Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Великий канон Андрея Критского (на вторник 1 седмицы) на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Великий канон Андрея Критского (на вторник 1 седмицы) на чувашском языке

АСЛĂ ТИППĔН  1-МĔШ ЭРНИ

 

Ытларикун

 

1-мĕш юрă

 

ИРМОС. Мана Пулăшакан, мана Витсе Тăракан мана çăлма килчĕ: Вăл - манăн Туррăм, Ăна мухтам; Вăл - ман аттемĕн Турри, Ăна аслăлам; Вăл чаплă мухтава тухрĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Каин хăй шăллĕне вĕлерсе çылăха кĕнинчен те ытла эпĕ çылăха кĕтĕм: эпĕ хам ÿтĕме хаваслантарса, усал тунă чух чунпа вăрçса ирĕккĕнех чунăма вĕлерекен çын пултăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Иисус, Авель пек эпĕ сăваплă пулаймарăм; эпĕ Сана юрăхлă парне те кÿреймерĕм, ырă ĕç те тăваймарăм, таса парне те параймарăм, айăпсăр пурăнăçпа та пурăнаймарăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм, эпир пурне те пултаракан Турра, Каин пек, усал парне патăмăр, вăл парне - йĕркесĕр ĕçсемпе юрăхсăр пурăнăç; çавăнпа та ĕнтĕ айăплă пултăмăр.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй пурне те Тăвакан! Эсĕ çĕр тăприне, чунлă туса, мана ÿтлĕ, шăмăллă турăн, сывлакан чунлă турăн; эй мана Пултаракан, мана Çăлакан, мана Суд Тăвакан! мана, çылăхран ÿкĕнекенскере, хапăл ту.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ хам тунă çылăхсене - чунăмпала ÿтĕмĕн суранĕсене Сана уçса кăтартатăп, мана çавсене ăшăмри вĕлерекен шухăшăмсем турĕç.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ çылăха кĕтĕм пулсан та, Эсĕ этеме юратнине пĕлетĕп: Эсĕ асаплантарасса хĕрхенсе асаплантаратăн, ăшă кăмăлупа каçаратăн, макăракана куратăн, аскăн çын патне ашшĕ пек пыратăн.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй пĕртен-пĕр Турă тесе пуççапакан ĕмĕрсемчченех пур Виç-ипостаçлĕ Турă, пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçелнĕ кăмăлпа йĕме парсам мана.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, Хăвна мухтаса юрлакансене ĕмĕт паракан, вĕсене пулăшакан! Пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем. Эсĕ - пире пăхса усракан Турă Амăшĕ, мана, çылăхран ÿкĕнекенскере, хапăл тусам!

 

2-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй пĕлĕт, тăнласа тăр, эпĕ Христос çинчен калаçа пуçлатăп, Ăна мухтаса юрлама тытăнатăп: Вăл Хĕртен ÿтленсе килнĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Çылăх ман çинчен Турă тĕртсе панă малтанхи тумтире хывса илчĕ те мана тир тумтир çĕлесе пачĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ, смоква йывăçĕн çулçисемпе витĕннĕ пек, намăс тумтирĕсене тăхăнса ятăм, вăл манăн иртĕнсе кайнă усал шухăшсене палăртса тăрать.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ асса, аскăнланса пурăннă пурăнăçран тухса тăра­кан ирсĕрлĕхпе тĕп-тĕрлĕ юнланса пĕтнĕ тумтире тăхăнса ятăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ усал шухăшсем аптратнипе ÿт çĕрме тытăннă асапа куратăп, çавăнпа та ĕнтĕ мана халĕ тăшман пусмăрласа тăрать.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ çĕр çинчи япаласене, пурлăхсене пухма юратнă пурăнăçа мĕскĕн пурăнăçран мала хунă пирки халĕ ĕнтĕ пит йывăр çĕклем айне пултăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эпĕ ÿтĕм кĕлеткине усал шухăшсенĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ тум-тирĕсене тăхăнтарса хитрелентертĕм те - ĕнтĕ çавăнпа айăпа юлатăп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Ăшăмри Турă тунă илемлĕ скиния çине пăхмасăр, эпĕ тултан курăнакан илемшĕн çеç пикенсех тăрăшрăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ малтанах пултарнă Сан илемне аскăнлăхпа хупларăм; ĕнтĕ, ĕлĕк драхмăна шыраса тупнă пек, Эсĕ Ху шыраса туп ăна.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Çылăха кĕтĕм! Аскăн арăм пек, Сана чĕнсе калатăп: эй Çăлакан, Сан умăнта пĕр эпĕ анчах çылăха кĕтĕм, ман куççулĕме, миро çуне хапăл туса илнĕ пек, хапăл ил.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, мытарь пек, Сана йăлăнатăп: хĕрхенсем мана, Адам ачисенчен никам кĕмен çылăха эпĕ Сан умăнта кĕтĕм.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Пуринĕн те Туррине, Сана, - Виç-ипостаçлĕ пĕртен-пĕр Турра: Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне мухтаса юрлатăп.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турра çуратнă Таса Хĕр, пĕр Сана анчах пурте мух­таса юрлаççĕ, ĕнтĕ пире çăлма чунтан тархасла.

