Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Великий канон Андрея Критского (на понедельник 1 седмицы) на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Великий канон Андрея Критского (на понедельник 1 седмицы) на чувашском языке

АСЛĂ КАНОН

(Малтан пуçласа вĕçне çитиех 6-мĕш кĕвĕпе)

 

АСЛĂ ТИППĔН  1-МĔШ ЭРНИ

 

Тунтикун

 

1-мĕш юрă

 

ИРМОС. Мана Пулăшакан, мана Витсе Тăракан мана çăлма килчĕ; Вăл — манăн Туррăм, Ăна мухтам; Вăл — ман аттемĕн Турри, Ăна аслăлам: Вăл чаплă мухтава тухрĕ  (2хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Христос, мĕскĕн пурăнăçăмри ĕçĕмсем пирки хăшĕншĕн малтан хурланса йĕрем-ши? Халĕ хурланма тытăннине епле пуçласа ярам-ши? Ĕнтĕ Ху ырă кăмăллă тăрăх, çылăхсене каçарма пар мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм! ĕнтĕ хăвăн ÿтÿпеле пĕрле кил те пурне те Пултаракан Турра çылăхусене каласа кăтарт, малашне ĕнтĕ ĕлĕкхи пек ухмахланса пурăнасран чарăн: Турă умĕнче ÿкĕнсе йĕр.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ, чи малтан пултарнă Адам пек, çылăха кĕрсе пурăнтăм та пĕлтĕм: çылăхăмсем пирки эпĕ Турăран та, Ĕмĕрлĕх Патшалăхран та, ырăлăхран та татăлса юлтăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм, хуйхă-çке мана, мĕншĕн эсĕ малтанхи арăм пек, Ева пек, пултăн-ши? Эсĕ йывăç çине ырăшăн пăхмарăн, хăвна ху йывăр суран турăн; йывăçа сĕртĕнтĕн те, харсăрланса, унăн ултавлă çимĕçне çирĕн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Ман ăшăмра ÿтлĕ Ева вырăнне ÿтсĕр Ева пулчĕ, Вăл манăн ÿтĕмри аскăн шухăш; Вăл мана ыррăн курăнса илĕртет те, анчах, астивсе пăхсан, хăй яланах йÿçĕ хăварать.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, Адама райран тивĕçлипе хăваласа кăларнă: Вăл Санăн пĕртен-пĕр сăмахна анчах тытса тăрайман. Ĕнтĕ манăн мĕн чухлĕ асап курмалла пулĕ? Эпĕ Санăн чĕрĕлĕх паракан сăмахусене ялан ним вырăнне хумасăр пурăнтăм.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй пĕртен-пĕр Турă тесе пуççапакан ĕмĕрсемчченех пур Виç-ипостаçлĕ Турă, пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçелнĕ кăмăлпа йĕме парсам мана.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, Хăвна мухтаса юрлакансене ĕмĕт па­ракан, вĕсене пулăшакан! Пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем. Эсĕ - пире пăхса усракан Турă Амăшĕ, мана, çылăхран ÿкĕнекенскере, хапăл тусам!

 

 

2-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй пĕлĕт, тăнласа тăр, эпĕ Христос çинчен калаçа пуçлатăп, Ăна мухтаса юрлама тытăнатăп: Вăл Хĕртен ÿтленсе килнĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй пĕлĕт, тăнласа тăр! Эпĕ калаçа пуçлатăп; эй çĕр, ĕнтĕ ÿкĕнсе Турра мухтаса юрлакан сассăма итлесе тăр!

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан Туррăм, ман çине ăшă куçупа пăхсам, эпĕ çылăхăмсене чунтан-вартан каласа панине хапăл илсем.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ çылăха кĕтĕм, Сан умăнта пĕр эпĕ анчах пур çынсенчен ытла çылăха кĕтĕм! Эй Çăлакан, Эсĕ - Турă, ĕнтĕ Ху пултарнăскере хĕрхенсем!

