Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Ветхий завет. Второзаконие. глава 5. Десять заповедей Закона Божия.на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Ветхий завет. Второзаконие. глава 5. Десять заповедей Закона Божия.на чувашском языке

БИБЛИ

АВАЛХИ ХАЛАЛ

Моисейĕн пилĕк кĕнеки

 

Саккуна астутарни

 

5-мĕш сыпăк

 

Моисей мĕнпур Израиль халăхне чĕнсе пухнă та каланă: эй Израиль, итле, эпĕ паян сире хăлхăрсене кĕрсе юлччăр тесе каласа паракан йĕркесемпе саккунсене итле, вĕсене вĕренсе çит те тытса тăма тăрăш.

2Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, Хорив тăвĕ çинче пирĕнпе халал хыврĕ;

3çакă халала Çÿлхуçамăр пирĕн аттемĕрсемпе мар, пирĕнпе, çакăнта паян чĕрĕ тăракансемпе, хыврĕ.

4Çÿлхуçа сирĕнпе ту çинче вут-çулăм ăшĕнчен куçа-куçăн калаçрĕ;

5эпĕ вара çав вăхăтра Çÿлхуçапа сирĕн хушшăрта тăтăм, сире Çÿлхуçамăр сăмахне тепĕр хут каласа пытăм, мĕншĕн тесессĕн эсир вут-çулăмран хăраса ту çине улăхмарăр. Вăл çавăн чухне çапла каларĕ:

6Эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, сана Египет çĕрĕнчен, ху чура пулса пурăннă çуртран, илсе тухнă Турă.

 

 

7Манăн умăмра санăн урăх турăсем ан пулччăр.

 

8Йĕрĕх ан ту, çÿлте тÿпери япаласенĕн, аялта çĕр çинчи япаласенĕн, çĕртен аяларах шыври япаласенĕн ĕлкине, кĕлеткине ан ту, 9вĕсене ан пуççап, вĕсене пăхăнса ан тăр. Эпĕ Çÿлхуçа, санăн Турру, кĕвĕçекен Турă, Хама курайманнисене ашшĕсен айăпĕшĕн ачисене те виçĕ-тăватă сыпăкчен хаса паратăп, 10Хама юратакансене, Манăн ÿкĕтĕмсене тытса пурăнакансене Эпĕ пин сыпăка çити ырăлăх туса тăратăп.

 

11Çÿлхуçанăн, хăвăн Туррун, ятне вырăнсăр ан асăн: Çÿлхуçа [Турру] Хăйĕн ятне вырăнсăр асăнакана хасасăр хăвармĕ.

 

12Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна ÿкĕтлесе каланă пек, шăматкуна уяма астуса тăр; 13ултă кун ĕçле, хăвăн пур тĕрлĕ ĕçне туса тăр, 14çиччĕмĕш кунĕ Çÿлхуçашăн, хăвăн Туррушăн, шăматкун пултăр: [вăл кун] эсĕ ху та, ывăлу та, хĕрÿ те, арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, вăкăру та, ашаку та, пур тĕрлĕ выльăх-чĕрлĕхÿ те, ютран килнĕ çын та, сан патăнта пурăнаканскер, нимĕнле ĕç те ан тăвăр, санăн арçын чуру та, хĕрарăм чуру та, [ашаку та] сан пекех канччăр; 15ан ман, [эсĕ] Египет çĕрĕнче чура пулнă, анчах Çÿлхуçа, хăвăн Тур­ру, Хăйĕн хăватлă аллипе, пысăк вăйĕпе сана унтан илсе тухнă, çавăнпа Çÿлхуçа, хăвăн Турру, сана шăматкуна уяса, [упраса тăма] хушнă.

 

16Çÿлхуçа, хăвăн Турру, хăвна хушнă пек, аçупа аннÿне хисепле, вара кунçулу вăрăм килĕ, хăвна Çÿлхуçа, хăвăн Турру, паракан çĕр çинче сана лайăх пулĕ.