 

 

3-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй Турă, манăн тапраннă чĕреме Хăвăн сăмахусенĕн тĕрекĕпе тĕреклĕлентер, пĕр Эсĕ анчах Святой Турă (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Чĕрĕлĕх çăлкуçĕ вăл Санра, вилĕме Пĕтерекенре; ĕнтĕ вилĕм çитиччен пĕтĕм чĕререн калатăп: çылăха кĕтĕм эпĕ, хĕрхенсем, каçарсам мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Турă, çылăха кĕтĕм эпĕ, Сан умăнта çылăха кĕтĕм, ĕнтĕ хĕрхенсем мана: çынсем хушшинче эпĕ, çылăха кĕрсе, çылăхăмсемпе пуринчен те ирттертĕм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ Ной вăхăтĕнчи чарусăр çынсем пек пултăм, вĕсем пек, шыв айне пулмаллах айăпа тухрăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ ашшĕне пĕтерекен Хам пек пултăн: çывăх çынну намăсланнă чух, хыçалалла пăхса пырса, ăна витмерĕн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, çылăх хыптарса çунтариччен тар. Лот пек, Содомпа Гоморрăран тар, ăссăрланса каякан кăмăлăн вутĕнчен пăрăнса çÿре.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Турă, пурне те ĕçне кура тавăрса памашкăн, Хăвăн Ангелусемпе пĕрле килсессĕн, хĕрхенсем мана, Сана тархаслатăп, хĕрхенсем мана!

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй никам пултарман ĕмĕртен малтанхи Виç-ипостаçлĕ Турă тесе хисеплекен Виçпĕрлĕ Турă, Хăвăн хăватна асăнса пуççапакансене çăл.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, Эсĕ, арçынна пĕлмесĕр, ĕмĕртен малтанах Ашшĕнчен çуралнă Ывăла вăхăтĕнче çуратнă, кăкăрна ĕмĕртсен те хĕр хальлĕн юлнă: çав тери тĕлĕнмелле ĕç!

 

 

