĕç, эпĕ çапах Са­нăн законăнтан тухмарăм. Эй Турă, Санăн ĕмĕртенпехи сутусене аса илтĕм те, лăплантăм. Санăн законна пăрахакан çылăхлă çынсене кура хурлăха ÿкрĕм. Сан тĕрĕслĕхÿ йĕркисем маншăн эпĕ çÿренĕ çĕрте юрă сăмахĕсем пулчĕç. Эй Турă, Санăн ятна çĕрле асăнатăп, Санăн законна тытатăп. Маншăн пĕр çавăччĕ: эпĕ Санăн тĕрĕслĕх йĕркисене шырарăм. Эй Турă, эпĕ каларăм: Сан законна тытни манăн телейĕм, терĕм. Сана пĕтĕм чĕремпе кĕлтăвăп, Хăвăн сăмаху тăрăх хĕрхенсем мана. Хамăн çулăмсем çинчен шухăшларăм та, урамсене Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесем çинеллех тытрăм. Шикленмерĕм, Санăн йĕркÿсене тытма хатĕрлентĕм. Мана çылăхлă çынсен танати çавăрса илчĕ, эпĕ çавах Сан законна манмарăм. Санăн тĕрĕс сутусемшĕн Сана тав туса мухтама çурçĕрте тăратăп. Эпĕ Санран хăракансемпе, Сан заповечÿсене тытакансемпе пуринпе те пĕрле. Эй Турă, Санăн ырлăху çĕр туллиех: Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана. Эй Турă, Эсĕ Хăвăн сăмаху тăрăх Ху чуруна ырăлăх турăн. Эпĕ Санăн йĕркÿсе­не ĕненетĕп: мана ырă пулма, пĕлме вĕрент, аса кÿрт. Эпĕ хама мĕн йăвашлантаричченех çылăха кĕрсе пурăнтăм, çавăнпа Санăн сăмахна тытрăм. Эй Турă, Эсĕ ырă, ырăлăхна кура Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана. Мăнкăмăллисенĕн тĕрĕсмарлăхĕ ман çинче нумайланчĕ, эпĕ çапах пĕтĕм чĕремпе Санăн заповечÿсене вĕренетĕп. Вĕсен чĕри кĕвелнĕ сĕт пек хытнă: эпĕ Санăн законна вĕрентĕм. Эсĕ мана Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕренме йăвашлантарни ырă мана. Сан çăварунтан тухнă закон темиçе пин ылттăн-кĕмĕлтен те мала маншăн.

Мухтав.

Санăн аллусем мана тунă, мана пултарнă: аса кÿрт мана, Санăн заповечÿсене вĕренем. Санран хăракансем эпĕ Сан сăмахусем çине шаннине курса савăнĕç. Эй Турă, ăнланса илтĕм эпĕ: Санăн сутусем тĕрĕс, Эсĕ мана тÿррипе йăвашлантартăн. Санăн ырăлăху пултăр: вал мана, Санăн чуруна, ху калана сăмаху тарах лăплантартăр. Санăн иксĕлми ырă­лăху ман çине çиттĕр, эпĕ чĕрĕ пулам: Санăн закону мана вĕрентет. Мăнкăмăллисем намăса юлччăр: вĕсем пĕр вырăнсăрах мана хирĕç йĕркесĕрленчĕç: эпĕ çапах Санăн йĕркÿсем çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе шухăшлăп. Мана Санран хăракансем, Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене пĕлекенсем тÿрлетчĕр. Манăн чĕрем Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисенче таса тăтăр: эпĕ намă­са ан юлам. Манăн чунăм Эсĕ çăласçине кĕтсе çунать: эпĕ Санăн сăмахусем çине шанатăп. Манăн куçăм: хăçан лăплантарăн-ши? тесе Санăн сăмахусене кĕтсе ывăнчĕ. Сивĕ çĕрти тир пек пултăм, çапах Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене манмарăм. Санăн чурăвăн кунĕ тата мĕн чухлĕ-ши? Мана хĕсĕрлекенсене хăçан маншăн сут тăвăн-ши? Закона пăсакансем ман шухăшĕсене каласа пачĕç мана, эй Турă, анчах вĕсем Сан закону пек мар. Санăн заповечÿсем пурте чăн: вĕсем мана пĕр вырăнсăр хăваларĕç, пулăшсам мана, Вĕсем мана çĕр çинче кăштах пĕтермерĕç, эпĕ çапах Санăн заповечÿсене пăрахмарăм. Хăвăн ырăлăхупа чĕрĕ усра мана, Санăн çăвару пĕлтернĕ йĕркесене тытса та­рам. Эй Турă, Санăн сăмаху ĕмĕрех пĕлĕт çинче тăрать. Санăн чăнлăху сыпăкран сыпăка: Эсĕ çĕре пултарнă та, вăл тăрать. Эсĕ хушнипе кун пулать: пур япала та Сана пăхăннă. Мана вĕрентекен Санăн закону пулмасан, эпĕ çапла хам хурлăхăмрах пĕтнĕ пулăттăм. Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене ĕмĕр манмăп: Эсĕ çавсемпе чĕртрĕн мана.

