Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Великий канон Андрея Критского (на среду 1 седмицы) на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Великий канон Андрея Критского (на среду 1 седмицы) на чувашском языке

АСЛĂ ТИППĔН 1-МĔШ ЭРНИ

Юнкун

1-мĕш юрă

                                                                                                                                                                               -                                                                                                                                                                                           .

ИРМОС. Мана Пулăшакан, мана Витсе Тăракан мана çăлма килчĕ; Вăл — манăн Туррăм, Ăна мухтам; Вăл — ман аттемĕн Турри, Ăна аслăлам: Вăл чаплă мухтава тухрĕ (2хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Христос, эпĕ мĕн пĕчĕкренпех Санăн сăмахусене ним вырăнне хумарăм, эпĕ пурăнăçăма чăтма çук асса, тăрăшмасăр, тÿрленмесĕр ирттертĕм! Эй Çăлакан, çавăнпа та ĕнтĕ Сана йăлăнатăп: юлашкинчен те пулсан çăл мана!

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.      

Эй Çăлакан, мана — Хăвăн алăку умĕнче вăхăтлăха та пулин çĕре ÿксе пуççапакан çыннуна — тамăка антарса ан ярах. Ху этеме юратнă тăрăх, вилес чух та пулсан манăн çылăхсене каçар.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ хам пурлăхăма аснипе пĕтертĕм те халĕ ĕнтĕ, сăваплă ĕçсем тумасăр пушă хир пек пулнăскер, выçăхнипе Сана чĕнсе калатăп: эй ырă кăмăллă Аттемĕр! Часрах килсе хĕрхенсем мана, тетĕп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ шухăш пирки вăрă-хурахсен аллине лекнĕ çын; вĕсенчен эпĕ суранланса çĕмĕрĕлсе пĕтрĕм; эй Çăлакан Христос, Эсĕ Ху килсе çăл мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Священник мана асăрхарĕ те иртсе кайрĕ, левит та манран, çап-çарăмас хăрушă выртнине курсан, йĕрĕнчĕ. Эй Иисус, Эсĕ Марияран çутăлса Тухнăскер, Ху килсе хĕрхен мана!

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй Мария, аскăнчăклăх тĕттĕмĕнчен хăтăлма, эсĕ пит лайăх тăрăшнисене чунтан мухтама пирĕншĕн тăрăшакан Çÿлти Турăран тивлет илсе пар мана.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй пĕртен-пĕр Турă тесе пуççапакан ĕмĕрсемчченех пур Виç-ипостаçлĕ Турă, пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçелнĕ кăмăлпа йĕме парсам мана.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, Хăвна мухтаса юрлакансене ĕмĕт па­ракан, вĕсене пулăшакан! Пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем. Эсĕ — пире пăхса усракан Турă Амăшĕ, мана, çылăхран ÿкĕнекенскере, хапăл тусам!

 

2-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй пĕлĕт, тăнласа тăр, эпĕ Христос çинчен калаçа пуçлатăп, Ăна мухтаса юрлама тытăнатăп: Вăл Хĕртен ÿтленсе килнĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Давид пек, эпĕ чарусăрланса ÿкрĕм, вараланса пĕтрĕм; эй Çăлакан, мана та куççулĕпе çуса тасатсам.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Манăн ни куççулĕ çук, ни ÿкĕнесси çук, ни кăмăл çемçелесси çук; эй Çăлакан, Ху Турă пулнă тăрăх, çавна Эсĕ Ху пар мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ малтанхи илеме, хамăн ырă сăнăма пĕтертĕм те, халĕ ĕнтĕ вăтанса çарăмассăнах выртатăп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Туррăм, Туррăм! Ун чухне алăкна ман умра ан хупах, маншăн, Хăвăн умăнта ÿкĕнекенскершĕн, ăна уçса хур.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, чунăм ахлатнине итле; ман куçăмри куççуле хапăл ил те çăл мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй этеме савакан Турă, Эсĕ пурне те çăласшăн тăрăшаканскер, Ху ырă тăрăх, мана Ху патна чĕнсе ил, мана, ÿкĕнекенскере, хапăл ту.

Туррăн Таса Амăшĕ, çăл пире.

Эй Турра çуратнă Таса Хĕр, пĕр Сана анчах пурте мухтаса юрлаççĕ, ĕнтĕ пире çăлма чунтан тархасла.

