Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Как правильно наносить на себя крестное знамение, на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Как правильно наносить на себя крестное знамение, на чувашском языке

Христос тĕнне тĕрĕс тытса пурăнакан çыннăн, авал Апостолсем, святой аттесем вĕрентсе хăварнă тăрăх, хăй çине хĕрес епле хумалли (сăхсăхмалли) çинчен кĕскен каласа пани

 

Христос тĕнне тĕрĕс тытакан, тĕрĕс ĕненекен çын хăй сине хĕрес хунă чух алă пÿрнисене çапла çыпăçтарса тытмалла: Турă Виç ипостаçлĕ, çавна кăтартса сылтăм алăн виçĕ пÿрнине — пуç пÿрнене, ун çумĕнчи шĕвĕр пÿрнене, вăта пÿрнене — пĕрле çыпăçтарса вĕçĕсене тан тытмалла. Пÿрнесене çапла тытнипе эпир Виç ипостаçлĕ Туррăн ипостаçĕсем пĕр тăннине, уйăрăлми пĕрле тăнине, вĕсем, пĕрле пулсан та, хутшăнмасăр тăнине кăтартатпăр. Виç ипостаçлĕ Туррăн ипос­таçĕсем пĕри маларах, тепĕри каярах мар, е пĕри аслăрах, тепĕри кĕçĕнтерех те мар, вĕсем ĕмĕр-ĕмĕрех пĕрле, пĕр тан тăраççĕ. Виçĕ пÿрне вĕçĕсене пĕр тан çыпăçтарса тытсан вĕсем хушшинче пысăкраххи е кĕçĕнтереххи пулмасть, вĕсене тан пулма чараканни те унта нимĕн те çук; пĕрин çумне пĕри çыпăçса тăрса тан пулни вĕсенчен хăйсенченех курăнса тăрать. Виçĕ пÿрне вĕçĕсене çапла пĕр тан çыпăçтарса тытса малтан эпир çамка çине хуратпăр, — вăл хĕресĕн çÿлти вĕçне кăтартать; унтан кăвапаран çÿлерех хуратпăр, — вăл хĕресĕн аялти вĕçне кăтартать; тата сылтăм хулпуççипе сулахай хулпуççи сине хуратпăр, — вал хĕрес урлин вĕçĕсене кăтартать. 

Иисус Христос çавăн пек тунă хĕрес çинче пирĕншĕн пăталанса çакăнса тăнă чух, аллисене сарса тытса, тĕрлĕ çĕрте саланса пурăнакан халăха пĕр çĕрте пулма чĕннĕ. Малтан каланă пек, виçĕ пÿрнене çапла çыпăçтарса тытса сăхсăхсан эпир хĕресĕн калама çук хăватне чăннипе хисеплесе мухтанине кăтартатпăр.

Çавăнпа ĕнтĕ, чăн таса Виç ипостаçлĕ Турă мухтавĕшĕн пур чиркÿсенче те авал каласа хăварнине пĕр улăштармасăр, хытă тытса тăрас тесен эпир алăри ви­çĕ пÿрне вĕçĕсене çапла çыпăçтарса тытса сăхсăхмалла. Вырăс патшалăхĕнче анчах мар, Иерусалимре те, Антиохийăра та, Константинопольре те, пĕтĕм Грек çĕрĕнче те, Египетре те, Грузире те, Афон çинче те, хĕвелтухăç енчи урăх çĕрсенче те Христоса тĕрĕс ĕненсе пурăнакан халăхсем çапла сăхсăхаççĕ.

Авал чăнах епле сăхсăхнине хăй куçĕпе хăй курас теекен сын, Киеври аслă монастыре кайса, унта алтса тунă шăтăкра Тура Çăкăрĕ (просфора) пĕçерсе пурăннă Спиридон вилнĕ чух хăй çине хĕрес хывас тесе сылтăм алли пÿрнисене епле çыпăçтарса тытнă, çав хальлĕнех вăл халĕ те унта выртать; вăл вилни ĕнтĕ пĕр çичĕ çĕр çула яхăн иртнĕ.

Пур тĕлтен те ырăлăхлă Туррăмăр Иисус Христос Хăйĕн пурне те тума пултаракан тивлечĕпе Хăйĕн Чиркĕвĕнче Чăн тĕн çинчен тĕрĕс вĕрентнине, святой аттесенчен юлнă сăмахсене ырă кăмăлпа тытса таракан çыннисене çав Чăн тĕне пĕр улталанмасăр, пĕр иккĕленмесĕр тытса тăма, Турă панă пурăнăç йĕркисене сыхлама, пĕр-пĕрне юратса пĕрле тÿрĕ пурăнма патăр: çав улталанма çук çулпа Хăйĕн Çÿлти Чиркĕвне ертсе пырса мухтава тухнă святойсемпе пĕрле ĕмĕр ырă кур­са пурăнмалли Патшалăхне кĕрттĕр. Аминь.


Назад к списку