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Хамăн аскăнлăх ирсĕрĕпе киревсĕрленсе, тутла юратни хыççăн кайса, эпĕ хамăн ырă ăсăма пăсрăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй ырă Турă, мана усал çил-тăвăл çавăрса илчĕ, Петра ярса тытнă пек, ман еннелле аллуна тăс.

Эй Турă, хĕрхенсем мама, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ хам ÿтĕм тумтирне ирсĕре кăлартăм, Сан тĕслине, Сан евĕрлĕхĕме вараларăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Аскăнлăхпа киленсе пурăнса, эпĕ чунăм илемне ятăм, ăсăма пĕтĕмпех тăпра пек турăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Турă тĕртсе панă малтанхи тумтирĕме эпĕ чĕрсе пĕтертĕм, ĕнтĕ çавăнпа халĕ çарăмасах выртатăп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Халĕ эпĕ çĕтĕк-çатăк тумтир тăхăнса ятăм, ăна ман валли çĕленĕн чеелĕхĕпе тĕртсе хатĕрленĕ, çавăнпа та ĕнтĕ вăтанатăп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй хĕрхенекен кăмăллă Турă, аскăн арăм пек, эпĕ те куççулĕ тăкатăп; эй Çăлакан, ĕнтĕ Хăвăн ырă кăмăлупа хĕрхенсем мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ илемлĕ йывăç çине пăхрăм та ăсăм пирки улталантăм; ĕнтĕ халĕ çарамас хальлĕнех вăтанса выртатăп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Аскăнлăх пуçлăхĕсем пурте ман çурăм çинче сухаларĕç, хăйсен йĕркесĕрлĕхĕсене ман тăрăх тăса-тăса тухрĕç.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Пуринĕн те Туррине, Сана -Виç-ипостаçлĕ пĕртен-пĕр Турра: Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне мухтаса юрлатăп.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турра çуратнă Таса Хĕр, пĕр Сана анчах пурте мух­таса юрлаççĕ, ĕнтĕ пире çăлма чунтан тархасла.

 

 

3-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй Турă, манăн тапраннă чĕреме Хăвăн сăмахусенĕн тĕрекĕпе тĕреклĕлентер: пĕр Эсĕ анчах Святой Турă (2хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Авал Турă патĕнчен вут аннипе Турă Содом çĕрне çунтарса янă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, сăваплă Лот пек, ту çине тарса çăлăн, васкасах Сигора кайса хăтăл.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, хыпса каясран тар, Содомри вутран тар, Туррăн вучĕ çунтарса ярасран тар.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан Христос, эпĕ çылăха кĕтĕм, Сан умăнта пĕр эпĕ анчах пуринчен ытла çылăха кĕтĕм: ан йĕрĕнсем манран.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эсĕ - ырă Кĕтуçĕ, мана, путек пек пулнăскере, шыраса тупсам; манран, аташса кайнăскертен, ан йĕрĕнсем.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Иисус, Эсĕ - ырă, Эсĕ - мана Пултаракан; эй Çăлакан, Санпала эпĕ тÿрре тухăп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, Сана ĕнтĕ калатăп: эпĕ çылăха кĕтĕм, Сан умăнта çылăха кĕтĕм! Ху ырă кăмăллă тăрăх, çăмăллăх пар­са, каçар мана.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй Виç-ипостаçлĕ пĕр Турă! пире ултавран, асапран, синкертен хăтарса тăр.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турра вырнаçтарнă вар, савăн! Эй Туррăн аслă вырăнĕ, Унăн престолĕ, савăн! Эй Чĕрĕлĕхĕмĕрĕн Амăшĕ, савăн!

