Новости
- День славянской письменности и культуры, связанный с именами святых братьев Кирилла и Мефодия - славянских просветителей, создателей славянской азбуки
- 25 Май 2024
- 11 мая, в субботу Светлой седмицы, в нашем храме совершили Божественную литургию
- 13 Май 2024
Объявления
- РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ на МАЙ 2024 г.
- 02 Май 2024
- РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ на АПРЕЛЬ-МАЙ 2024 г.
- 28 Апрель 2024
Завещание Иван Яковлевича Яковлева чувашскому народу
Иван Яковлев.
Чӑваш халӑхне панӑ халал.
Ашшийӗн, Ывӑлийӗн, Святой Сывлӑшийӗн ячӗпе!
Эй тусӑмсем, хамӑн тӑван ҫыннӑмсем, чӑвашсем!
Пуринчен малтан эпӗ сире чӗнсе калатӑп. Манӑн чунӑм пӗрмаях сирӗншӗн ҫунатчӗ, халь те акӑ манӑн мӗнпур шухӑшӑм сирӗн ҫийӗре куҫрӗ. Юлашки тертӗме пуринчен маларах татах сире каласа хӑварас тетӗп.
Турра ӗненсе пурӑнасси калама ҫук пысӑк япала - пуринчен ытла эсир ҫавна хытӑ тытса тӑрӑр. Ӗненӳ этеммӗн ӑсне, кӑмӑлне ҫунатлӑлантарса ҫамӑллатать, чун пурнӑҫне канӑҫлӑх парать, лӑплантарать; инкек-синкек, хуйхӑ-мӗн курнӑ вӑхӑтра чуна хӑват парать; ӗҫсем ӑнса телейлӗ пурӑннӑ чух ӗненӳ чуна тасатать, ӑна ҫутатса тӑрать. Турра ӗненсе пурӑнсан, пурнӑҫ хытти этемшӗн хӑрушӑ мар; Ăна ӗненсе тӑмасан, ҫӗр ҫинчи пирӗн пурнӑҫ сивӗ пулать, тӗттӗм пулать. Тӗнчене пултарнӑ ҫӳлти Турра ӗненсе тӑрӑр. Ырӑ ӗҫе те, усал ӗҫе те чӑн аслӑ тӳрӗлӗх татӗ, — Турӑ сут тӑвӗ, — вӑл сут тӳрӗ, вӑл сут пит хӑрушӑ.
Вырӑс халӑхӗ пит пысӑк халӑх. Вӑл ырӑ кӑмӑллӑ, ӑслӑ: эсир ӑна итлӗр, юратса пурӑнӑр. Унӑн ӑсийӗн вӑйӗ, ырӑ кӑмӑлӗ, пурнӑҫа малалла ярас шухӑшӗ хисепсӗр нумай, нихӑҫан та пӗтес ҫук. Ҫак халӑх сире тӑван вырӑнне хурса йышӑннӑ, хӑй ҫемйи тунӑ. Вӑл сире пусмӑрламарӗ, сире аяла хӑвармарӗ. Малашнехине курса тӑракан Турӑ вырӑссене эпир курми, сисми аслӑ ӗҫ тума ертсе пырать. Эсир малалла каяс ӗҫре ҫак халӑх сире ҫавӑтса ертсе пыракан пултӑр, ун хыҫҫӑн пырӑр, ӑна шанса тӑрӑр. Ҫак халӑхӑн пурнӑҫӗ пит йывӑр пулнӑ. Хӑйӗн вӑрӑм ӗмӗринче, йывӑр пурнӑҫӗнче вӑл нумай хуйхӑ курнӑ, йывӑр кунсем курмалла пулнӑ, ҫапах та вӑл хӑй чунийӗн ҫуттине сӳнтермен; хӑйӗнчен аслӑ халӑх тухса каймаллине пӗртте асӗнчен яман.
Вырӑс халӑхийӗн савӑнӑҫӗпе эсир те савӑнмалла пулӑр; вӑл хуйхӑ тӳсмелле пулсан, ӑна эсир те тӳсӗр. Ҫапла вара малашне вӑл курас ҫутӑ пурнӑҫа унпа пӗрле эсир те курӑр; вӑл малашне чаплӑланса кайсан, унпа пӗрле эсир те чаплӑланӑр. Иртнӗ ӗмӗрсенче вырӑс халӑхӗ сире хӗсӗрлемен, ӳлӗмрен те вӑл эсир юратса пурӑнӑр, унпа тачӑ пурӑнма тӑрӑшӑр. Кирек мӗнле хир те пукрасӑр пулмасть, ҫапах та эсир вырӑс халӑхӗ хушшинче ырӑ кӑмӑллӑ ӑслӑ ҫынсене кирек хӑҫан та тупӑр. Тӳрӗ ӗҫ тума вӗсем сире пулӑшӗҫ: ҫапла пулассине ман пурнӑҫра пулнӑ ӗҫсем шантарса тӑраҫҫӗ. Хӑйӗн тӳрӗ ӗҫӗсене вырӑс халӑхӗ нумай асап курса ҫиеле кӑларнӑ, ҫавӑнпа пӗртте иккӗленме кирлӗ мар, вӑл сирӗн тӗлӗшпе те ялан тӳрӗрен пырӗ.