ИРМОС. Курăр ĕнтĕ, курăр: Эпĕ — Турă, авăл манна çутарнăскер, пушă хирте Эпĕ Хам халăхăм валли, сылтăм аллăмпа, Хам вăй-хăватăмпа чултан шыв кăларса патăм (2хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Курăр ĕнтĕ, курăр: Эпĕ — Турă! Эй чунăм, ĕнтĕ çапла калакан Турра итлесе тăр, ĕлĕкхи çылăхна пăрах, Унран, тĕрĕс Тÿререн, Турăран, хăраса тăр.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй пит нумай çылăхлă чунăм! ÿтĕме чулпа пенĕ пек, усал ĕçсемпе амантса, усал шухăшсемпе ăса пĕтерсе, эсĕ çав авăлхи Каин пек, çав Ламех пек пулмарăн-и ĕнтĕ?

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, закон париччен пурăннă çынсене пурне те куçупа пăхса тухрăн та, ĕнтĕ эсĕ Сиф пек те мар, Енос пек те мар, куçса кайнă Енох пек те мар, Ной пек те мар; çав сăваплă çынсен пурăнăçне пăхсан, эсĕ пит мĕскĕннĕн курăнатăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ ху пĕчченех хăвăн Туррун хаярлăхне кăлартăн, çĕре шыв тулнă пек, хăвăн ÿтне те, ĕçне те, пурăнăçна та путартăн, ху эсĕ çăлакан киммĕн тулашне тăрса юлтăн.

Эй таса пурнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эсĕ çылăхăн çулĕ çинчен тÿп-тÿрĕ тухнă та мĕнпур кăмăлупа юратса Христос патне пынă, çÿреме çук пушă хирте пурăнса, Туррăн ырă сăмахĕсене лайăх туса çитернĕ.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй ĕмĕртен малтанхи, никам пултарман Виç-ипостаçлĕ, уйăрăлми пĕр Турă! мана, çылăхран ÿкĕнекен çыннуна, хапăл ил, çылăха кĕнĕ çыннуна каçар, эпĕ — Эсĕ пултарнăскер; манран ан йĕрĕн, суд туса вутпа çунтарасран хĕрхенсе хăтар.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Туррăн пурне те тытса таракан чăн Таса Амăшĕ, Ху патна пыракансенĕн ĕмĕчĕ, тăвăл тивнĕ çынсенĕн кĕмелли вырăнĕ! Ху кĕлтунипе пурне те Пултаракан Ывăлун кăмăлне ман енне çавăр.

 

3-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй Турă, манăн тапраннă чĕреме Хăвăн сăмахусенĕн тĕрекĕпе тĕреклĕлентер: пĕр Эсĕ анчах Святой Турă (2хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм, эсĕ Сим илнĕ пиллĕхе илеймерĕн, Иафет пек аслă ирĕк çĕре кĕреймерĕн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, çылăхлă Харран çĕрĕнчен куçса тух, ĕмĕр чĕрĕлĕх кăларса тăракан çĕре пикенсе кай: ăна Авраам хăйне тивĕçлĕхе илнĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ Авраам çинчен илтнĕ, вăл хăй çуралнă çĕршывне хăварса куçса çÿрекен çын пулнă: çавăн пек тимлĕ пул.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Авраам ватлăхра Мамрий юманĕ айĕнче, Ангелсене хăна туса, пехилленĕ ырăлăха илнĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм, Исаак çинчен пĕлетĕн; ăна, пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан пĕлме çук çĕнĕ парне пек, Турă умне илсе пынă, — ĕнтĕ çавăн пек тимлĕ пул.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, чура пулнă арăмран çуралнă пирки хăвăласа кăларнă Измаил çинчен эсĕ илтнĕ. Ĕнтĕ сыхă тăр, аскăнлăха парăннăшăн çавăн пек асапа курмалла ан пул.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй аннем, çылăхсенĕн тăвăлĕ, çылăхсенĕн хумĕсем мана ярса илчĕç, ĕнтĕ эсĕ ху çăл мана, ÿкĕнмелли ырă хÿтлĕхе илсе кĕр.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй таса пурăнăçлăскер! Эсĕ кĕлтунипе кăмăлĕ çавăрăннă Турă Амăшне халĕ те чунтан тархасла, — маншăн та Турă алăкĕсене уçса хур.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй никам пултарман, ĕмĕртен малтанхи Виç-ипостаçлĕ Турă тесе хисеплекен Виçпĕрлĕ Турă, Хăвăн хăватна асăнса пуççапакансене çăл.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, Эсĕ арçынна пĕлмесĕр, ĕмĕртен мал­танхи Ашшĕнчен çуралнă Ывăла вăхăтĕнче çуратнă, кăкăрна ĕмĕртсен те хĕр хальлĕн юлнă: çав тери тĕлĕнмелле ĕç!