 

4-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй Турă, пророк Эсĕ килесси çинчен илтнĕ те Эсĕ Хĕртен çуралса çынсене курăнасшăн пулнинчен хăранă; Вăл каланă: Сан çинчен хыпар илтрĕм те хăрарăм, тенĕ; эй Турă, Санăн хăвату мухтавлă пултăр (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй тĕрĕс суд тăвакан Турă, Ху тунисенчен ан йĕрĕн, Ху пултарнине ан пăрах; эй этеме Савакан, эпĕ этем пулнă пирки пĕр-пĕчченех пур çынтан ытла çылăха кĕрсе пĕтрĕм, анчах Эсĕ, Турă пулнă тăрăх, çылăхсене каçарма пултаратăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм! пĕтес вăхăт килет, пĕтес вăхăт килет, эсĕ çапах та пикенсе хатĕрленместĕн; вăхăт кĕскелсе çитет, - тăр ĕнтĕ! Тÿре инçе мар, алăк патĕнчех: пурăнан кун-çулсем тĕлĕкри пек, чечек тăкăннă пек ирте-ирте каяççĕ; ĕнтĕ эпир мĕншĕн вырăнсăр ĕç-хĕлпе чăрманатпăр-ши?

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, вăрансам ĕнтĕ! Ху тунă ĕçÿсем çинчен шутласа пăх, вĕсене Хăвăн куçу умĕнче тытса тăр; шăпăр-шăпăр куççульне юхтар; Христоса хăвăн ĕçÿсем çинчен, хăвăн шухăшусем çинчен пĕр хăрамасăр каласа кăтарт та яваплă пул.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ пурăнăçра ăспа-шухăшпа, сăмахпа ту­ман çылăх, туман ĕç пĕрре те çук; эпĕ никам пек те мар, кăмăлпа, шухăшпа, ĕçпе пуринчен те ытла çылăха кĕрсе пĕтнĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Çавăнпа та эпĕ, мĕскĕнскер, хамăн чун сисĕмĕ тăрăхах айăпа юлатăп, суда кĕретĕп: чун сисĕмĕнчен хытăрах айăплаканни судра нимĕн те çук. Эй Турă, эй мана Хăтаракан, мана Çăлакан! ĕнтĕ мана, Ху чуруна, хĕрхенсем, хута кĕрсе çăлсам.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, авал патриархсем хушшинчи аслă патриарх курнă пусма ĕçсемпеле çÿле епле çĕкленмеллине, ăспала епле асла тухмаллине кăтартса тăрать; çавăнпа ĕнтĕ эсĕ ĕçлесе, ăслă пулса, витĕр курса пурăнас тетĕн пулсан, çĕнелсе пыр.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Патриарх кĕтÿсем кĕтсе, вĕсене пăхса, икĕ арăм илесшĕн ирĕксĕрех ĕçле-ĕçле, кăнтăрлахи шăрăха та, çĕрлехи сивве те чăтса пурăннă, çапла вăхăта кĕскетсе пурăннă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, икĕ арăм çинчен калани урлă, пĕлсем, ĕçлесе ăса кĕрсе пынине сисме пулать. Лиян ачи нумай пулни Вăл пит нумай ĕçленине пĕлтерет. Рахиль вара ĕçлесе ăса кĕнине пĕлтерет: ăна чылай ĕçлесе качча илнĕ. Пĕтĕм кăмăлтан тăрăшмасан, чунпа ĕç-пуç та, сисĕм-туйăм та ла-йăхланса пыраймасть.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй Виç-ипостаçлĕ пĕр Святой Турă! Эсĕ, Турăлăхупа уйăрăлмасăр тăрса, ипостаçÿсемпе хутăшмасăр тăратăн; пĕрле патшара ларакан, пĕрле престол çинче ларакан Турă, Санран эпĕ Турра пĕлекен пулатăп; Сана Çÿлте виçшер хут асăнса юрлакан чаплă юрра мухтаса юрлатăп.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турра çуратнă Хĕр, Эсĕ Ача çуратсан та хĕр хальлĕн юлнă, малтан та, кайран та Эсĕ этемлĕхÿпе Таса Хĕр халь­лĕн тăратăн; Санран çурални Вăл тĕнче йĕркисене çĕнетет, çавăнпа Таса Хĕр варĕ те Ача çуратмалла пулнă. Турă тăвас тесен, тĕнче йĕрки те улăшăнать: Вăл тăвас тенинех туса иырать.

 

5-мĕш юрă

 

ИРМОС: Эй этеме савакан Турă! Сана тархаслатăп: çĕрлеренпе тăрса кĕлтăвакан çыннуна çутăлтар; эй Çăлакан, Ху хушнисене тума кăтартса пыр, Хăвăн ирĕкне тума вĕрент мана (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мани, хĕрхенсем.

