Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Великий канон Андрея Критского (на четверг 1 седмицы) на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Великий канон Андрея Критского (на четверг 1 седмицы) на чувашском языке

 

АСЛĂ ТИППĔН  1-МĔШ ЭРНИ

 

Кĕçнерникун

 

1-мĕш юрă

 

ИРМОС. Мана Пулăшакан, мана Витсе Тăракан мана çăлма килчĕ; Вăл — манăн Туррăм, Ăна мухтам; Вăл ман аттемĕн Турри, Ăна аслăлам: Вăл чаплă мухтава тухрĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мама, хĕрхенсем.

Эй Турă Путекки, пуринĕн çылăхне те илекен! Çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен ил, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçе кăмăлпа йĕме пар мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Иисус, Сана ÿксе пуççапатăп; эпĕ Сан умăнта çылăха кĕтĕм; мана хĕрхенсем, çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçе кăмăлпа йĕме пар мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй пит хăватлă Турă, манпала судлă ан пул, ман ĕçемсене суда ан кур, ман сăмахăмсене ан тĕрĕсле, кăмăлăм туртнисене те ан питле, Ху пит ырă кăмăллă тăрăх, эпĕ усал тунисене ним вырăнне хумасăр, çăл мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Халĕ ÿкĕнмелли вăхăт! Эй мана пултăракан Турă, эпĕ ĕнтĕ Сан патна пыратăп; пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕк­лемне ман çинчен илсем, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçелнĕ кăмăлпа йĕме парсам мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ чунăмăн пурлăхне çылăха кĕрсе салатса пĕтертĕм те пĕр сăваплă ĕçсĕр тăрса юлтăм: ĕнтĕ выçăхса аптăранипе йăлăнса калатăп: эй Турă, эй ырăлăх Паракан, çăл мана!

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эсĕ Христосăн ырă законне пăхăннă та, кăмăл аскăнлăх енне чарма çук туртăннине пăрахса, Христос патне пынă, ырă кăмăлупа мĕнпур ырă ĕçсене пурне те пĕрне хăвармасăр тунă.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй пĕртен-пĕр Турă тесе пуççапакан ĕмĕрсемчченех пур Виç-ипостаçлĕ Турă, пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçелнĕ кăмăлпа йĕме парсам мана.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, Хăвна мухтаса юрлакансене ĕмĕт па­ракан, вĕсене пулăшакан! Пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем. Эсĕ - пире пăхса усракан Турă Амăшĕ, мана, çылăхран ÿкĕнекенскере, хапăл тусам!

 

 

 

2-мĕш юрă

 

ИРМОС. Курăр ĕнтĕ, курăр: Эпĕ - Турă, авал манна çутарнăскер, пушă хирте Хам халăхăм валли Эпĕ сылтăм аллăмпа, Хам вăй-хăватăмпа чултан шыв кăларса патăм (2хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Ламех йĕре-йĕре каланă: эпĕ арçынна вĕлертĕм, хама суранлатрăм, çамрăка вĕлертĕм, хама юхан-суранлă турăм, тенĕ; эсĕ, чунăм, ÿтне вараласа пĕтерсен те, ăсна пăсса пăрахсан та хăраса чĕтĕреместĕн!