 

4-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй Турă, пророк Эсĕ килесси çинчен илтнĕ те Эсĕ Хĕртен çуралса çынсене курăнасшăн пулнинчен хăранă, вăл каланă: Сан çинчен хыпар илтрĕм те, хăрарăм, тенĕ; эй Турă, Санăн хăвату мухтавлă пултăр (2хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Ÿтĕм ирсĕрленнĕ, чунăм тĕксĕмленнĕ, хам пĕтĕмпех юхан-суранлă; эй Христос, ĕнтĕ эпĕ ÿкĕннĕшĕн ăна та, кăна та эмелçĕ пек пулса Ху тÿрлет; эй Çăлакан, çуса тасатса юртан та шурă ту мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Сăмах Турă, Эсĕ пăталаннăскер, — пуриншĕн те Хăвăн Ÿтÿпе Юнна панă; эй Христос, Ÿтне Эсĕ мана çĕнетме панă, Юнна мана çуса тасатма панă, Сывлăша мана Хăвăн Аçу патне илсе пырасшăн панă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй ырă кăмăллă Турă, Эсĕ пире çăлăнтарасшăн çăлăнăç ĕçне çĕр çинче тунă; Эсĕ Ху ирĕкÿпе хĕрес çине пăталаннă: вара питĕрĕнсе тăракан рай уçăлнă; Сана ĕнтĕ Çÿлтисем те, аялтисем те, Сан тăрăх çăлăннă халăхсем те — пурте пуççапса тăраççĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Сăмах Турă, Сан аяккунтан юхнă Юну маншăн тасалмалли те, çылăхсене каçаракан шыв пек ĕçмелли те пултăр. Санăн чĕрĕ тăвакан сăмахусемпе тасалса, хăватланса, — эпĕ, сĕрмеллипе тата ĕçмеллипе тасалнă пек, пур ирсĕртен те тасалам.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй пире Çăлакан! Санăн чĕрĕ тăвакан аяк шăммине ĕненекенсем чашăк вырăнне илнĕ, унтан икĕ тĕрлĕ шыв юхса тухнă: вăл çылăхсене каçаракан шывпа ăса кĕртекен шыв; вĕсем икĕ тĕрлĕ йĕркене, авалхипе çĕннине, пĕлтереççĕ. Пĕри — авалхи сăмах, тепри — çĕнĕ сăмах вырăнне.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ туй пулнă ырă çурт тулашне юлтăм, туйĕнчен те, апатĕнчен те татăлса юлтăм; çу юлманран çÿттăм сÿнсе ларчĕ; туй пÿлĕмне эпĕ çывăрнă чух хупса хунă, апатне çинĕ; мана алран-ураран çыхса кăларса пăрахрĕç.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй Виç-ипостаçлĕ пĕр Святой Турă! Эсĕ, Турăлăхупа уйăрăлмасăр тăрса, ипостаçÿсемпе хутăшмасăр тăратăн; пĕрле патшара ларакан, пĕрле престол çинче ларакан Турă, Санран эпĕ Турра пĕлекен пулатăп; Сана Çÿлте виçшер хут асăнса юрлакан чаплă юрра мухтаса юрлатăп.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турра çуратнă Хĕр, Эсĕ Ача çуратсан та хĕр хальлĕн юлнă, малтан та, кайран та Эсĕ этемлĕхÿпе Таса Хĕр халь­лĕн тăратăн; Санран çурални Вăл тĕнче йĕркисене çĕнетет, çавăнпа Таса Хĕр варĕ те Ача çуратмалла пулнă. Турă тăвас тесен, тĕнче йĕрки те улăшăнать: Вăл тăвас тенинех туса пырать.