Эпĕ хам пурăнăçăма пĕрмаях çĕрлехи тĕттĕмре пурăнса ирттертĕм; çылăхăн çĕрĕ маншăн пăч тĕттĕмччĕ, хура тĕтреччĕ; эй Çăлакан, ĕнтĕ çутă кунăн ачи ту мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ, мĕскĕнскер, Рувим пек пулса, Çÿлти Турă умĕнче йĕркесĕр усал ĕç Турăм: вăл ашшĕ вырăнне ирсĕре кăларнă пек, эпĕ хам вырăна ирсĕр Турăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Христос, эй Патша! Сана каласа паратăп: эпĕ çылăха кĕтĕм, авал тăванĕсем Иосифа, ырăлăхпа тасалăхран пулнăскере, сутса янă пек, çылăха кĕтĕм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Таса чуна тăванĕсемех çыхса пăрахнă, ытарма çукскере чура пулма сутса янă; ку ĕç Христос Турă çинчен пĕлтернĕ; эй чунăм, эсĕ те хăвна ху çав усал ĕçÿсем пирки сутса ятăн!

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн, юрăхсăр чунăм! Эсĕ сăваплă таса Иосиф пек ăслă пул: пĕрмай йĕркесĕр хăтланса, ăссăрланса, асса хăвна ху ан ирсĕрлет.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Патша Турă! авал Иосиф шăтăкра пулнă, Вăл Эсĕ çĕре кĕрсе чĕрĕлсе тăрассине пĕлтернĕ: эпĕ хăçан та пулсан çавăн пеккине тума пултарăп-ши вара?

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй Виç-ипостаçлĕ Турă! эпир Сана, пĕртен-пĕр Турра, мухтатпăр: эй Атте Турă, Ывăл Турă, Сывлăш Турă, Эсĕ Святой, Святой, Святой! Эсĕ- Ху тĕллĕн тăраканскер, эпир яланах пуççапакан пĕр Турă.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй сиен курман, арçынна пĕлмен Ама пулнă Таса Хĕр! ĕмĕрсене пултаракан Турă Сан ăшунта ман этемлĕхе Хăй çине илнĕ, ман этемлĕхе Хăйпе пĕрле пĕрлештернĕ.

 

 

6-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эпĕ пĕтĕм чунтан-вартан ырă кăмăллă Турра тархасларăм та, Вăл мана, çĕр тĕпĕнчи тамăкра тăраканскере, илтрĕ, чунăма пĕтес çĕртен кăларчĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, хам куçăмран юхакан куççульсене Сан умна чăн кăмăлтан кÿретĕп, ăшран хуйхăрса пĕтĕм чĕререн калатăп: эй Турă, эпĕ Сан умăнта çылăха кĕтĕм, хĕрхен мана!

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, Дафанпа Авирон пек, эсĕ Турăран писрĕн, ĕнтĕ хăвна çĕр уçăлса çăтса ан ятăр тесе, тамăк тĕпĕнчен йăлăнса: хĕрхенсем! тесе йăлăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, вăйпитти тына пек шухăланса кайса, эсĕ Ефрем пек пултăн: ĕнтĕ ĕçленипе, витĕр курса тăнипе хăвăн ăсна çунатлантарса, хир качаки танатаран сыхланнă пек, пурăнăçна сыхласа тăр.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, Моисейĕн алли ĕнентертĕр пире, усала тухнă пурăнăçа Турă тасатса шуратма пултарать, ĕнтĕ эсĕ, суранланса пĕтнĕ пулин те, хăвăн шанчăкна пĕтĕмпех ан çухат.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Ашшĕ, Ывăлĕ, Святой Сывлăшĕ калаççĕ: Эпĕ ипостаçсемпе уйрăм тăракан, уйăрăлми, пĕр хальлĕн тăракан Виç-ипостаçлĕ пĕртен-пĕр Турă, теççĕ.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, пирĕн тĕслĕ пулнă Турă Сан ăшунтан пирĕншĕн çуралнă. Çавна, пурне те пултаракан Турра, тархасла: Эсĕ кĕлтунипе пирĕн айăпсăра тухасчĕ.