4-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй Турă, пророк Эсĕ килесси çинчен илтнĕ те Эсĕ Хĕртен çуралса çынсене курăнасшăн пулнинчен хăранă; вăл каланă: Сан çинчен хыпар илтрĕм те хăрарăм, тенĕ; эй Турă, Санăн хăвату мухтавлă пултăр (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, сыхă тăр, чаплă патриарх пек, ырă пулма тăрăш, вара ăспала ĕçлемелле пул; Турра курса тăракан ăсна нумайлантар, çывхарма çук сĕм-тĕттĕм ăшне шухăшупа кĕрсе кур, çапла чаплă хуçа пек пул.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, патриархсем хушшинчи аслă патриарх, вуникĕ патриарх тунă та, ачисене ăспала пусма картлашкисем пек йĕркерен лартса тухнă, тата хăй вĕсем тăрăх хăпарнă пек яра-яра пуснă; çапла вăл, ĕçчен пулса, Çÿле улăхмалли курăнми пусмана сан валли тĕреклĕлетсе хунă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, юратман Исав пек пулса, хăвăн малтанхи илемлĕ ырăлăхна эсĕ хăвна улталаканах патăн, аçу пехилне çухатрăн; ик енчен те телейсĕрскер, эсĕ ĕçÿпе те, ăсупа та улталанса парăнтăн, çавăнпа ĕнтĕ халĕ ÿкĕн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Исава, хĕрарăма ытла та ытарайманшăн, Едом тенĕ; вăл чарусăрланса яланах вут пек хĕмленнĕшĕн, аскăнлăха юратнипе хăйне хăй ирсĕрленнĕшĕн ăна Едом ятлă хунă; Едом тени «çылăх тăвасшăн çунса тăракан чун» тени пулать.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, кĕл купи çинче ларнă Иов çинчен илтсен те эсĕ ун пек çирĕп пулма тăрăшаймарăн, ху мĕн пĕлнинче, ху мĕн курнинче, ху мĕн курса чухланинче те тĕреклĕ, çирĕп пулаймарăн: чăтăмсăра тухрăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Ĕлĕк чаплă вырăн çинче ларнăскер, халĕ юхан-суранлă пулса, кĕл купи çинче çап-çарамассăн ларать; нумай ача-пăчаллăскер, чаплăскер сасартăк ача-пăчасăр, кил-çуртсăр тăрса юлнă; вăл кĕл купине паха çурт вырăнне хунă, ылтăн вырăнне кĕсен-çăпан пулнă.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй Виç-ипостаçлĕ пĕр Святой Турă! Эсĕ, Турăлăхупа уйăрăлмасăр тăрса, ипостаçÿсемпе хутăшмасăр тăратăн; пĕрле патшара ларакан, пĕрле престол çинче ларакан Турă, Санран эпĕ Турра пĕлекен пулатăп; Сана Çÿлте виçшер хут асăнса юрлакан чаплă юрра мухтаса юрлатăп.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турра çуратнă Хĕр, Эсĕ Ача çуратсан та хĕр хальлĕн юлнă, малтан та, кайран та Эсĕ этемлĕхÿпе Таса Хĕр хальлĕн тăратăн; Санран çурални Вăл тĕнче йĕркисене çĕнетет, çавăнпа Таса Хĕр варĕ те Ача çуратмалла пулнă. Турă тăвас тесен, тĕнче йĕрки те улшăнать: Вăл тăвас тенинех туса пырать.

 

 

5-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй этеме савакан Турă! Сана тархаслатăп: çĕрлеренпе тăрса кĕлтăвакан çыннуна çутăлтар; эй Çăлакан, Ху хушнисене тума кăтартса пыр, Хăвăн ирĕкне тума вĕрент мана (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, авал Моисей сăпка пекскерĕн ăшĕнче шыв хумĕсем çинче юхса çÿрени пирки тата Фараон шухăшласа хунă усал вилĕмрен хăтăлни çинчен эсĕ илтнĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм, ĕлĕк тасалăхпа пулнă ывăл ачасене вĕлерекен эпи карчăксем çинчен эсĕ илтнĕ; ĕнтĕ халĕ эсĕ, чаплă Моисей сĕт ĕмнĕ пек, ăслăлăхпа тăранса пурăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм, чаплă Моисей Египет çыннине çапнă пек, эсĕ те ăсна çапрăн та ăна вĕлереймерĕн, кала ĕнтĕ: аскăн шухăшсенĕн пушă хирне эсĕ ÿкĕнсе епле вырăнаçăн?

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Аслă Моисей пушă хире вырăнаçнă; эсĕ те, чунăм, кай та вăл пурăннă пек пурăнма тăрăш, вара хăва тĕмĕнче курăннă Турра курмалла пул.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, Моисейĕн тинĕсе çапса, шыва хытарса хунă туйи вырăнне эсĕ мухтавлă хĕрес паллине ту, унпала эсĕ те пысăк ĕçсем тума пултаратăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Аарон Турă умне пăтранман таса вут хурса тăнă; эй чунăм, Офнипе Финеес Турă умĕнче, сан пек, Турра юрăхсăр таса мар пурăнăçпа пурăннă.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй Виç-ипостаçлĕ Турă! Эпир Сана, пĕртен-пĕр Турра,мухтатпăр: эй Атте Турă, Ывăл Турă, Сывлăш Турă, Эсĕ Святой, Святой, Святой! Эсĕ - Ху тĕллĕн тăраканскер, эпир яланах пуççапакан пĕр Турă.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй сиен курман, арçынна пĕлмен Ама пулнă Таса Хĕр! Ĕмĕрсене пултаракан Турă Сан ăшунта ман этемлĕхе Хăй çине илнĕ, ман этемлĕхе Хăйпе пĕрле пĕрлештернĕ.