 

17Ан вĕлер.

 

18Ан аскăнлан.

 

19Ан вăрла.

 

20Çывăх çынну çинчен суя ан кÿнтеле.

 

21Çывăх çыннун арăмне ан ăмсан, çывăх çыннун кил çуртне ан хапсăн, унăн уй-хирне те, унăн арçын чурине те, хĕрарăм чурине те, унăн вăкăрне те, ашакне те, [нимĕнле выльăх-чĕрлĕхне те], çывăх çыннун мĕн пуррине нимĕне те ан хапсăн, терĕ.

 

22Çак сăмахсене Çулхуçа сирĕн пухăннă мĕнпур халăхăра ту çинчен, вут-çулăм, пĕлĕт, сĕмлĕх [тата çил-тăвăл] ăшĕнчен аслати пек хăватлă сасăпа каласа пачĕ, вара урăх каламарĕ, вĕсене икĕ чул хăма çине çырса мана пачĕ. 23Сĕмлĕхрен сасă илтсессĕн, ту вут-çулăмпа çунса тăнă вăхăтра эсир, сирĕн мĕнпур ăру пуçлăхĕсемпе аслă çыннăрсем, ман патама пырса тăтăр та 24çапла каларăр: акă Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, пире Хăйĕн мухтавлăхне, Хăйĕн аслăлăхне кăтартрĕ, эпир Унăн сассине вут-çулăм ăшĕнчен илтрĕмĕр; паян эпир Турă этемпе калаçнине, этемми вара чĕрех юлнине куртăмăр; 25ĕнтĕ пирĕн мĕншĕн вилмелле-ха? пире çак аслă вут-çулăм çунтарса ярĕ; Çÿлхуçа, хамăр Туррăмăр, сассине татах илтес пулсассăн, эпир вилетпĕр, 26вут-çулăм ăшĕнчен калаçакан чĕрĕ Турă сассине пирĕн пек илтсе те чĕрĕ юлнă чун пур-ши вара? 27эсĕ кай та Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, [хăвна] мĕн каланине пĕтĕмпех итле, Çÿлхуçа, пирĕн Туррăмăр, хăвна мĕн каланине пĕтĕмпех пире каласа пар, эпир итлĕпĕр, мĕн илтнине тăвăпăр, терĕр.

28Çÿлхуçа эсир манпа мĕн калаçнине илтрĕ те мана çапла каларĕ: санпа калаçнă çак халăх сăмахне илтрĕм Эпĕ; вĕсем мĕн калани пурте ырă; 29эх, вĕсен чĕри те çавăн пекех пулинччĕ, хăйсене те, хăйсен ывăлĕсене те ĕмĕрех ырă пултăр тесе вĕсем ĕмĕр тăршшĕпех Манран хăраса тăринччĕç, Манăн ÿкĕтĕмсем вĕрентнĕ пек пурăнинччĕç! 30пыр, кала вĕсене: «чатăрăрсене таврăнăр», те; 31эсĕ ху вара кунта Манпа пĕрле юл, Эпĕ сана пур йĕркене те, пур ÿкĕтпе саккуна та каласа парăп, эсĕ вĕсене халăха вĕрентме тивĕç: Эпĕ хăйсене еткерлĕхе паракан çĕр çинче Израиль ывăлĕсем [çав] йĕркепе пурăнччăр.

32Астăвăр, хăвăра Çÿлхуçа, хăвăр Туррăр, хушни пек тăвăр; сылтăмалла та, сулахаялла та ан пăрăнăр; 33 Çÿл­хуçа, хăвăр Туррăр, хăвăра çÿреме хушнă çулпа çÿрĕр, çапла сирĕн чĕрĕ тăмалла пултăр, сире ырă пултăр, хăвăр аллăра илекен çĕр çинче нумай вăхăт пурăнмалла пултăр, терĕ.


Назад к списку