Эй Турă, çырлах (3 хут).

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

 

Кондак. 6-мĕш кĕвĕпе

 

Эй чунăм, чунăм, тăр, мĕншĕн çывăратăн? Пурăнăç пĕтсе килет, эсĕ хăрамалла пулăн. Ĕнтĕ сыхă тăр: Христос Турă сана хĕрхентĕр, Вăл пур çĕрте те пур, пурне те пултарать.

 

 

7-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй аттемĕрсенĕн Турри, эпир Сан умăнта çылăха кĕтĕмĕр, йĕркесĕр пурăнтăмăр, тĕрĕс мара турăмăр, Эсĕ хушнине туса, тытса тăмарăмăр: ĕнтĕ пĕтĕмпех ан пăрахсам пире (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ çылăха кĕтĕм, йĕркесĕр пурăнтăм, Эсĕ хушнине тумарăм: эпĕ малтанах çылăхпа çуралнă, хам суранăмсем çумне татах сурансем хушрăм. Эй аттемĕрсенĕн ырă кăмăллă Турри, Хăвах хĕрхенсем мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ Сана, хам Тÿреме, ăшăмри вăрттăн шухăшăмсене те кăларса каласа патăм; ман йăвашлăхăм çине пăхсам, эпĕ хуйхăрнине курсам, хама хам суд тунине тăнласам ĕнтĕ. Эй аттемĕрсенĕн ырă кăмăллă Турри, Хăвах хĕрхенсем мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Авал Саул хăй ашшĕн ашакĕсене çухатнă та, вĕсем çинчен хыпар илнĕ чух, кĕтмен çĕртенех патшалăх та илнĕ; эй чунăм, асту ĕнтĕ: выльăх шухăшлă пулса кайса, Хрис­тос Патшалăхĕ çинчен ан ман.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Турă ашшĕ Давид ĕлĕк пысăк çылăха кĕнĕ: вăл аскăнлăхпа ухă тăрăннă пек суранланнă, çынна вĕлерттернĕшĕн хаярлăхăн сăнни ăна çĕмĕрнĕ; эй чунăм, анчах эсĕ тата йывăртарах ĕçпе, ху кăмăлна килекен шухăшусемпе асапланса хĕн куратăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Давид ĕлĕк, çынна вĕлернипе аскăн ĕç туса, йĕркесĕр ĕç çумне йĕркесĕр ĕç хушнă, анчах Вăл часах пит хытă ÿкĕннĕ. Эй киревсĕр чунăм, ху пит пысăк çылăхсем тунă пулин те, эсĕ Турă умĕнче ÿкĕнмерĕн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Давид ĕлĕк, картина ÿкерсе кăтартнă пек, пĕр юрă çырнă; çав юрăра вăл, хăй çылăха кĕрсе тунă ĕçне питлесе, çапла калана: хĕрхенсем мана, эпĕ Сан умăнта, пуринĕн те пĕртен-пĕр Турри умĕнче, çылăха кĕтĕм, Хăвах тасатсам мана, тенĕ.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Виç-ипостаçлĕ Турра Хăй тĕллĕн тăракан, уйăрăлми, пĕр хальлĕн, пĕр хевтеллĕ Виç-ипостаçлĕ Турă тесе мухтаса юрлаççĕ; çутăсем пек, çутă пек, виçĕ Святойлă пĕр Святой. Эй чунăм, эсĕ те ĕнтĕ Пурăнăç Паракана, Пурăнăç Паракансене, пуринĕн те Туррине аслăласа мухта.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, эпир Сана мухтаса юрлатпăр, аслăлатпăр, пуççапатпăр: Эсĕ Виç-ипостаçлĕ Турăран Пĕрне, Христос Турра, çуратнă; вара пире, çĕр çинче пурăнакансене, Пĕлĕт çинчине уçса панă.