 

5-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй этеме савакан Турă! Сана тархаслатăп: çĕрлеренпе тăрса кĕлтăвакан çыннуна çутăлтар; эй Çăлакан, Ху хушнисене тума кăтартса пыр, Хăвăн ирĕкне тума вĕрент мана (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Патша Турă, кăмăлăмпа эпĕ хаярланнă Фараон пек пултăм, ÿтĕмпе те чунăмпа Ианнийпе Иамврий пек пултăм, çитменнине тата ăсăм манăн çухалнă, ĕнтĕ пулăш мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Патша Турă, ăсăмпа эпĕ пылчăкпала лапăртанса пĕтрĕм, ĕнтĕ Сана тархаслатăп, хамăн шыв пек куççулĕпе çуса тасат, ÿтĕмĕн тумтирне юр пек шурă ту.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ хамăн ĕçĕмсене тĕрĕслеме тытăнсан çылăха кĕрсе хам пур çынсенчен те иртсе кайнине куратăп: эпĕ пĕлмесĕр кĕмен мар, ăспала пĕлсех çылăха кĕнĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Турă, Ху пултарнă çыннуна хĕрхенсем, хĕрхенсем! Эпĕ çылăха кĕтĕм, каçар мана; пĕр Эсĕ анчах Турăлăхупа таса тăратăн, Санран пуçне урăх никам та айăпсăр тăраймасть.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, Эсĕ, Турă пулин те, маншăн ман тĕслĕ пултăн, Эсĕ тĕрлĕ хăватсем тунă: юхан-суранлисене сыватнă, хăр суранлисене тÿрлетнĕ, тумтирÿ çумне сĕртĕнни-пех юн юхакан арăмăн юнне чарнă.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй таса пурăнăçлă Мария, эсĕ Иордан шывĕ урлă каçса кайсан, ÿт аскăнлăхĕнчен хăтăлса, пăтăрмахсăр канăçлăх тупнă, — вăл ÿт аскăнлăхĕнчен пире те Хăвăн кĕллÿпе хăтар.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй Виç-ипостаçлĕ Турă! эпир Сана, пĕртен-пĕр Турра, мухтатпăр; эй Атте Турă, Ывăл Турă, Сывлăш Турă, Эсĕ Святой, Святой, Святой! Эсĕ — Ху тĕллĕн тăраканскер, эпир яланах пуççапакан пĕр Турă.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй сиен курман, арçынна пĕлмен Ама пулнă Таса Хĕр! Ĕмĕрсене пултаракан Турă Сан ăшунта ман этемлĕхе Хăй çине илнĕ, ман этемлĕхе Хăйпе пĕрле пĕрлештернĕ.

 

6-мĕш юрă

ИРМОС. Эпĕ пĕтĕм чунтан-вартан ырă кăмăллă Турра тархасларăм та, Вăл мана, çĕр тĕпĕнчи тамăкра тараканскере, илтрĕ, чунăма пĕтес çĕртен кăларчĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Иисус Амалик халăхĕпе вăрçнă пек, чунăм, тар та ÿт аскăнлăхне хирĕç кай; Гаваон çыннисенни пек чее шухăшусене çĕнтерсе пыр.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм! Турă калать: авăл кивота Иордан урлă каçарнă пек, эсĕ те иртсе пыракан вăхăта чипер ирттерсе яр, пехиллесе панă çĕре кĕр, тет.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, Эсĕ тархасласа чĕнекен Петра васкаса пырса çăлнă, çавăн пек аллуна тăсса, мана та тискер кайăкран хăтар, çылăх тĕпĕнчен кăлар.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Патша! Патша Турă Христос! Эпĕ пĕлетĕп, Эсĕ чарăнса тăмалли лăпкă вырăн; ĕнтĕ васкаса килсе мана тухма çук çылăх тĕпĕнчен, шанчăкăм çук çĕртен хăтар.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Ашшĕ, Ывăлĕ, Святой Сывлăшĕ калаççĕ: Эпĕ ипостаçсемпе уйрăм тăракан, уйăрăлми, пĕр хальлĕн тăракан Виç-ипостаçлĕ пĕртен-пĕр Турă, теççĕ.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, пирĕн тĕслĕ пулнă Турă Сан ăшунтан пирĕншĕн çуралнă. Çавна, пурне те пултаракан Турра, тархасла: Эсĕ кĕлтунипе пирĕн айăпсăра тухасчĕ.

Эй Турă, çырлах (3 хут).

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлйшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

 

Кондак. 6-мĕш кĕвĕпе

 

Эй чунăм, чунăм, тăр, мĕншĕн çывăратăн? Пурăнăç пĕтсе килет, эсĕ хăрамалла пулăн. Ĕнтĕ сыхă тăр: Христос Турă Сана хĕрхентĕр, Вăл пур çĕрте те пур, пурне те пултарать.