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, пурне те пултăракан Турă санăн шухăшусене арпаштарса ямасан, эсĕ ăсласа тунисене çĕр çине илсе пăрахмасан, эсĕ хăвăн аскăнлăхупа башня хăпартма та, пит çÿлĕ хÿме тума та ăс тупăттăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Ах, епле эпĕ авал çынна вĕлерекен Ламех пек пултăм та, аскăн хыççăн кайса, ара çитнĕ çынна вĕлернĕ пек чунăма вĕлертĕм, çамрăк çынна вĕлернĕ пек, ăсăма вĕлертĕм, Каин шăллĕне вĕлернĕ пек, эпĕ ÿтĕме те пĕтертĕм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Авал Турă, Турă патĕнчен çумăр пек вут çутарса, асса кайнă Содом çыннисен ирсĕрлĕхне çунтарса янă; эй чунăм, эсĕ тамăкри вутта хĕртсе ятăн та унта ху çунса тăмалла пултăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Суранланса, аманса пĕтрĕм; ирĕке тухса асса кайнă шухăшсем мана çĕртсе тăни çинчен, акă ĕнтĕ, манăн чунăмпала ÿтĕм витĕр тухнă çĕмренсем, сурансемпе аманнă вырăнсем хытă каласа тăраççĕ.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй Мария, эсĕ усал шăтăка путса анса кайнă чух аллусене хĕрхенекен кăмăллă Турă патнелле тăснă та, Вăл вара, пурне те çăласшăн тăрăшаканскер, этеме юратнă тăрăх, Петра ярса тытнă пек, Сана та ырă аллисемпе ярса тытнă.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй никам пултарман, ĕмĕртен малтанхи, уйăрăлми пĕртен-пĕр Виç-ипостаçлĕ Турă! Мана халĕ, çылăхран ÿкĕнекенскере, хапăл ил, çылăха кĕнĕскере, çăл, эпĕ - Санран пулнăскер; манран ан йĕрĕнсем, вутпа асаплантарасран хĕрхенсе çăл!

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Туррăн пурне те тытса тăракан чăн Таса Амăшĕ, Ху патна пыракансенĕн ĕмĕчĕ, тăвăл тивнĕ çынсенĕн кĕмелли вырăнĕ! Ху кĕлтунипе пурне те Пултăракан Ывăлун кăмăлне ман енне çавăр.

 

3-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй Турă, манăн хускалнă чĕреме, Хăвăн сăмахусен тĕрекĕпе тĕреклĕлентер: пĕр Эсĕ  анчах Святой Турă (2хут).

Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ чарусăрланса чура пек пултăн та çĕнĕ Измаила çуратса, авалхи Египет арăмĕ евĕр, - Агарь пек пултăн; çĕнĕ Измаил вăл хăрама пĕлмен кăмăл пулать.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ Иаковăн çĕртен Пĕлĕте çитекен пусми çинчен пĕлеттĕнччĕ; мĕншĕн тата эсĕ, çав пĕр шикленмесĕр хăпармалли пусма пек, сăваплă пурăнăçлă пулмарăн-ши?

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Турă священникĕ пек, çав пĕртен-пĕр Мелхиседек патша пек пул, Вăл çынсем хушшинче тĕнчере Христос епле пурăнассине кăтартса тăнă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм, пурăнан ĕмĕр уявĕ иртсе кайиччен, Турă илемлĕ çурт алăкне хупса хуриччен эсĕ ÿкĕнсе, уласа иĕр.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, каялла çаврăнса пăхса тăвар юпа пек ан пул; Содом çыннисене тивнĕ синкер сана та хăратса тăтăр: Çÿлти Сигора тарса хăтăл.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Патша Турă, Хăвна мухтаса юрлакансенĕн кĕллине ахаль ан хăвар; эй этеме савакан Турă, Хăвна ĕненсе тархаслакансене хĕрхенсе каçарсам.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй никам пултарман, ĕмĕртен малтанхи Виç-ипостаçлĕ Турă тесе хисеплекен Виçпĕрлĕ Турă, Хăвăн хăватна пуççапакансене çăл.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, Эсĕ, арçынна пĕлмесĕр, ĕмĕртен мал­танхи Ашшĕнчен çуралнă Ывăла вăхăтĕнче çуратнă, кăкăрна ĕмĕртсен те хĕр хальлĕн юлнă: çав тери тĕлĕнмелле ĕç!

 

4-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй Турă, пророк  Эсĕ килесси çинчен илтнĕ те Эсĕ Хĕртен çуралса çынсене курăнасшăн  пулнинчен хăранă, вăл каланă: Сан çинчен хыпар илтрĕм те хăрарăм, тенĕ; эй Турă, Санăн хăвату мухтавлă пултăр (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Манăн пурăнăçăм кĕске, вăл чирпеле, усалпала тулса çитнĕ; эй Çăлакан, çапах та ĕнтĕ мана çылăхран ÿкĕннĕ чух хапăл туса илсем, чăнлăха пĕлме аса кĕртсем; эпĕ тăшман япали, тăшман çимĕçĕ ан пулам, — Хăвах хĕрхен­сем мана!