Вырӑс патшалӑхӗ ҫине шанса пурӑнӑр, ӑна юратӑр, вара вӑл сирӗн аннӗр пулӗ. Ҫаксене шанса тӑма хама вӗрентсе пурӑннӑ Николай Иванович Ильминский ятне каласа хуратӑп; унӑн ячӗ сирӗншӗн ҫул кӑтартакан ҫӑлтӑр пултӑр. Ман хисеппе вырӑс халӑхӗ катӗрийӗн мӗнпур аслӑлӑхӗ, мӗнпур илемӗ пурте Ильминскинче тулли тӑратчӗ.
Вӗренсе ҫутӑлма телей тупнӑ чӑвашсене калам тата. Астуса тӑрӑр! Пайсӑр тӑрса юлнӑ хӑвӑрӑн мӗскӗн чӑваш тӑван халӑхӑра эсир пулӑшса пурӑнмалла; вӗсене ӑҫтан та пулин катаран пулӑшу килӗ-ха тесе тӑмалла мар. Ан манӑр! Вӗсене вӗрентсе ҫутӑлтарас ӗҫ пуринчен ытла сирӗн ҫинче пулмалла. Эсир вӗсен хушшинчен тухса ҫутӑлнӑ ҫынсем. Вӗренӳлӗх пӗлсе тӑракан пурлӑха пуҫтарса, эсир хӑвӑрӑ тӑван халӑхӑр патне таврӑнӑр, вара патшалӑхра чӑн лайӑх этем мӗнле пулмалли ҫинчен вӗсене каласа ӑнлантарӑр; закон ҫинчен тата халӑх хушшинче пулмалли тӳрӗлӗх ҫинчен вӗрентӗр. Ҫакӑншӑн тӑрӑшассине эсир хӑвӑр ҫине илмелле: эсир ҫав халӑх хушшинчен тухнӑ ҫынсем.
Тӑван халӑхӑрӑн ҫуклӑхӗнчен, начарлӑхӗнчен, вӑл тӗттӗмре пурӑннинчен ан вӑтанӑр: эсир вӗсен хушшинчен тухнӑ, ӗҫлессе те вӗсемшӗн ӗҫлемелле. Ҫапла вара эсир халӑх вӑйӗпе хӑвӑршӑн пуҫтарнӑ ӑсӑршӑн вӗсене парӑм тӳлерӗр пулать. Кӗҫӗн тӑванӑрсем умӗнче эсир хӑвӑр парӑмӑра манманшӑн халӑх кӑмӑлӗ сире кирлӗ таран тавӑрӗ. Ан манӑр, ҫакна астуса тӑрӑр! Эсир хӑвӑр халӑхӑрӑн чӗлхине тирӗс тӑмасан, халӑх кӑмӑлне пӗтӗмпех хӑвӑр аллӑрта тытса тӑрӑр.
Ху чӗлхӳне пӑрахманни вырӑс халӑхӗ ӗҫне ултавлӑ туса сутни пулмасть вӑл; аннӗрсенчен вӗренсе юлнӑ хӑвӑн тӗп чӗлхӳне пӑрахмасӑрах вырӑсӑн аслӑ патшалӑхӗшӗн ӗҫлесе тӑма пулать. Эпӗ туса пӗтереймен ӗҫсене эсир туса пӗтерӗр. Турӑ ҫыруне ҫырнӑ кӗнекесене пӗтӗмпех чӑваш халӑхне парӑр — Этемсен Турӑпа пӗрлешсе пурӑнасси ҫинчен каланӑ аслӑ сӑмах кӗнекисене чӑвашла куҫарса пӗтерӗр. Вырӑс патшалӑхийӗн Хӗвел тухӑҫӗ енче пурӑнакан йышлӑ халӑхсене Христос тӗнне вӗрентсе ҫутӑлтарас ӗҫе тӑрӑшса ӗҫлӗр: чӗлхе тӗлӗшӗпе те, вӗсен пурнӑҫӗ йӗрки тӗлӗшӗпе те эсир вӗсене вырӑссенчен хӑйсенчен ҫывӑхрах тӑратӑр. Христос тӗнийӗн ҫуттине эсир вырӑссен аллинчен илнӗ. Ҫапла вара эсир ҫак пысӑк ӗҫе ӗҫлесе вырӑссене парас парӑмӑра кӑшт та пулин парса тататӑр.
Ҫемйӗре лайӑх пӑхса усрӑр: ҫемье вӑл халӑх чаракӗ, патшалӑх чаракӗ. Ҫемье пурнӑҫӗ тӗлӗшпе ваттисем каланӑ сӑмаха чӑваш халӑхӗ ялан та хытӑ тытса тӑнӑ. Ҫак пурлӑха лайӑх сыхласа пурӑнӑр. Ҫемьенӗн лӑпкӑ пурнӑҫӗ пире пурнӑҫ хыттинчен хӳтӗлесе тӑрать. Килӗштерсе тӗреклӗ тӑракан ҫемьешӗн катаран килекен пурнӑҫ синкерӗсем хӑрушӑ мар. Ӳтӗре ясарпа ан варлӑр, ӳсӗртекен, астаракан япаларан шикленӗр. Ҫемйӗре сыхӑ усрасан, ачӑрсене чипер |упраса пурӑнсан, килӗштерсе лӑпкӑ ӗҫлесе пурӑнма хӑвӑр валли тӗреклӗ чарак лартса хурӑр.