 

7-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй аттемĕрсенĕн Турри, эпир Сан умăнта çылăха кĕтĕмĕр, йĕркесĕр пурăнтăмăр, тĕрĕс мара турăмăр, Эсĕ хушнине туса, тытса тăмарăмăр: ĕнтĕ пĕтĕмпех ан пăрахсам пире (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ, Манассия пек, çылăхусене ху ирĕкÿпе туса нумайлатрăн, ирсĕр кĕлеткесем вырăнне эсĕ аскăн шухăшусене хисепе кăлартăн, йĕрĕнчĕк япаласем нумай
турăн; ĕнтĕ, Манассия пек, ăшă кăмăлпа ÿкĕнсе кăмăлна çемçет.                        

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, хуйхă-çке мана! Эсĕ Ахав пек пур ирсĕре туса пурăнтăн, эсĕ ÿт ирсĕрлĕхĕ таракан вырăн пултăн; ĕнтĕ пĕтĕм ăшунтан хуйхăрса Турра хăвăн çылăхусем çинчен каласа кăтарт.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, авăл Ахав патша Фесвит çынни Илия каланине итлемен те, пĕлĕт хупăннă, çавăн пек саншăн та пĕлĕт хупăнса тăрать. Ĕнтĕ Сарептăри тăлăх арăм пек пул, про­рок чунне тăрантарса усра.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, авăл Илия Ахава питлесшĕн Иезавелĕн çыннисене, йĕрĕнчĕкскерĕн пророкĕсене, икĕ хутчен аллăшар çын çунтара-çунтара янă; ĕнтĕ эсĕ те, вĕсем пек, иккĕшĕн пек, пуласран тарса çÿре, чăтăмлă, çирĕп пул.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Виç-ипостаçлĕ Турра Хăй тĕллĕн тăракан, уйăрăлми, пĕр хальлĕн, пĕр хевтеллĕ Виç-ипостаçлĕ Турă тесе мухтаса юрлаççĕ; çутăсем пек, çутă пек, виçĕ Святойлă пĕр Святой. Эй чунăм, эсĕ те ĕнтĕ Пурăнăç Паракана, Пурăнăç Паракансене, пуринĕн те Туррине аслăласа мухта.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, эпир Сана мухтаса юрлатпăр, аслăлатпăр, пуççапатпăр: Эсĕ Виç-ипостаçлĕ Турăран Пĕрне, Христос Турра, çуратнă, вара пире, çĕр çинче пурăнакансене, Пĕлĕт çинчине уçса панă.

 

8-мĕш юрă

 

ИРМОС. Пур чун та, пур япала та, Турра ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса юрлăр, аслăласа тăрăр, Ăна Çÿлти çарсем мухтаса тăраççĕ. Ун умĕнчĕ Херувимсемпе Серафимсем те чĕтĕресе тăраççĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мина, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан тĕрĕс Тÿре! Мана вутран, асапран хĕрхенсе хăтар; эпĕ судра тивĕçлипе вăл асапа кĕмелле; мана виличчен малтан ырă ĕçсем тутарса, çылăхран ÿкĕнтерсе каçар.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ вăрă-хурах пек калатăп: асна ил мана, тетĕп; Петр пек эпĕ хытă йĕретĕп; мытарь пек йăлăнатăп; хĕрхен мана, аскăн арăм пек, куççулĕ тăкатăп, ĕлĕк Ха-наней арăмĕ йĕнине илтнĕ пек, эпĕ хурланса йĕнине те хапăл ил.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, пĕртен-пĕр Эмелçĕ! Манăн мĕскĕн чунăм çĕрсе кайнине тÿрлет; мана сиплекеннине çыпăçтар, эрехпе, çупа сĕр: вĕсем — ÿкĕнсе тунă ĕçсем, çемçелнĕ кăмăлпа йĕнĕ куççулĕсем.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ, Хананей арăмĕ пек, Давид Ывăлне чĕнсе: хĕрхен мана, тетĕп; юн юхан арăм пек, Унăн тумтирĕ арки вĕçне сĕртĕнетĕп; Марфăпа Мария Лазарьшĕн макăрнă пек, макăратăп.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй ĕмĕртен малтанхи Атте Турă, ĕмĕртен малтанхи Ывăл Турă, чуна лайăх лăплантаракан Тÿрĕ Сывлăш! Эй Сăмах Туррăн Ашшĕ, эй Атте Туррăн ĕмĕртен малтанхи Сăмахĕ, эй пурне те пултаракан, чĕрĕ тăвакан Сывлăш, эй пĕртен-пĕр Виç-ипостаçлĕ Турă, каçар мана!

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй чăн Таса Хĕр, тĕлĕнмелле хĕрлĕ тумтир — Эммануилăн ÿчĕ, çара хĕрлĕрен тĕртсе тунă тумтир пек, Сан ăшунта пулса тăнă; çавăнпа Сана тĕрĕссипех Турă Амăшĕ тесе хисеплетпĕр.