 

 

8-мĕш юрă

 

ИРМОС. Пур чун та, пур япала та, Турра ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса юрлăр, аслăласа тăрăр, Ăна Çÿлти çарсем мухтаса тăраççĕ. Ун умĕнче Херувимсемпе Серафимсем те чĕтĕресе тăраççĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, хĕрхенсем мана, çылăхлă çынна, ман ăсăма ÿкĕнме вĕрентсем; мана, ÿкĕнекенскере, хапăл тусам; мана, Хăвна йăлăнаканскере, хĕрхенсем; Сан умăнта çылăха кĕтĕм, çăл мана; йĕркерен тухса пурăнтăм, каçар мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Илия, ырă ĕçсем туса, урапа çине ларнă пек Çÿле çĕкленнĕ; ĕлĕк урапапа çĕр çинчисенчен пуринчен те Çÿле çĕкленсе кайнă. Эй чунăм, Вăл Çÿле çĕкленсе кайни çинчен шухăшла ĕнтĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Авал Елисей Илиян ырăлăхĕпе пĕрле Турăран пысăк тивлет илнĕ. Эй чунăм, чăтăмлăху çук пирки эсĕ çав тивлете илеймерĕн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Елисей ĕлĕк Илиян ырăлăхĕ пулăшнипе Иорданăн юхăм шывне икĕ еннелле уйăрса тăратнă. Эй чунăм, чăтăмлăху çук пирки эсĕ çав тивлете илеймерĕн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Сонам арăмĕ пĕрре сăваплă çынна вашават пăхса хăна тунă. Эй чунăм, эсĕ хăвăн кил-çуртна ютри çынна та, çул çÿрене те кĕртмерĕн; çавăншăн ĕнтĕ сана хăвна та ырăлăх çуртĕнчен макăртса кăларса пăрахĕç.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм, эсĕ яланах Гиезийĕн ырă мар ăсĕпе çÿрерĕн; ун пек укçа шухăшне ват кунлăхра та пулин пăрах ĕнтĕ, усал ĕçÿсене пăрахса тамăк вутĕнчен хăтăл.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй ĕмĕртен малтанхи Атте Турă, ĕмĕртен малтанхи Ывăл Турă, чуна лайăх лăплантаракан тÿрĕ Сывлăш; эй Сăмах Туррăн Ашшĕ, эй Атте Туррăн ĕмĕртен мал­танхи Сăмахĕ, эй пурне те пултаракан, чĕрĕ тăвакан Сывлăш, эй пĕртен-пĕр Виç-ипостаçлĕ Турă, каçар мана.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй чăн Таса Хĕр, тĕлĕнмелле хĕрлĕ тумтир - Эмману­илăн ÿчĕ, çара хĕрлĕрен тĕртсе тунă тумтир пек, Сан ăшунта пулса тăнă; çавăнпа Сана тĕрĕссипех Турă Амăшĕ тесе хисеплетпĕр.

 

 

9-мĕш юрă

 

ИРМОС. Арсăр Ача çуралнине ăнласа илме çук; упăшкасăр Аманăн Ачи вилĕмсĕр пулнă; Турă çуралнипе этем йăхĕ çĕнелнĕ. Çавăнпа эпир, пур тĕрлĕ халăхсем те, Сана: Турă суйласа илнипе Ама пулнă Хĕр, тесе тĕрĕссипех аслăлатпăр (2хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Ăсăм сиенлĕ, ÿтĕм халсăр, чунăм хуйхăллă, сăмах хăватсăра тухрĕ, пурăнăçăм пĕтрĕ; вилĕм алăк умĕнчех. Эй мĕскĕн чунăм, Тÿре санăн ĕçÿсене тĕпчеме килсен, мĕн тăвăн ĕнтĕ эсĕ?