 

 

6-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эпĕ пĕтĕм чунтан-вартан, ырă кăмăллă Турра тархасларăм та, Вăл мана, çĕр тĕпĕнчи тамăкра тăраканскере илтрĕ, чунăма пĕтес çĕртен кăларчĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, Хĕрлĕ тинĕсри хумсем хупласа Египет çыннисене те, утлă çарĕсене те шыв айне тунă пек, çылăхсенĕн хумĕсем те мана сасартăк хупласа хучĕç.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, авалхи Израиль халăхĕ пек, эсĕ суйласа илни те ăслă мар; ăссăрланса, тутла юратса, аскăнлăхпа тăранса пурăннине эсĕ Турă панă маннăран мала хутăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ Хананейсем пек шухăшланă шухăшсенĕн çăлкуçĕсене шыв тымарлă чултан та мала хутăн; унти ăслăлăх Турă сăмахĕсене, чашăкри шыв пек, кăларса тăратъ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ хуранри сысна ашне, Египетри апата, пушă хирти ăссăр халăх пек, Çÿлти апатран мала хутăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, Санăн чуру Моисей, туйипеле чула çапнă чух, Санăн чĕрĕ тăвакан аяк пĕрчи çинчен малтанах пĕлтернĕ, унтан эпир чĕрĕлĕх шывне ĕçетпĕр.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, пехиллесе панă çĕре, эсĕ те, Иисус Навин пек, вăл еплине курса пĕл, закон хушни пек туса, унта кĕрсе вырăнаç.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Ашшĕ, Ывăлĕ, Святой Сывлăшĕ калаççĕ: Эпĕ ипостаçсемпе уйрăм тăракан, уйăрăлми, пĕр хальлĕн тăракан Виç-ипостаçлĕ пĕртен-пĕр Турă, теççĕ.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, пирĕн тĕслĕ пулнă Турă Сан ăшунтан пирĕншĕн çуралнă. Çавна, пурне те пултаракан Турра, тархасла: Эсĕ кĕлтунипе пирĕн айăпсăра тухасчĕ.

Эй Турă, çырлах (3 хут).

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

Кондак. 6-мĕш кĕвĕпе

 

Эй чунăм, чунăм, тăр, мĕншĕн çывăратăн? Пурăнăç пĕтсе килет, эсĕ хăрамалла пулăн. Ĕнтĕ сыхă тăр: Христос Турă сана хĕрхентĕр, Вăл пур çĕрте те пур, пурне те пултарать.

 

 

7-мĕш юрă

 

ИРМОС. Эй аттемĕрсенĕн Турри, эпир Сан умăнта çылăха кĕтĕмĕр, йĕркесĕр пурăнтăмăр, тĕрĕс мара турăмăр, Эсĕ хушнине туса, тытса тăмарăмăр: ĕнтĕ пĕтĕмпех ан пăрахсам пире (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Закон арчи урапа çинче пынă чух, вăкăрĕ аяккалла пăрăнсан, пĕр Оза ятлăскер закон арчине тĕртĕнсенех Турă хаярне курнă: эй чунăм, ун пек хăюллă пуласран сыхлан, таса япаласене ырă кăмăлтан хисепле.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эсĕ Авессалом çинчен илтнĕ, епле вăл тĕнче йĕркине хирĕç кайнă; вăл йĕрĕнчĕк тунине пĕлетĕн, çапла вăл хăй ашшийĕн Давидăн вырăнне вараланă; анчах эсĕ ху та, чу­нăм, аскăнланса киленме юратни хыççăн кайрăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ хăвăн ирĕклĕ тăракан аслăлăхна ÿт аллине панă, эсĕ тепĕр Ахитофел пек тăшман тĕлне пулса, вăл ăс пани хыççăн кайрăн; анчах сана пĕтĕмпех çăласшăн Ахитофел вĕрентнине Христос Хăй пăрахăçа кăларнă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Чаплă Соломон, ăс-хакăлĕ нумай пулнăскер, авал Турă умĕнче усал ĕç тунă та, Унран сивĕннĕ. Эй чунăм, анчах эсĕ ху та ылхана тивĕçлĕ пурăнăçупа ун майлă пултăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Аскăнлăх астарнă хыççăн кайса, вăл Соломон ирсĕре тухнă. Ах, хуйхă-çке! Ăслăлăхшăн тăрăшаканскер ялташка арăмсене юратакан пулнă, Турра пăрахнă. Эй чунăм, ирсĕр аскăнлăх хыççăн кайса, ăсупала ун пек пултăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ ватă çын ăс панине итлемен Ровоам пек тата авал хирĕç тăракан усал чура Иеровоам пек пултăн, вĕсем пек пулма пăрах, Турра тархасла: çылăха кĕтĕм, хĕрхенсем мана, тесе йăлăн.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Виç-ипостаçлĕ Турра Хăй тĕллĕн тăракан, уйăрăлми, пĕр хальлĕн, пĕр хевтеллĕ Виç-ипостаçлĕ Турă тесе мухтаса юрлаççĕ; çутăсем пек, çутă пек, виçĕ Святойлă пĕр Святой. Эй чунăм, эсĕ те ĕнтĕ Пурăнăç Паракана, Пурăнăç Паракансене, пуринĕн те Туррине аслăласа мухта.