 

 

9-мĕш юрă

 

ИРМОС. Арсăр Ача çуралнине ăнласа илме çук; упăшкасăр Аманăн Ачи вилĕмсĕр пулнă; Турă çуралнипе этем йăхĕ çĕнелнĕ. Çавăнпа эпир, пур тĕрлĕ халăхсем те, Сана: Турă суйласа илнипе Ама пулнă Хĕр, тесе тĕрĕссипех аслăлатпăр (2хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Сăмах Турă Христос, чирлĕ çынсене сыватнă, юрлисене ырă хыпар каланă, çĕмĕрĕлнисене тÿрлетнĕ, мытарьсемпе пĕрле апат çинĕ, çылăхлисемпе калаçнă, Иаирĕн чунĕ тухса кайнă хĕрне аллипе сĕртĕнсех чĕртсе тăратнă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Мытарь те çăлăннă, аскăн арăм тасана тухнă, мухтанакан фарисей айăпа юлнă; пĕри: хĕрхенсем мана, тенĕ; тепри: каçар мана, тенĕ; кайранхийĕ: эй Турă, тавтапуç Сана, тенĕ, ытти кирлĕ мар сăмах та нумай каланă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Закхей мытарь пулнă, çапах та вăл çăлăннă; Симон фа­рисей улталаннă; аскăн арăм çылăхсене каçарма Пултараканран хăйĕн çылăхĕсене илтерсе каçарттарнă; эй чунăм, эсĕ те ун пек пулма пикен.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм, эсĕ аскăн арăм тунă пек тăвасшăн пулмарăн: вăл пĕр савăт миро çăвĕ илнĕ те, Çăлаканăн урисене йĕре-йĕре сĕрсе, çÿçĕсемпе шăлса типĕтнĕ; унăн ĕлĕкхи çылăхĕсене çырнă çырăва Çăлакан çурса пăрахнă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ пĕлетĕн: Христос Евангели çинчен вĕрентсе çÿренĕ хуласене епле ылханнă; ĕнтĕ çакăнтан хăраса тăр, санăн та вĕсем пек пулмалла ан пултăр; Патша Турă вĕсене, Содом хулисем пек тесе, тамăка каймалла суд туса хунă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, ĕмĕтÿнтен татăлса, эсĕ Хананей арăмĕнчен каярах ан пул, вăл ĕненÿ çинчен каланине илтнĕ, вара унăн хĕрĕ Турă каланипех чĕрĕлнĕ; ĕнтĕ, çав арăм пек, эсĕ пĕтĕм чĕрÿпе Христоса йăлăнса тархасла: эй Давид Ывăлĕ, çăл мана! тесе кала.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Ашшĕне мухтар, Ывăлне аслăлар, Сывлăш Турра тĕрĕс ĕненсе пуççапар: Вăл пĕртен-пĕр уйăрăлми Виç-ипостаçлĕ Турă; Вăл Çутă та, Çутăсем те, Пурăнăç та, Пурăнăçсем те; Вăл чĕрĕ тăвакан, пĕтĕм тĕнчене вĕçĕ-хĕррипех çутатакан Турă.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Туррăн чăн Таса Амăшĕ, Хăвăн çĕршывна сыхласа усра, вăл Санăн хутлĕхÿнте Чăн тĕнпе чаплă тăрать, Санран хăват илет, Эсĕ пулăшнипе пур инкек-синкеке хăватлă çĕнтерет, тăшмансене тыткăна илет, вĕсене пăхăнтарса тăрать.

Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй Крита пăхса пурăннă хисеплеме тĕрĕс тивĕçлĕ Анд­рей! Хăвна мухтаса юрлакансемшĕн кĕлтума ан чарăн, эпир пурсăмăр та, санăн ятна чунтан хисеплекенсем, хаяр-хатартан, пĕтесрен, хисепсĕр çылăха кĕресрен хăтăлар.

ИРМОС. Арсăр Ача çуралнине ăнласа илме çук; упăшкасăр Аманăн Ачи вилĕмсĕр пулнă; Турă çуралнине этем йăхĕ çĕнелнĕ. Çавăнпа эпир, пур тĕрлĕ халăхсем те, Сана: Турă суйласа илнипе Ама пулнă Хĕр, тесе тĕрĕссипех аслăлатпăр (2 хут).

 

 

 

 

 

/strong


Назад к списку