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Патша тивĕçне илнĕскер, пуç илемĕпе паха тумтирне тăхăннăскер, çĕрме пуянскер, темĕн чухлĕ пурлăх пурскер, тÿрĕ çын пулнăскер — сасартăк мулсăр, чапсăр, патшалăхсăр тăрса юлса, мĕскĕне тухнă та хуйхăрса çÿçне кастарнă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм! Вăл сăваплă, пуринчен те айăпсăр пулнă пулин те, чее тăшман тытнинчен, унăн танатинчен хăтăлайман; апла эсĕ, çылăха кĕме юратнăскер, кĕтмен çĕртен ху çине пĕр-пĕр синкер килес пулсан, мĕн тăва пĕлĕн?

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ халĕ вырăнсăрах, ахалех ытлашши çĕкленсе калаçатăп, чĕреме хытаратăп. Эй пĕртен-пĕр хĕрхенекен, тĕрĕс суд тăвакан Турă, мана фарисей пек суд туса ан пăрах, мытарь пек йăваш кăмăллă пулма пар, унпа пĕр хисепе кĕрт.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй хĕрхенекен кăмăллă Турă, эпĕ пĕлетĕп-çке: эпĕ, хамăн паха савăт пек ÿтĕме ирсĕре кăларса, çылăха кĕтĕм, ĕнтĕ мана çылăхран ÿкĕннĕ чух хапăл туса илсем, чăнлăха пĕлме аса кĕртсем, манăн тăшман япали, тăшман çимĕçĕ пулас марччĕ; эй Çăлакан, Эсĕ Ху хĕрхенсем мана!

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй хĕрхенекен кăмăллă Турă! Эпĕ асса хам чунăма сиен тунипе, хамшăн хам киремет пек пултăм; çапах та ĕнтĕ мана çылăхран ÿкĕннĕ чух хапăл туса илсем, чăнлăха пĕлме аса кĕртсем, манăн тăшман япали, тăшман çимĕçĕ пулас марччĕ; эй Çăлакан, Эсĕ Ху хĕрхенсем мана!

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Закон Паракан Турă! Эпĕ Санăн сăмахна итлемерĕм, Санăн Çырăвна та ним вырăнне те хумарăм; çапах та ĕнтĕ мана çылăхран ÿкĕннĕ чух хапăл туса илсем, Хăвăн чăнлăхна пĕлме ăса кĕртсем, манăн тăшман япали, тăшман çимĕçĕ пулас марччĕ; эй Çăлакан, Эсĕ Ху хĕрхенсем мана!

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй Мария, эсĕ пысăк ирсĕр çылăхсенĕн ăшне путса анса кайнă пулсан та, вĕсем сана хупласа илеймен, эсĕ ырă шухăшпа ĕçлесе, чи аслă сăвапа кĕнĕ, çапла ÿтсĕр Ангелсене те тĕлĕнтернĕ.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй Виç-ипостаçлĕ пĕр Святой Турă! Эсĕ, Турăлăхупа уйăрăлмасăр тăрса, ипостаçÿсемпе хутшăнмасăр тăратăн; пĕрле патшара ларакан, пĕрле престол çинче ларакан Турă, Санран эпĕ Турра пĕлекен пулатăп; Сана Çÿлте виçшер хут асăнса юрлакан чаплă юрра мухтаса юрлатăп.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турра çуратнă Хĕр, Эсĕ Ача çуратсан та хĕр хальлĕн юлнă, малтан та, кайран та Эсĕ этемлĕхÿпе Таса Хĕр халь­лĕн тăратăн; Санран çурални Вăл тĕнче йĕркисене çĕнетет, çавăнпа Таса Хĕр варĕ те Ача çуратмалла пулнă. Турă тăвас тесен, тĕнче йĕрки те улăшăнать: Вăл тăвас тенинех туса пырать.

