Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Акафист Пресвятой Богородице перед Ея иконой Казанская, на чувашском
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Акафист Пресвятой Богородице перед Ея иконой Казанская, на чувашском

Акафист

Пресвятой Богородице перед Ея иконой Казанская

 

 

Тасаран Таса Турă Амăшĕн Хусанти

тĕлĕнмелле ĕçсем тăвакан сăнне чысласа акафист

 

 

1-мĕш кондак 

Христос ăрăвĕнчен тухнисене хута кĕме мĕнпур ăрусем хушшинчен суйласа илнĕскер, пирĕн Чăн тĕнпе пурăнакан патшалăхăмра Хăвăн ырăлăхупа витсе тăраканскер, эй Туррăн Таса Амăшĕ, эпир Санăн тĕлĕнмелле ĕçсем тăвакан Хусанти сăнушăн хĕпĕртесе Сана хамăрăн мухтав юррине кÿретпĕр. Эсĕ, пит ырă кăмăллăскер, Хăв патна пыракансене пурне те Пулăшакан, пур йывăрлăхра та, пур хуйхăра та, инкек вăхăтĕнче те, йывăр вăхăтра та пирĕн хута кĕрсемччĕ. Çавна май Сана çапла чĕнсе калатпăр: эй Христос ăрăвĕнчен тух­нисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăра­кан, савăн.

 

1-мĕш  икос

Таса Турă Амăшийĕн варĕнче Сăмах Турă ÿтленнĕ вăхăтра Пĕлĕт çинчен Ангела Ăна: «Савăн», тесе калама янă; эпир те, çылăхлă çынсем, Унăн тата Çăлакан Христос Ачанăн сăнне тĕлĕнмелле пире курăннăшăн, тивлетлĕ Хĕре çапла йăлăнатпăр: эй Турă суйласа илнĕ çамрăк Хĕр, савăн. Эй Туррăн Амăшĕ, савăн. Эй Пĕлĕтпе çĕрĕн Хĕр Патшийĕ, савăн. Эй Пĕлĕт çинчи тата çĕр çинчи çут Чиркÿсене илем кур­се тăракан, савăн. Эй Ангелсем хисеплекенскер, савăн. Эй Серафимсем юрласа хисеплекенскер, савăн. Эй çуталса чăна тухнă пророксен сăмахĕ, савăн. Эй асапланса ÿкĕнекенсен шанăçĕ, савăн. Эй монахсенĕн пуç-илемĕ, савăн. Эй çылăхлă çынсенĕн йăпанăвĕ, савăн. Эй çылăхлă çын­сенĕн тĕрекĕ, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăракан, савăн.

 

2-мĕш   кондак

Эй тасаран Тасаскер, Пĕлĕт çинчи Хăвăн çутă вырăнунта Хăвăн Ывăлупа мухтавлăхра тăраканскер, тасатнă çĕнĕ хулари чурусен хуйхине кураканскер, Агарь ăрăвĕн усал ĕненĕвĕ Христос тĕнне Туррăн çиллийĕ аничченех сиен туса тăнине пĕлекенскер, Эсĕ чурусене Хăвăн таса сăнна пама кăмăл тунă, унăн тĕлĕнмелле хăвачĕсене Хăвăн ырăлăхупа тĕреклĕлентернĕ. Христоса юратакансем Турра чунтанах ĕненсе йăлăнаççĕ: Аллилуиа.

 

2-мĕш  икос

Пит ăслă хĕр ача, хăйне тĕлĕкре Турă Амăшĕ виçĕ хутчен те курăнни мĕне пĕлтернине пĕлес тесе, ху­ла пуçлăхĕсем патне васкаса кайнă, вĕсене хăйне пĕр ĕç пиркиех виçĕ хутчен пит тĕлĕнмелле тĕлĕк курăнни, тĕлĕкре мĕн хушнине итлемесен хăй­не пит йывăр асап пуласси çинчен каласа панă. Эпир çав çамрăк хĕр ачана Çÿлтен ăс панинчен тĕлĕнсе тивлетлĕ Хĕре ырă кăмăлпа çапла калатпăр: эй таса чĕлхе-çăварпа Турра мухтав юрри кÿрекен, савăн. Эй Турă ырăлăхĕн вăрттăнлăхне ĕненекенсене уçса паракан, савăн. Эй ĕненекенсенĕн аслă мухтавĕ, савăн. Эй ĕненменнисене сехĕрлентерекен çиçĕм, савăн. Эй Хăвăн тĕлĕнмелле хăватусемпе ĕненекенсенĕн ăс-хакăлне çутатакан, савăн. Эй агарьсен усал ĕненĕвне сивлекен, савăн. Эй вĕсенĕн мăн-кăмăллăхне пăрахăçласа тăракан, савăн. Эй Христос тĕнне çирĕплетсе тăраканскер, савăн. Таса иконăсене хисепе хуракансене çутăлтарса тăра­кан, савăн. Эй пирĕн хуйха савăнăçа çавăракан, савăн. Эй иккĕлентермен шанăçа савăнăç кÿрекен, савăн. Эй Христос ăрăвенчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăракан, савăн.