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, тĕнчене пултарни çинчен Моисей каласа па­нине эпĕ сана каласа патăм, унтан тата Çырура таса çынсемпе ырă мар çынсем каланисене те пурне те каласа кăтартрăм: анчах эсĕ, чунăм, ыррисем пек пулмарăн, усаллисем пек пултăн, Турра итлемесĕр çылăха кĕтĕн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Закон саншăн хăватсăра тухрĕ, Евангели те ним тăваймасть, пĕтĕм Çырăва эсĕ ним вырăнне хумарăн; пророксемпе, сăваплă çынсем калани те пурте ахалех пулчĕ. Эй чунăм, сана сыватакан çук: санăн суранусем ĕнтĕ нумайланса кайрĕç.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эпĕ сана ÿкĕнтересшĕн Çĕнĕ Сăмахра кала­нисене каласа кăтартăп: ĕнтĕ эсĕ сăваплă çынсем пек пулма пикен, çылăхлă çынсенчен пăрăн: кĕлтуса, типĕ тытса, таса, айăпсăр пулса Христос кăмăлне çавăр.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Христос Этем пулнă; Вăл вăрă-хурахсене, çылăхлă арăмсене çылăхсенчен ÿкĕнме чĕннĕ. Эй чунăм, ÿкĕн ĕнтĕ, Патшалăха кĕмелли алăк уçă тăрать; унта фарисейсем, мытарьсем, аскăн ĕç тăвакансем, çылăхĕсенчен ÿкĕнсе, пĕрин хыççăн тепри кĕреççĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Христос ÿтленсе, манпа пĕр пулса, Этем пулнă, Хăй ирĕкĕпе Вăл этем тăвакан ĕçе, çылăхран пуçне, пурне те тунă; çапла, чунăм, Вăл сана епле майпа, епле хĕрхенекен кăмăллă пулмаллине кăтартнă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Христос çăлтăрçăсене çăлнă, кĕтÿçĕсене Хăй патне чĕнсе илнĕ, темĕн чухлĕ ачасене асап курса мухтава тухмалла тунă, сăваплă мучипе ватăлса кайнă тăлăх арăма мухтава кăларнă; эй чунăм, эсĕ вĕсем тунă пек, вĕсем пурăннă пек тăвасшăн пулмарăн; ĕнтĕ хăвна суд тунă чух хуйхă пулĕ сана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Христос Турă Хăйĕн этемлĕхĕпе пушă хирте хĕрĕх кун ĕçмесĕр-çимесĕр пурăнсан кайран, Хăйĕн этемлĕхне палăртса, Вăл выçнăран çиесшĕн пулнă. Эй чунăм, ху çине тăшман тăрсан, ан хуйхăр, ăна хăвăн уру патĕнчен типĕ тытса кĕлтунипе сирсе тăр.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Ашшĕне мухтар, Ывăлне аслăлар, Сывлăш Турра тĕрĕс ĕненсе пуççапар: Вăл пĕртен-пĕр уйăрăлми Виç-ипостаçлĕ Турă; Вăл Çутă та, Çутăсем те; Пурăнăç та, Пурăнăçсем те; Вăл чĕрĕ тăвакан, пĕтĕм тĕнчене вĕçĕ-хĕррипех çутатакан Турă.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Туррăн чăн Таса Амăшĕ, Хăвăн çĕршывна сыхласа усра, Вăл Санăн хÿтлĕхÿнте Чăн тĕнпе чаплă тăрать, Санран хăват илет, Эсĕ пулăшнипе пур инкек-синкеке хăватлă çĕнтерет, тăшмансене тыткăна илет, вĕсене пăхăнтарса тăрать.

Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй Крита пăхса пурăннă, хисеплеме тĕрĕс тивĕçлĕ Ан­дрей! Хăвна мухтаса юрлакансемшĕн кĕлтума ан чарăн, эпир пурсăмăр та, санăн ятна чунтан хисеплекенсем, хаяр-хатартан, пĕтесрен, хисепсĕр çылăха кĕресрен хăтăлар.

ИРМОС. Арсăр Ача çуралнине ăнласа илме çук; упăшкасăр Аманăн Ачи вилĕмсĕр пулнă; Турă çуралнипе этем йăхĕ çĕнелнĕ. Çавăнпа эпир, пур тĕрлĕ халăхсем те, Сана: Турă суйласа илнипе Ама пулнă Хĕр, тесе тĕрĕссипех аслăлатпăр (2 хут).

 


Назад к списку