 

5-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй этемсене савакан Турă! Сана тархаслатăп: çĕрлеренпе тăрса кĕлтăвакан çыннуна çутăлтар; эй Çăла­кан, Ху хушнисене тума кăтартса пыр, Хăвăн ирĕкне тума вĕрент мана (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ хутланса хытса ларнă арăм пек пул: Иисус ури патне килсе пуççап, Вăл сана та тÿрлеттĕр, вара эсĕ те Турă çулĕпе тÿрех каймалла пул.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Патша Турă, Эсĕ тарăн пусă пекех: ĕнтĕ Хăвăн чăн таса аяккунтан шыв кăларса пар, эпĕ те, Самария арăмĕ пек, пĕрре ĕçсен, манăн текех ăш хыпмалла ан пултăр; Эсĕ чĕрĕлĕх шывĕ кăларса тăратăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Патша Турă! Юхакан куççулĕ манăн хамшăн Силоам шывĕпе пĕрлех пултăрччĕ, эпĕ те вара чунăм куçне çуса тасатам та Сана, ĕмĕртен малтанхи Çутта, ăшăмра курса тăмалла пулам.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй чăн телейлĕ Мария! Эсĕ чĕрĕлĕх паракан йывăç хĕресĕ тем пек пикенсе пуççапасшăн пулнă та, ху кăмăл тунине тума тивĕçлĕ пулнă; ĕнтĕ мана та Çÿлти мухтавлăха кĕме тивĕçлĕ ту.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй Виç-ипостаçлĕ Турă! Эпир Сана, пĕртен-пĕр Турра, мухтатпăр: эй Атте Турă, Ывăл Турă, Сывлăш Турă, Эсĕ Святой, Святой, Святой! Эсĕ - Ху тĕллĕн тăраканскер, эпир яланах пуççапакан пĕр Турă.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй сиен курман, арçынна пĕлмен Ама пулнă Таса Хĕр! Ĕмĕрсене пултăракан Турă сан ăшунта ман этемлĕхе Хăй çине илнĕ, ман этемлĕхе Хăйпе пĕрле пĕрлештернĕ.

 

 

 

6-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эпĕ пĕтĕм чунтан-вартан ырă кăмăллă Турра тархасларăм та, Вăл мана, çĕр тĕпĕнчи тамăкра тăраканскере, илтрĕ, чунăма пĕтес çĕртен кăларчĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан! Эпĕ - Санăн Патша сăнне авалах ÿкернĕ драхма; эй Сăмах Турă, ĕнтĕ Хăвăн умăнтан килекен çуттуна çутса яр, Хăвăн сăнна ÿкернĕскере, шыраса тупсам.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Тăр та, Иисус Навин Амалик халăхне çĕнтернĕ пек, эсĕ те хăвăн ÿтÿ аснине çĕнтерсе тăр, Гаваон çыннисем пек астăракан шухăшсене те яланах аяла туса пыр.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй Мария, санăн чуну вут пек çуннă, эсĕ, аскăнлăх вутне сÿнтересшĕн йĕрсе, темĕн чухлĕ куççулĕ тăкнă, çав куççулĕ тивлетне мана та, хăвăн чуруна, парсам.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй анне! Эсĕ, çĕр çинче пит таса пурăнса, Çÿлти пек асапсăра тухнă; ĕнтĕ хăвна мухтаса юрлакансене асапран хăтарма кĕлтуса тар.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Ашшĕ, Ывăлĕ, Святой Сывлăшĕ калаççĕ: Эпĕ ипостаçсемпе уйрăм тăракан, уйăрăлми, пĕр хальлĕн тăракан Виç-ипостаçлĕ пĕр Турă, теççĕ.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, пирĕн тĕслĕ пулнă Турă Сан ăшунтан пирĕншĕн çуралнă, çав пурне те Пултăракан Турра тархасла: Эсĕ кĕлтунипе пирĕн айăпсăра тухасчĕ.