Эпĕ Санăн, çăлсам мана: эпĕ Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене шырарăм. Çылăхлă çынсем мана пĕтересшĕн кĕтрĕç: эпĕ Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене пĕлтĕм. Пур япаланăн та вĕçĕ пуррине куртăм, Санăн заповечÿ анчах пит аслă. Эй Турă, Санăн законна темĕн тĕрлĕ юратрăм: манăн вĕренĕвĕм куллен çавă. Эсĕ Хăвăн заповечÿпе тăшманăмсенчен ăслăрах турăн мана: вăл ĕмĕрех манăн çав. Эпĕ хама вĕрентекенсенчен пуринчен те ытла ăнларăм, мĕншĕн тесен манăн вĕренни Эсĕ пĕлтернĕ йĕрке. Ватăсенчен те ытла ăнла­рăм, мĕншĕн тесен эпĕ Санăн заповечÿсене шырарăм. Санăн сăмахусене тытам тесе, урамсене кирек хăш усал çулпа пырасран та чартăм. Санăн сутусенчен тухмарăм, мĕншĕн тесен мана Эсĕ закон панă. Санăн сăмахусем ман пыра темен тĕрлĕ тутлă, ман çăварăмшăн пылран мала. Эпĕ Санăн заповечÿсемпе аса кĕтĕм, çавăнпа пур тĕрĕс мар çула та курайми пултăм. Санăн закону ман урасенен çутатăвĕ, манăн çулăмсенĕн çутти. Эпĕ тупа туса, Санăн тĕрĕс сутусене тытса тăма пултăм. Эй Турă, пĕтĕмпех начарлантăм. Хăвăн сăмахупа чĕрт мана. Эй Турă, çăварăмпа хам ирĕкрен каланă сăмахăма кăмăл ту, Хăвăн сутусене вĕрент мана. Манăн чунăм яланах Санăн аллунта, çавăнпа Санăн законна манмарăм. Çылăхлă çынсем мана тытма таната карчĕç, эпĕ çапах Санăн заповечÿсенчен пăрăнмарăм. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене ĕмĕрлĕхе йышăнтăм: вĕсем манăн чĕреме савăнтараççĕ. Эсĕ тавăрса парассишĕн чĕреме ĕмĕрех Сан сăмахусене туса тăрас енне ятăм. Йĕркерен тухнă çынсене курайми пултăм, Санăн законна юратрăм. Эсĕ мана пулăшакан, ман хута кĕрекен: эпĕ Сан сă-махусем çине шаннă. Эй усал тăвакансем, кайăр ман патăмран: эпĕ хам Туррăмăн заповечĕсене вĕренем. Хăвăн сăмаху тăрăх ман хута кĕр, чĕрĕ пулам: хам ĕмĕтĕмре намăса ан хăвар мана. Пулăш мана, эпĕ çăлăнăп, Сан тĕрĕслĕхÿ йĕркисене яланах вĕренĕп. Эсĕ Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисенчен писекенсе пурнете хур тунă: вĕсен шухăшĕсем тĕрĕс мар çав. Çĕр çинчи çылăхлă çынсене пурне те закона туман çын вырăнне хисеплерĕм, çавăнпа эпĕ Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене юратрăм. Ўтĕме Хăвăнтан хăраса тăмалла ту: Сан сутусенчен хăратăп. Эпĕ сута тĕрĕс Турăм, хама хур тăвакансен çынсен аллине ан парсам мана. Хă­вăн чурушăн ырăлăхлă пулсам: мăнкăмăллă çынсем элек-леймĕçинччĕ ман çинчен. Эсĕ çăласçине, Санăн чăнлăху сăмахне куçăм тинкерсе пăхса кĕтсе тăрать. Хăвăн чуру­шăн хĕрхенĕвÿ тарах ту, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана. Эпĕ Санăн чуру, ăнлантар мана: Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене пĕлем. Туррăн тытăнма вăхăт ĕнтĕ, Санăн за­конна пăсрĕç. Эпĕ Сан йĕркÿсене ылтăнран та, топазран та мала юратрăм. Çавăнпа Санăн пĕтĕм заповечÿсем еннелле кайрăм, ултав çулне пур йышшине те курайми пултăм. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесем тĕлĕнмелле, çавăнпа манăн чунăм вĕсене ăнланса вĕренчĕ. Санăн сăмахусене ăнлантарни ачасем пеккисене çутăлтарса аса кÿртет. Çăварăма уçса, ăшăмалла сывлатăп, мĕншĕн тесен Санăн заповечÿсемшĕн çунатăп.

Мухтав.

Ман çине пăх, Хăвăн ятна юратакансене сут тунă йĕркÿпе хĕрхен мана. Ман урамсене Хăвăн сăмахупа çÿрет, нимĕнле йĕркесĕрлĕх те пусмăрлайминччĕ мана. Этем элекĕнчен хăтар мана, Санăн заповечÿсене тытса тăрам. Чуру çине Хă­вăн сану çуттине ÿкер, Хăвăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене вĕрент мана. Санăн законна тытман пирки манăн куçăм çăлкуçĕ пек куççулĕ юхтарса тăчĕ. Эй Турă, Эсĕ тÿрĕ, Санăн сутусем тĕрĕс. Эсĕ Хăвăн йĕркÿсене парса, вĕсем тĕрĕссине, пит чăннине пĕлтернĕ. Ман тăшмансем Сан сăмахусене маннă, çавна кура Саншăн çунни типĕтсе ячĕ мана. Санăн сăмаху вут пек таса: Санăн чуру юратрĕ ăна. Эпĕ кĕçĕн, хисепре те мар: Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене манмастăп. Санăн тĕрĕслĕхÿ ĕмĕрлĕх тĕрĕслĕх, Санăн закону чăн. Ман çине хĕнхурлăх килчĕ, анчах мана вĕрентекенни Санăн за­повечÿсем. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесен тĕрĕслĕхĕ ĕмĕрлĕхе:

аса кÿрт мана, чĕрĕ пулам. Эй Турă, Сана пĕтĕм чунтан-вартан тархаслатăп, илт мана, Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕркисене шырам. Сана тархаслатăп, çăл мана: Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене тытса тăрам. Çутăличчен малтан тăрса сана тархас­латăп, санăн самахусем çине шанатăп. Санăн сăмахусене вĕренмешкĕн куçăм ирех уçăлать. Эй Турă, Хăвăн хĕрхенĕвÿпе ман сассăма илтсем, Хăвăн суту тăрăх мана чĕртсем. Мана хăвалакансем йĕркесĕре çывăхарчĕç, вĕсем Сан законăнтан инçе. Эй Турă, Эсĕ çывăхра, Санăн çулусем пурте тĕрĕс. Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесенчен эпĕ тахçанах пĕлнĕ: Эсĕ вĕсене ĕмĕрлĕхе хунă. Ман йăвашлăхăма курса хăтарсам мана, эпĕ Санăн законна манмарăм. Ман ĕçĕме сут ту, хăтар мана, Хăвăн сăмаху тăрăх чĕрт мана. Çылăхлă çынсенчен çăлăнăç инçе: вĕсем Санăн тĕрĕслĕхÿ йĕрки­сене шырамарĕç. Эй Турă, санăн ырăлăху нумай, Хăвăн тĕрĕслĕхÿпе чĕрт мана. Мана хăвалакансем, мана хĕсĕрле-кенсем нумай: эпĕ Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесенчен тухмарăм. Ăссăрсене курса хуйхăратăп: вĕсем Сан сăмахусене тытмаççĕ. Эпĕ Санăн йĕркÿсене юратнине кур: эй Турă, Хă­вăн хĕрхенĕвÿпе чĕрт мана. Санăн сăмахусенĕн пуçламăшех чăн, Санăн тĕрĕслĕхÿн сучĕсем пурте ĕмĕрлĕхе. Княç-сем мана пĕр вырăнсăр хăваларĕç, манăн чĕрем Санăн сăмахусенчен хăрарĕ. Санăн сăмахусемшĕн эпĕ пысăк мул тупнă пек савăнатăп. Тĕрĕс мар ĕçе кураймарăм, унтан йĕрĕнтĕм, Санăн законна юратрăм. Тĕрĕс сутусемшĕн Сана çичшер хут кунне мухтарăм. Сан законна юратакансене канăçлăх нумай, вĕсемшĕн ултав çук. Эй Турă, Эсĕ çăлассине кĕтрĕм, Санăн заповечÿсене юратрăм. Манăн чунăм Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене тытрĕ, вĕсене пит юратрĕ. Са­нăн заповечÿсене, Эсĕ пĕлтернĕ йĕркесене тытса тăтăм, эй Турă, манăн çулăмсем пурте Сан умăнта. Эпĕ йăлăнни Сан умна çывăхаринччĕ, эй Турă, Хăвăн сăмахупа аса кÿрт мана. Эпĕ ыйтни санăн умна çитинччĕ, эй Турă, Хăвăн сă­маху тăрăх хăтар мана. Эсĕ мана Хăвăн тĕрĕслĕх йĕркисе­не вĕрентсессĕн, манăн çăварăм юрласах ярĕччĕ. Манăн чĕлхем Санăн сăмахусене калаçса сарать: санăн заповечÿсем пурте тĕрĕс. Санăн аллу мана çăлакан пулинччĕ: эпĕ Санăн заповечÿсене хавас пултăм. Эй Турă, эпĕ Эсĕ çăлассине ĕмĕтлентĕм, манăн вĕренĕвĕм Санăн закону. Манăн чунăм чĕрĕ пулĕ, Сана мухтавлĕ, мана Санăн сутусем пулăшĕç. Çухалнă сурăх пек аташрăм, Хăвăн чуруна шыраса тупсам: эпĕ Санăн заповечÿсене манмарăм.

Мухтав.

 

 

Апат умен вара пурин те сăхсăхса «Эй, Çÿлти Аттемĕр, Санăн яту хисеплентĕр...» кĕлле вуламалла. Çак кĕлле калани те вырăнлă: «Эй, Христос, Хăвăн (ятне каламалла) чурăвăн чунне чирсĕр, асапсăр, хуйхăсăр çĕре кĕрт, ĕмĕрлĕх пурнăçра   святой   çынсемпе   пĕрле   пурăнма   пар   ăна».

Чиркÿре панихида туса тасатнă пăтта (коливо) чи малтан астивеççĕ. Ăна рисран е тулăран сĕтсĕр, çусăр, тăварсăр пĕçереççĕ, пыл е иçĕм çырли хурса çиеççĕ. Тырă пĕрчисем çĕр айне пулсан шăтса тухнă пек вилнĕ çыннăн ÿчĕ те çапла çĕре кĕрсе тем вăхăтран вăл çĕнĕрен чĕрĕлессине пĕлтерет коливо. Пыл (е иçĕм) Çÿлти Патшалăхри пурнăç   тулăх   та  тутлă   пулнине   пĕлтерекен   паллă.

Чăн тĕн йăлисене пĕлменрен «вилнисене асăннă чух сĕтел мĕн тери тулăхрах, вилнисене леш тĕнчере çавăн чухлĕ лайăхрах» тесе шухăшлакансем пур. Пирĕн сĕтел урисем апат-çимĕç йывăрăшĕпе авăнни мар, хăйсемшĕн кĕлтуни кирлĕ вилнисене. Вĕсене асăннă чухне эрех-сăра пачах ĕçме юрамасть, мĕншĕн тесен Турăран эпир тăванăмăра леш тĕнчере çăмăллăх пама ыйтатпăр-çке. Эрех-сăрапа арпăшăннă пуçсем ыйтнине тивĕçтерĕ-ши вара Аслă Тÿре?! Çитменнине, ĕçке ерекен этем хăй мĕн тĕллевпе пынине те манса каять. Хăшĕ-пĕри сĕтел хушшинчех ку вăхăтшăн вырăнсăр калаçу тапратать. Сăмахран, политиксене сÿтсе явни, укçа-тенкĕ çитменни çинчен калаçни тата ыт. те. Ĕçкĕ юррисене шăрантаракансем те çук мар. Эпир çапла «савăн­нă» вăхăтра вара çывăх тăванăмăрăн чунĕ эпир уншăн чăнласах кĕлтăвасса, хăйне пулăшасса, тамăкран хăтарасса кĕтет.