Халĕ те кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турă Амăшĕ, эпир Сана мухтаса юрлатпăр, аслăлатпăр, пуççапатпăр: Эсĕ Виç-ипостаçлĕ Турăран Пĕрне, Христос Турра, çуратнă; вара пире, çĕр çинче пурăнакансене, Пĕлĕт çинчине уçса панă.

 

8-мĕш юрă

 

ИРМОС. Пур чун та, пур япала та, Турра ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса юрлăр, аслăласа тăрăр, Ăна Çÿлти çарсем мухтаса тăраççĕ. Ун умĕнче Херувимсемпе Серафимсем те чĕтĕресе тăраççĕ (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ Озия пек хăтлантăн, çавăнпа ытлашшипех юхан-суранлă пултăн: эсĕ кирлĕ марри çинчен шухăшлатăн, йĕркесĕр ĕçсем те тăватăн. Ĕнтĕ хăвăн мĕн пуррине пăрах та ÿкĕнме кил.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, çĕтĕк-çатăк тумтирсем тăхăнса, кĕл сапса Турă умĕнче ÿкĕннĕ Ниневия халăхĕ çинчен эсĕ илтнĕ; эсĕ вĕсем пек пуласшăн пулмарăн, эсĕ законран малтан та, законран кайран та çылăха кĕнисенчен усал пултăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, эсĕ Иеремия çинчен илтнĕ, вăл пылчăклă шăтăкра йĕре-йĕре Сион хулине тархасланă, макăрма куççулĕ шыранă; унăн хурлăхлă пурăнăçĕпе пурăнма тытăн, вара çăлăнăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Ниневия çыннисем Турă енне çавăрăнассине пĕлсе, Иона Фарсиса тарнă: вăл, пророк пулнă тăрăх, Турă хĕрхенессине пĕлнĕ; тата вăл, пророк калани суяна ан тухтăрччĕ тесе, пикенсех çунса тăнă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, Даниил шăтăкра арăслан çăварĕсене хупса хунине эсĕ илтнĕ тата ачасем Азарияпа пĕрле Турра ĕненсе хĕмленекен вут çулăмне сÿнтернине илтнĕ.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй чунăм, сана аса кĕртме авалхи саманара пурăннисене пурне те асна илтертĕм, ĕнтĕ сăваплă çынсем Турра юрăхлă тунă ĕçсене тума пикен, усал çынсем çылăха кĕнинчен пуринчен те пăрăнса çÿре.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Эй ĕмĕртен малтанхи Атте Турă, ĕмĕртен малтанхи Ывăл Турă, чуна лайăх лăплантаракан тÿрĕ Сывлăш; эй Сăмах Туррăн Ашшĕ, эй Атте Туррăн ĕмĕртен малтанхи Сăмахĕ, эй пурне те пултаракан, чĕрĕ тăвакан Сывлăш, эй пĕртен-пĕр Виç-ипостаçлĕ Турă, каçар мана.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй чăн Таса Хĕр, тĕлĕнмелле хĕрлĕ тумтир - Эммануилăн ÿчĕ, çара хĕрлĕрен тĕртсе тунă тумтир пек, Сан ăшунта пулса тăнă; çавăнпа Сана тĕрĕссипех Турă Амăшĕ тесе хисеплетпĕр.

 

 

9-мĕш юрă

 

ИРМОС. Арсăр Ача çуралнине ăнласа илме çук; упăшкасăр Аманăн Ачи вилĕмсĕр пулнă; Турă çуралнипе этем йăхĕ çĕнелнĕ. Çавăнпа эпир пур тĕрлĕ халăхсем те Сана: Турă суйласа илнипе Ама пулнă Хĕр, тесе тĕрĕссипех аслăлатпăр (2 хут).

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Христоса усал сăнанă; шуйттан ăна чулсем çине кăтартса, вĕсем çăкăр пулччăр тесе сăнанă; тата куçа мăч хупса илнĕ хушăра пĕтĕм тĕнчери патшалăхсене кăтартма ту тăрне илсе хăпарнă; ĕнтĕ, чунăм, лекесрен хăра, сыхă тăр, Турра яланах кĕлту.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Пушă хире юратакан улатăпа, чĕнекен сасă, Христосăн çути, сасă кăларса: ÿкĕнĕр, тесе вĕрентнĕ; Иродĕ Иродиадăпа асса пурăннă; эй чунăм, асăрхан ĕнтĕ, санăн та усал танатине çакланмалла ан пултăр, - çылăхран ÿкĕнме юрат.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Тивлет умĕнхи Иоанн пушă хирте пурăннă. Пĕтĕм Иудеяран, пĕтĕм Самарияран ун патне итлеме çÿренĕ, чунтан шыва кĕрсе хăйсен çылăхĕсене каласа панă. Эсĕ, чунăм, вĕсем пек пулма тăрăшмарăн.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Мăшăрланни ырă, вара вырăн та айăпсăр: авал вĕсене Христос Хăй пилленĕ; Кана хулинче ÿчĕпе апат çисе, шывран эрех хатĕрлесе малтанхи тĕлĕнмелле ĕçне тунă; эй чунăм, ăна сана ырăланма тунă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Христос хăр суранлă çынна, тĕреклĕлетсе, вырăнне йăттарнă; тăлăх арăмăн вилнĕ ывăлне, çамрăкскере, чĕртсе тăратнă; çĕр çын пуçлăхĕн чурине сыватнă; Хăй Камне Са­мария арăмне пĕлтерсе, сана, чунăм, Турра сывлăшпа кĕлтумалине çинчен кăтартса панă.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй мĕскĕн чунăм, сана çăлăнмашкăн Турă юн юханлă арăма сĕртĕннипех сыватнă, юхан-суранлă çынсене тасатнă, суккăрсене, уксахсене çутăлтарса тÿрлетнĕ, чĕлхесĕрсене, асат хуçнисене сăмахĕпех сыватнă.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.

Ашшĕне мухтар, Ывăлне аслăлар, Сывлăш Турра ĕненсе пуççапар; Вăл пĕртен-пĕр уйăрăлми Виç-ипостаçлĕ Турă; Вăл Çутă та, Çутăсем те; Пурăнăç та, Пурăнăçсем те; Вăл чĕрĕ тăвакан, пĕтĕм тĕнчене вĕçĕ-хĕррипех çутатакан Турă.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Туррăн чăн Таса Амăшĕ, Хăвăн çĕршывна сыхласа усра, вăл Санăн хÿтлĕхÿнте Чăн тĕнпе чаплă тăрать, Санран хăват илет, Эсĕ пулăшнипе пур инкек-синкеке хăватлă çĕнтерет, тăшмансене тыткăна илет, вĕсене пăхăнтарса тăрать.

Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.

Эй Крита пăхса пурăннă, хисеплеме тĕрĕс тивĕçлĕ Ан­дрей! Хăвна мухтаса юрлакансемшĕн кĕлтума ан чарăн, эпир пурсăмăр та, санăн ятна чунтан хисеплекенсем, хаяр-хатартан, пĕтесрен, хисепсĕр çылăха кĕресрен хăтăлар.

ИРМОС. Арсăр Ача çуралнине ăнласа илме çук; упăшкасăр Аманăн Ачи вилĕмсĕр пулнă; Турă çуралнипе этем йăхĕ çĕнелнĕ. Çавăнпа эпир, пур тĕрлĕ халăхсем те, Сана: Турă суйласа илнипе Ама пулнă Хĕр, тесе тĕрĕссипех аслăлатпăр (2 хут).


Назад к списку