Эй Турă, çырлах (3 хут).

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

Кондак. 6-мĕш кĕвĕпе

 

Эй чунăм, чунăм, тăр, мĕншĕн çывăратăн? Пурăнăç пĕтсе килет, эсĕ хăрамалла пулăн. Ĕнтĕ сыхă тăр: Христос Турă сана хĕрхентĕр, Вăл пур çĕрте те пур, пурне те пултарать.

 

 

7-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй аттемĕрсенĕн Турри, эпир Сан умăнта çылăха кĕтĕмĕр, йĕркесĕр пурăнтăмăр, тĕрĕс мара турăмăр, Эсĕ хушнине туса, тытса тăмарăмăр: ĕнтĕ пĕтĕмпех ан пăрахсам пире (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Вăранакан çыннăн тĕлĕкĕ çухалнă пек, ман кун-çулăмсем çухалса иртсе кайрĕç; çавăнпа та ĕнтĕ эпĕ, Езекия пек, хам вырăнăм çинче йĕретĕп: манăн пурăнас кун-çулăмсем вăрăма кайччăрччĕ, тетĕп. Эй чунăм, анчах сан патна пуринĕн те Турри Хăй пымасан, Исайя мĕнле килсе тăтăр?

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Патша Турă! Эпĕ Сана ÿксе пуççапатăп, куççулĕ вырăнне Сан умăнта çак сăмахсене калатăп: эпĕ çылăха кĕнĕ пек аскăн арăм та çылăха кĕмен, эпĕ çĕр çинче урăх никам туман йĕркесĕр ĕçсем туса пурăнтăм; çапах та ĕнтĕ, Ху пултарнине хĕрхенсе, мана Ху патна чĕнсе ил.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Хама, Санăн сăнлă пулнăскере, çĕре пытартăм, Санăн сăмахна пăсрăм; пĕтĕм ырă илем манăн тĕксĕмленнĕ, çуттăм та манăн аскăнлăхпа сÿнсе ларнă; эй Çăлакан, хĕрхенсем мана. Давид каларăшле, савăнăçна тавăрса пар мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, каялла тавăрăн, ÿкĕн, ăшунтине уçса кăтарт, пурне те пĕлекен Турра çапла кала: эй Çăлакан, манăн ăшрине пĕр Эсĕ анчах пĕлетĕн, ĕнтĕ Давид каланă пек, Хăвăн ырлăхупа Хăвах хĕрхенсем мана, тесе кала.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эсĕ Туррăн чăн Таса Амăшне чĕнсе тархасланă та, чăн малтан усал шухăшсем хаярланса асса кайнине чарса хунă, вара астăракан тăшмана намăса хăварнă; халĕ ĕнтĕ мана, хăвăн чуруна, хурлăхра пулăшса тăр.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй таса пурăнăçлă Мария! Хăвăн чурусемшĕн халĕ Хри­стос Турра тархасла, Вăл пуриншĕн те хĕрхенекен кăмăллă пулинччĕ, Хăйне пуççапаканĕсенĕн канлĕ пурăнăçне упраса тăринччĕ: эсĕ Ăна юратса, Уншăн тĕмсĕлсе пурăннă, хăвăн ÿтне те Уншăн чурана кăларнă.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Виç-ипостаçлĕ Турра Хăй тĕллĕн тăракан, уйрăлми, пĕр хальлĕн, пĕр хĕвтеллĕ Виç-ипостаçлĕ Турă тесе мухтаса юрлаççĕ; çутăсем пек, çутă пек, виçĕ Святойлă пĕр Свя­той. Эй чунăм, эсĕ те ĕнтĕ Пурăнăç Паракана, Пурăнăç Паракансене — пуринĕн те Туррине аслăласа мухта.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, эпир Сана мухтаса юрлатпăр, пуççапатпăр: Эсĕ Виç-ипостаçлĕ Турăран пĕрне, Христос Тур­ра, çуратнă; вара пире, çĕр çинче пурăнакансене, Пĕлĕт çинчине уçса панă.