Типĕ вăхăтĕнче сĕтел çинчи апат та типĕ пулмалла. Пĕр апатне çинĕ хыççăн теприне çиес умĕн те «Эй, Христос, Хăвăн  чурăвăн чунне...» текен  кĕлле каламалла.

«Эй Христос, Хăвăн чурусенĕн чунĕсене чирсĕр, асапсăр, хуйхăсăр çĕре кÿрт, ĕмĕрлĕх пурнăçра святой çынсемпе перле пурăнма пар вĕсене».

«Йывăр тăпри çăмăл пултăр» текелесе ларма юрамасть. Асăну апатне тĕрĕс епле йĕркелемеллине «Православное поминовение усоп­ших», «Погребение и поминование усопших», «Псалтирь и каноны чтомые по усопшим» ятлă кĕнекесенче тупса вулама пулать. 3, 9, 40 кунĕсене палăртнă чухне те çак йĕркесене тытса пымалла. Вилене пытарма хутшăнакансен çак кунсенче асăнма  чĕнмесĕрех  кайма  юрать.   Ытти  чухне  вара чи  çывăх тăванĕсем   кăна   пуçтарăнаççĕ.

Вилнисене асăнмалли кун Аслă типĕ вăхăтне килсен ăна эрне варринче асăнмалла мар, çитес шăмат куна е вырсарни куна хăвармалла, мĕншĕн тесен Аслă типă вăхăтĕнче чиркÿ çак кунсенче çеç Литурги (апат кĕлли) ирттерет. Çавăн чухне проскомидире вилнисемшĕн пай кăлараççĕ, па­нихида   тăваççĕ.

3, 9, 40 кунĕсенче, çур çулне тата çулталăкне паллă тунисĕр пуçне, вилнисене тата çак кунсенче асăнмалла:

Аслă типĕ умĕн эрне малтан (шăмат кун).

Аслă типе вăхăтĕнчи иккĕмĕш, виççĕмĕш тата тăваттăмĕш  шăмат кунсенче.

Мăнкун хыççăнхи иккĕмĕш эрнери ытлари кун (Радоница).

Май уйăхĕн 9-мĕшĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнисене   асăнаççĕ.

Троица  кунĕ умĕнхи  шăмат кун.

Турă умĕн килнĕ Иоанн пуçне каснă кун (сентябрей 11-мĕшĕнче) чиркÿ  Чăн  тĕне ĕненнĕ  çар  çыннисене  асăнать.

Асап нумай тÿснĕ Димитрий Солунский уявĕ (ноябрь уйăхĕн   8-мĕшĕ)   умĕнхи   шăмат кун.

Таса чиркÿ кашни кунах, Аслă типĕри ятарлă кунсемсĕр пуçне, Литурги вăхăтĕнче вилнисене асăнать. Çавăнпа чиркĕве кайсан ку тĕнчерен уйрăлса кайнă тăванăрсен ячĕсене кĕлĕ пуçланиччен хут çине çырса памалла.

Тĕне кĕменнисене, хăйсем çине алă хунисене, атеистсене Чирку кĕлтуса юлашки çула ăсатмасть. Вилнисене асăннă чухне (уйрăмах хĕрĕх кунхине асăннă хыççăн)  хăшпĕр вырăнта вилнисен чунесене ăсататпăр тесе уй хапхине тухса кĕрес йăла пур. Çинĕ апат юлашкисене урама кăларса пăрахакансене те асăрхама пулать. Апла тума юрамасть. Ку - суя тĕнĕн тĕшмĕшĕпе çыхăннă йăли кăна. Чи кирли -вилнисен   чунĕсемшĕн   Турра   кĕлтусах   тăни.

 

 

«Псалтирь», «Кĕлĕ кĕнеки», «Çыннăн леш тĕнчери пурнăçĕ», «Православное поминовение усопших», «Погребение и поминовение усопших» кĕнекесем тăрăх Вячеслав аттепе Сергей атте тимленипе хатĕрленĕ.

 


Назад к списку