 

3-мĕш  кондак

Турă Амăшĕн ырăлăхĕпе Çÿлтен аннă хăват çамрăк хĕр ачана Туррăн виçесĕр хаклă парнине шырама ăс панă, вара хĕр ача ĕненсе, Турăшăн тăрăшса ĕçе пикеннĕ, Турă Амăшĕн çĕр айне пулнă таса сăнне чавса кăларнă та Турра мухтаса хавассăн кăшкăрашса янă: Аллилуиа.

 

3-мĕш  икос

Эй Туррăн Таса Амăшĕ, Хусан хулинче çĕнĕрен тĕне кĕртнисемшĕн Эсĕ ырă кăмăлтан тăрăшнипе Санăн сăну хăватсем нумай туса тăнă. Эй Патшамăр, куçсăррисем куракан пул­нă, Турăран килекен çутăсăр юлнипе чунĕсене тĕттĕмлĕх хупласа илнисене Турра пĕлтерекен çутăпа çутатнă, тÿрĕ пурăнакансене Хăвăн таса сăнун хÿтлĕхĕпе канăçлă вырăн тупса панă, çавăншăн эпир Сана мухтаса чĕнетпĕр: эй Хăвăн таса сăнна тупса панăранпах йывăрлăхсенчен хăтарса тăракан, савăн. Эй Хăвăн тĕлĕнмелле ĕçÿсен çутипе пире пурсăмăра та çутатса тăракан, савăн. Эй суккăрсен куçне уçакан, савăн. Эй ăсĕсене юрăхсăр шухăшсемпе пăтратса янисене çутăлтăракан, савăн. Эй Чăн тĕнĕн чапла мухтавĕ, савăн. Эй канăçлă вырăн шыракансенĕн çă-лăнăçĕ, савăн. Эй таса хĕрлĕхе упракан тата сыхлакан, савăн. Эй Санпала ĕненекенсем пурте савăнса тăраççĕ, савăн. Эй Сана пулах усал шуйттансем, вĕчĕрхенсе, ушкăнĕпех йĕреççĕ, савăн. Эй пĕтĕм Христос халăхĕ чăтăмсăр Кĕтекенĕ, ăна Пулăшаканĕ, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăракан, савăн.

 

4-мĕш   кондак

Пирĕн çĕршывра суя вĕрентÿпе халăха епле пăлхатса тăни çинчен тата Санăн, Турă Амăшĕн, таса сăнĕнчен тухса тăракан тĕлĕнмелле хăватсем пирки çырса пынă телейле Ермоген Санăн таса сăну умĕнче куççулĕпех кĕлтуса пурăннă, Санăн таса сăнна, Чăн тĕне тытса тăракан халă­ха тăшмансенчен хутĕлесе витĕнсе тăма панине пĕлнĕ вал. Ермоген ĕненÿре тĕреклĕленнĕçемĕн тĕрекленсе Çÿлти Турра мĕн ĕмĕр тăршшĕпех мухтаса тăнă: Аллилуиа.

 

4-мĕш  икос

Святой Сергий Арсений ятлă ар­хиерее уçса кăтартнă вăрттăнлăха Чăн тĕне кĕнĕ çар çыннисем те пĕлнĕ пулнă. Турă Амăшĕ Пĕлĕт çинче, Турă умĕнче хута кĕрсе, питĕ тархасласа кĕлтунăран Туррăн кăмăлĕ çаврăннă: вара Вăл йывăрлăхсем, хĕн асапсем вырăнне пирĕн çĕршыва Хăйĕн ырăлăхне кăтартма пулнă. Турă Амăшĕн таса сăнне ялав вырăнне йышăнса вырăс çарĕсем хăйсен хулисенĕн амăшне, Мускава, ютран килнĕ тăшмансен аллинчен туртса илнĕ, вара çар çыннисем Христоса, ĕненекенсемшĕн тăрăшса Хута Кĕрекен Турă Амăшне чĕнсе каланă: эй Çÿлти Турă Амăшĕ, савăн. Эй Хăвăн хăватлă хÿтлĕхÿ умне ĕненсе пыракансене пурне те çăлăнмалла тăвакан, савăн. Эй инкек-синкекпе, хуйхă-суйхăпа асапланакансен Хутне Кĕрекен, савăн. Эй Хăвăн таса сăну умĕнче йăвашланса, чĕрисене çемçетсе кĕлтăвакансене мĕн кирлине пĕтĕмпех паракан, савăн. Эй Хăвна тĕреклĕн шанса тăракансене пур усаллăхран та хăтарса тăракан, савăн. Эй пит Хăвăрт Пулăшакан, савăн. Эй тÿлек, лăпкă, ырă вырăн, савăн. Эй çăлăнăçăн хатĕр тăракан ăшă хÿтлĕхĕ, савăн. Эй Хăвăн ырăлăхна пирĕн çине тăксах тăракан савăн. Эй пур инкекрен хăтăракан, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕр-се Тăракан, савăн.