 

 

 

8-мĕш юрă

 

ИРМОС. Пур чун та, пур япала та, Турра ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса юрлăр, аслăласа тăрăр, Ăна Çÿлти çарсем мухтаса тăраççĕ, Ун умĕнче Херувимсемпе Серафимсем те чĕтĕресе тăраççĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, Сан пуçу çине савăтран миро юхтарнă пек, эпĕ хам куççулĕме тăкатăп, ырăлăх шыракан аскăн арăм пек, эпĕ те Сана тархаслатăп: Сан умăнта кĕлтăватăп, эпĕ те каçару ыйтнине тăнласа ил, тетĕп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан ырă кăмăллă Турă, Сан умăнта ман пек никам та çылăха кĕмен, çапах та ĕнтĕ мана хапăл ил: эпĕ çылăхран хăраса ÿкĕнетĕп, Сана юратса калатăп: пĕр Сан умăнта çылăха кĕтĕм; эй хĕрхенекен кăмăллă Турă, хĕрхен­сем мана! тетĕп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, Ху пултарнăскере хĕрхен; çухалнăскере кĕтÿçĕ пек шыраса туп; аташса кайнăскере малта ертсе пыр, кашкăртан туртса ил, Хăвăн сурăхусем çÿрекен çĕрти путек пек йышăн мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, Эсĕ Хăвăн хĕрхенекен кăмăлупа Тÿре пулса ларсан, Хăвăн хăрушă аслăлăхна пĕтĕмпе палăртсан, епле хăрушă пулĕ ун чухне! Санăн хăрушă суду умĕнче пурте чĕтресе тăнă чух, кăмаки çунса тăрĕ.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй Мария! Сана Анса Ларми Çуттăн Амăшĕ çутăлтарса усал аскăнлăхран хăтарнă; ĕнтĕ хăвна чунтан мухтаса юрлакансене Сывлăшран тивлет илсе çутăлтар.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй анне, санăн чăн-чăнах хăватлă çĕнĕ ĕçне курсан, чаплă Зосима тĕлĕнсе кайнă: Вăл чăннипех Ангела курнă, вара пит тĕлĕнсе кайса, Христоса ĕмĕр-ĕмĕрех аслăласа мухтанă.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй ĕмĕртен малтанхи Атте Турă, ĕмĕртен малтанхи Ывăл Турă, чуна лайăх лăплантăракан тÿрĕ Сывлăш, эй Сăмах Туррăн Ашшĕ, эй Атте Туррăн ĕмĕртен малтанхи Сăмахĕ, эй пурне те пултăракан чĕрĕ тăвакан Сывлăш, эй пĕртен-пĕр Виç-ипостаçлĕ Турă, каçар мана.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй чăн Таса Хĕр, тĕлĕнмелле хĕрлĕ тумтир - Эммануилăн ÿчĕ, çара хĕрлĕрен тĕртсе тунă тумтир пек, Сан ăшунта пулса тăнă; çавăнпа Сана тĕрĕссипех Турă Амăшĕ тесе хисеплетпĕр.

 

 

 

9-мĕш юрă

 

ИРМОС. Арсăр Ача çуралнине ăнласа илме çук; упăшкасăр Аманăн Ачи вилĕмсĕр пулнă; Турă çуралнипе этем йăхĕ çĕнелнĕ. Çавăнпа эпир, пур тĕрлĕ халăхсем те, Сана: Турă суйласа илнипе Ама пулнă Хĕр, тесе тĕрĕссипех аслăлатпăр (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Давид Ывăлĕ, хĕрхенсе çăлсам мана! Эй усал ернĕ çынсене пĕр сăмахпа Сыватакан, хĕрхен мана! Вăрă-хураха каланă пек, мана та ырă сас кăларса кала: чăн калатăп сана, Хам мухтава тухса килсен, Манпала пĕрле райра пулăн, тесемччĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Пĕр вăрă-хурахĕ Сана мăшкăлланă, тепĕр вăрă-хурахĕ Сана Турă тенĕ, иккĕшĕ те вĕсем Санпа пĕрле хĕрес çинче çакăнса тăнă; эй пит хĕрхенекен Турă, Эсĕ, Турă иккенне пĕлсе ĕненнĕ вăрă-хураха рай алăкне уçса панă пек, мана та Хăвăн мухтавлă Патшалăхун алăкне уçса пар.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Иисус, Сана хĕрес çине пăталанине курсан пур япала та чĕтĕресе кайнă, тусем, чулсем сехре хăпнипе çурăла-çурăла кайнă, çĕр чĕтĕресе тăнă, тамăк çаралса юлнă, Эсĕ ÿтÿпеле пăталанса тăнине курсан тăрă кун çути те тĕттĕмленсе ларнă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй пĕртен-пĕр Çăлакан! Çылăхран ÿкĕнсе тума тивĕçлĕ ырă ĕçсене манран ан шыра, манăн вăйăм пĕтсе çитрĕ; мана яланах çылăхран ÿкĕнекен чĕре пар, мĕскĕн кăмăл пар; эпĕ Сана ырă парне вырăнне çавсене парам.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мана Суд Тăвакан, мана сăнаса Тăракан! Пĕтĕм тĕнчене суд тума Эсĕ Хăвăн Ангелусемпе татах килмелле; эй Иисус, ун чухне вара ман çине ăшă куçупа пăхса хĕрхен мана, пĕтĕм этем йăхĕнчен те ытла çылăха кĕнĕскершĕн ырă кăмăллă пул.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй Мария, эсĕ, ÿтсĕр пек пурăнса, этемлĕх йĕркинчен тухса, тĕлĕнмелле пурăннă пурăнăçупа Ангел ушкăнĕсене те, этем йăхĕсене те, пурне те тĕлĕнтернĕ, - çавăнпа Эсĕ, ÿтсĕр пулнă пек, Иордан шывĕ урлă урусемпе утсах каçса кайнă.

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй таса пурăнăçлă Аннемĕр, Туррăн хĕрхенекен кăмăлне Хăвна мухтакан çыннусем енне çавăрсам, эпир хамăр çине пур енчен те килекен хаярлăхран, хуйхă-суйхăран хăтăлмалла пулар, - эпир çав инкек-синкексенчен хăтăлсан Сана мухтава кăларакан Турра пĕрмай мухтаса тăрăпăр.

Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй Крита пăхса пурăннă хисеплеме тĕрĕс тивĕçлĕ Ан­дрей! Хăвна мухтаса юрлакансемшĕн кĕлтума ан чарăн; эпир пурсăмăр та, санăн ятна чунтан хисеплекенсем, хаяр-хатартан, пĕтесрен, хисепсĕр çылăха кĕресрен хăтăлар.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Ашшĕне мухтар, Ывăлне аслăлар, Сывлăш Турра ĕненсе пуççапар; Вăл пĕртен-пĕр уйăрăлми Виç-ипостаçлĕ Турă; Вăл - Çутă та, Çутăсем те, Пурăнăç та, Пурăнăçсем те; Вăл — чĕрĕ тăвакан, пĕтĕм тĕнчене вĕçĕ-хĕррипех çутатакан Турă.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Туррăн чăн Таса Амăшĕ, Хăвăн çĕршывна сыхласа усра, Вăл Санăн хÿтлĕхÿнте Чăн тĕнпе чаплă тăрать, Санран хăват илет, Эсĕ пулăшнипе пур инкек-синкеке хăватлă çĕнтерет, тăшмансене тыткăна илет, вĕсене пăхăнтарса тăрать.

ИРМОС. Арсăр Ача çуралнине ăнласа илме çук; упăшкасăр Аманăн Ачи вилĕмсĕр пулнă; Турă çуралнипе этем йăхĕ çĕнелнĕ. Çавăнпа эпир, пур тĕрлĕ халăхсем те, Сана: Турă суйласа илнипе Ама пулнă Хĕр, тесе тĕрĕссипех аслăлатпăр (2 хут).

 

 

 


Назад к списку