Пӗр-пӗринпе сапӑр пулӑр, ҫукшӑн-пуршӑн чашкӑрса ҫӳресрен, харкашасран аякка тарӑр. Ҫӑлаканӑн аслӑ сӑмахне асра тытӑр. Вӑл каланӑ: хӑвӑр тӑшманӑрсене те юратӑр, тенӗ. Чӑваш хушшинче пӗр-пӗр килӗшӳсӗр ӗҫ час-часах пулкалать. Эпӗ ҫавна пӗрре анчах курман. Ҫапла акӑ чӑвашран хӑшӗ те пулин мала туха пуҫласан ыттисем ӑна такӑнтарма пӑхаҫҫӗ, ҫулне пӳлеҫҫӗ. Вара унӑн та ырӑ ӗмӗчӗ татӑлать, ҫине пыракансем хӑйсем те тип-типӗ тӑрса юлаҫҫӗ. Эсир апла ан пулӑр. Ҫӳле ҫӗкленекене мӗн хал ҫитнӗ таран ҫӗкленме пулӑшӑр. Хӑпарса ҫитсе тӗрек илсен, вӑл вара хӑй сире аялтан ҫӳле турта-турта кӑларӗ. Малти урапа куссан, хыҫалти унтан юлмасть. Пӗр-пӗрин сӑмахне тӑнланса пурӑнни, пӗрне пӗри ырӑлӑх туса тӑни пурнӑҫа хӑват парать. Ҫакна хытӑ шанса тӑрӑр.
Килӗшсе ӗҫленӗ ӗҫ пысӑк усӑллӑ — ҫакна пӗлсе тӑрӑр, ун пек ӗҫе юратӑр. Чӑн пӗчӗккӗ ӗҫе те пит пикенсе, юратса ӗҫлӗр. Пурнӑҫра курма тӳрӗ килнӗ йывӑрлӑхшӑн ан кулянӑр. Юратса тусан, чи пӗчӗкҫӗ ӗҫе те чаплӑлантарса яма, усӑ паракан тума пулать; ӳркенсе ытахальтен анчах ӗҫлесен, чӑн пысӑк ӗҫ те пӑрахӑҫа тухать, хисепрен каять. Лӑпкӑ чунпа килӗшсе ӗҫленӗ пур ӗҫ те телейлӗ пулать, ӑнса малалла пырать. Кукӑр ҫулпа ҫӳресрен, ултавпа тӑвас ӗҫрен хӑраса тӑрӑр: тӳрӗлӗхсӗр курнӑ усӑ, ултавпа тупнӑ телей — тӗреклӗ мар, вӑл вӑраха пымасть.
Ҫӳлти аслӑ Тӳре умне кайма хатӗрленсе, сире каласа хӑварас сӑмахӑм манӑн мӗнпурӗ ҫакӑ ӗнтӗ. Ирӗклӗ е ирӗксӗр эпӗ кама та пулин кӳрентерсе, вӑл ман ҫине ҫилӗ хывса ҫӳренӗ пулсан, пурсӑра та тархаслатӑп: ҫиллӗре манӑр, каҫарӑр мана, маншӑн Турра кӗлтӑвӑр.
Эй тӑван ҫыннӑмсем! Чӑн кӑмӑлтан тав тӑватӑп сире. Эсир маншӑн ялан та ӑшӑ пултӑр, кӑмӑллӑ пултӑр. Сиртен ҫакна курма эпӗ тивӗҫлӗ те пулман. Ҫаплах тата вырӑс ҫыннисене те нумайӑшне, пит нумай ҫынна чунтан тав тӑватӑп. Ман ӗҫе тума вӗсем нумай пулӑшрӗҫ, чӑн кӑмӑлтан ман енче тӑчӗҫ. Хампа пӗрле ӗҫленӗ юлташӑмсене, мана пулӑшса пурӑннӑ мӗнпур ҫынна пурне те чунтан каласа тав тӑватӑп: нимӗне хапсӑнмасӑр вӗсем мӗнпур халӗсемпе ӗҫлерӗҫ, вӗсемсӗр пуҫне ман ӗҫӗм те палӑрман пулӗччӗ. Пӗр хам анчах вӗрентнӗ хамӑн ҫыннӑмсене кӑмӑлтан ырӑ сунатӑп. Эпӗ вӗсене вӗрентсе ларнӑ вӑхӑтсем ман пурнӑҫра чӑн савӑнӑҫлӑ вӑхӑтсем пулчӗҫ.
Пурӑнан пурнӑҫӑрта сире пурсӑра та Турӑ сыхласа, упраса усратӑр.
Назад к списку