 

5-мĕш  кондак

Турă хушнă йĕркепе куçакан çăлтăр пек, çылăхлă пурăнăç тинĕсĕнче асапланса çÿрекенсене, хуйхă тĕттĕмне тата тĕрлĕ инкек сĕмлĕхне сир­се те çутатса, эй Туррăн Таса Амăшĕ, Санăн сăну пĕтĕм Раççей çĕрне сарăлчĕ. Эй тĕрлĕ хуйха-суйха пусаракан, шиклентерекеннине хăвалакан, Хăв умна чунтанах ĕненсе пыракансем йăлăннине хăлхуна чиксемччĕ. Вĕсем Турра чĕнсе калаççĕ: Аллилуиа.

 

5-мĕш  икос

Петĕр патша Турă Амăшĕн сăнĕ Туррăн хăвачĕпе тĕлĕнмелле ĕçсем туса тăнине курнă, Турă Амăшĕ вырăс çарĕсене çул кăтартса тăрассине çирĕп ĕненсе Швед эшкерĕсемпе вăрçă тухнă кун Турă Амăшĕ ун çарĕн çирĕп хÿтлĕхĕ пулнине курнă, хаяр та вăйлă тăшмансене çĕнтернĕ. Çĕнĕ хула хывма пуçласассăн та, эй Туррăмăрăн Таса Амăшĕ, Санăн тĕлĕн­мелле хăватсем тăвакан çутă сăнна çутатса тăма, хула сыхлăхĕ пулма ху­ла варрине ларттарнă. Çавăншăн савăнса тасаран Тасаскерне мухтатпăр: эй пирĕн Христос Туррăмăрăн пурăнмалли вырăнĕ, Унăн çутă çурчĕ, савăн. Эй Унăн чĕлхе калайми мухтавне вырнаçтарма пултарнăскер, савăн. Эй ĕмĕрех аслă мухтавлăхра тăракан чунлă хула, савăн. Эй Патшан питĕ илемлĕ керменĕ, савăн. Эй хуласенĕн, ялсенĕн илемлĕ керменĕ, савăн. Эй Христос çыннисен йывăрлăхра тарса хăтăлмалли вырăнĕ, никам çĕмĕрсе кĕрейми хулийĕ, савăн. Эй Чăн тĕне тĕрĕс тытса пурăна-кансен мухтавĕ, савăн. Эй Христоса юратса кĕрешекенсене Пулăшакан, савăн. Эй Чăн тĕне тĕрĕс тытса тăракансен çирĕп тĕрекĕ, савăн. Эй тăшмансене çĕнтерекен, савăн. Эй Аннемĕрĕн юратăвĕпе пире киле-киле пăхсах тăракан, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăракан, савăн.

 

6-мĕш   кондак

Туррăн Патша Амăшĕ, Санăн таса сăну умĕнче тăрса архиерейсем, монахсем, ĕненекен çынсем Санăн пит пысăк, тĕлĕнмелле ырăлăхусене мухтаса тăраççĕ. Эсĕ хуласене хÿтĕлетĕн, монахсем пурăнакан вырăнсене витсе усратăн, ялсене сыхласа тăратăн. Эсĕ хăйсене пит пулăшса тăнине пĕлекенсем хăйсен кĕллисене Сана куççулĕпе пĕрле кÿреççĕ, пире пур инкекрен те, пур йывăрлăхран та çирĕп хÿтĕлесе тăма Хăвăн çутă аллусене Хăвăн Ывăлу еннелле çĕклеме, пирĕншĕн хута кĕме Сана йăлăнатпăр. Турра чунтанах тав туса çапла калатпăр: Аллилуиа.

 

6-мĕш  икос

Хусан çĕрĕнче чăн-чăн çутăпа çутăлса кайса тата Агарь ăрăвĕнчен тухнисен авалхи ултавне сирсе ярса паян Эсĕ тĕлĕнмелле ĕçÿсен, ырăлăхусен çутипе Раççейри пур хуласене те çу-татса тăратăн, Хăвăн сăну умне ĕненсе пыракансен хуйхисене сиретĕн Эсĕ, чирĕсене сывататăн, вĕсене кĕтмен савăнăç курсе тăратăн. Ахальтен мар ĕнтĕ вĕсем чунтанах йăлăнаççĕ. Эй чĕрĕлĕхĕн юхса пĕтми çутă çăлкуçĕ, савăн. Эй Турă вăй-хăвачĕн иксĕлми тапса тăракан юханшывĕ, савăн. Эй çылăхлă çынсене Турăпа çураçтăракан, савăн. Эй пирĕн çылăхăмăрсене çуса тасатакан, савăн. Эй ырă, йĕркеллĕ пурăнма вĕрентекен, савăн. Эй ырă ĕçсене çирĕплетме Пулăшакан, савăн. Эй ырă тĕллеве чăна килтерме Пулăшакан, савăн. Эй ырă шухăш-ĕмĕтлисене Пулăшакан, савăн. Эй усал ĕçсене пуçламăшĕнчех пĕтерсе тăракан, савăн. Эй тăшмансен чеелĕхне, ултавне пÿлсе хуракан, савăн. Эй этемсен Хăвăрт Пулăшаканĕ, савăн. Эй пире Хăвăн ырăлăхна эпир ыйтнинчен икĕ хут та ытларах паракан, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тă­ракан, савăн.

 

7-мĕш кондак

Пĕлĕтĕн тата çĕрĕн Турă пилне илнĕ аслă Патшийĕн умĕнче Чăн тĕнпе пурăнакан халăх ÿкёнме, ют çĕршывсенчен килнĕ тăшмансенчен хăтарнăшăн тав тума, Турă Амăшĕн чаплă Сăнĕ ячĕпе хывса çĕкленĕ чиркĕве тивĕçлĕ парне кÿме пынă. Турă Амă­шĕн ырăлăхне астăвакансем çакă аслă хулана тата çĕршыва çăлса хăварнăшăн Турра тав туса иксĕлми юрăпа мухтаççĕ: Аллилуиа.

7-мĕш икос

Эй Турă Амăшĕ, çакă çĕнĕ, аслă хулари Санăн таса сăну авалхи Кон­стантинополь хулинчи Одигитрийăн сăнĕ евĕрлех пулнă. Сан умна çынсем çула тухас тата ĕçе тытăнас умĕн пырса тархаслаççĕ, хăйсене инкекрен, хуйхăран хăтарнăшăн чунтанах тав тăваççĕ. Эсĕ хытă пулăшнине, Эсĕ хăватлăн хута кĕрсе тăнине вĕсем аван пĕлсе тăраççĕ. Çавăнпа, сана тав туса, мухтаса йăлăнатпăр: эй пĕтĕм Раççей çĕршывне витсе тăракан, савăн. Эй Чăн тĕне çирĕп тытакансене хÿтĕлесе, çирĕплетсе тăракан, савăн. Эй иккĕленмесĕр ĕненекенсен никам çĕнтерейми хÿтлĕхĕ, савăн. Эй Чăн тĕ­нĕн тĕреклĕхне çирĕплетсех тăракан, савăн. Эй тăшмансен чее ултавне намăсра тăратса хăваракан, савăн. Эй тăшмансен чее шухăшĕсене, эрешмен картине вĕçтерсе янă пек, аякка вĕçтерсе яракан, савăн. Эй усал ĕçсене питлекен, савăн. Эй хăрамалли усал ĕçрен тытса чаракан, савăн. Эй çамрăксене аташса каясран сыхлакан, савăн. Эй ватăсен чун йăпанăвĕ, савăн. Эй чуна вилĕм кÿрекен суя вĕрентÿсене пĕтерекен, савăн. Эй чуна чĕрĕлĕх кÿрекен вĕрентÿ паракан, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăракан, савăн.

 

8-мĕш  кондак

Ĕненмен çынсем Санăн таса сăнунтан ырăлăхсем пит нумай тухса тăнине ĕненмеççĕ, вĕсем çинчен каласа панисене итлемеççĕ, иккĕленсе, кăмăлсăрланса тăраççĕ. Эй Туррăн пире пăхса усракан Таса Амăшĕ, Хăвăн чи малтан ÿкернĕ сăну пирки: «Манăн вăйăмпа ырăлăхăм санпала», тесе Эсĕ каланине ĕненсе, çавă сăну урлă Санран ĕмĕрлĕх хăват тухса тăнине çирĕп шанатпăр, çавăнпа ырă кăмăлпа, Сана Хăвна куçран хисепленĕ пекех, ун умĕнче тăратпăр, ăна чуптуса, ÿксе пуççапатпăр. Çакă Са­нăн сăну хăй умне ĕненсе пыракансемшĕн тĕлĕнмелле, ăспа ăнланса илме çук хăватсем нумай тăвать. Сана шутсăрах хисеплесе пуççапакансем, Турра чĕнсе, пĕр иккĕленмесĕр калаççĕ: Аллилуиа.

 

8-мĕш  икос

Эй Турă Амăшĕ, Сана пĕтĕмпех Пĕлĕт çине илнĕ, Эсