Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Молитва Богородице перед ея иконой "Неупиваемая чаша", на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Молитва Богородице перед ея иконой "Неупиваемая чаша", на чувашском языке

 

Таса Турă Амăшĕн

«Пĕр иксĕлми тăракан çăлăнăç Савăчĕ» ятлă

турăш умĕнче тумалли кĕлĕ

 

Эй Туррăн ырă кăмăллă Амăшĕ, эй Патшамăр, эпир Санăн хÿтлĕхÿ патне пыратпăр: пирĕн çакă кĕллĕмĕртен ан йĕрĕнсем, ĕçкĕпе, чĕлĕмпе, наркăмăшпа асапланакансемшĕн вĕсенĕн арăмĕсем, ачисем, ашшĕ-амăшĕсем кĕлтунине ырă кăмăлупа илтсем.

Ĕçке ерсе хăйсен Амăшĕнчен, Христос Туррăмăр Чиркĕвĕнчен, уйăрăлса кайнă тăванăмăрсене çăл, сыват. Эй Туррăн ырă кăмăллă Амăшĕ, вĕсен чĕрисене сĕртĕн, çылăха кĕрсе ÿкессинчен аса кĕрт, вĕсене ура çине хăвăртрах тăрат, вĕсене чăтăмлăх парса çăлăнăç çулĕ патне илсе пыр. Хăвăн Ывăлна, пирĕн Христос Туррăмăра, тархасла: Вăл пирĕн çылăхсене каçартăрччĕ, Хăйĕн çыннисенчен  ырлăхне туртса ан илтĕрччĕ, пире ырă ăс-пуçпа, таса шухăшпа пурăнма тĕрек патăрччĕ.

Эй Турра çуратнă тасаран Таса Хĕр, амăшĕсенĕн хăйсен ачисемшĕн, арăмĕсем хăйсен мăшăрĕсемшĕн кĕлтунине, эрехе, наркăмăша, чĕлĕме парăнса çухалса пурăннипе ачисене пăрахнă çынсенĕн ачисем, тăлăх-туратсем, мĕскĕнсем куççулĕ тăкса йĕрсе кĕлтунине йышăн: пире, Хăвăн таса сăнна пуççапакансене, пурсăмăра та илтсем.

Халĕ эпир хуйхăрса йăлăнни Санăн кĕллÿпе пĕрле Туррăн престоле умне çитинччĕ. Тăшманăн пур ултавĕнчен, вăл тытса илесрен витсе, сыхласа усра пире. Пирĕн чунсем ÿчĕсенчен уйăрăлнă хăрушă вăхăтра пулăш, сывлăшри асапсем витĕр пынă чух пĕр чăрмавсăр иртсе каймалла пулар. Хăвăн таса кĕллÿсемпе ĕмĕрлĕх асапран хăтар пире, Туррăн ырăлăхĕ пире ĕмĕр-ĕмĕрех витсе усратăрччĕ. Аминь.


Назад к списку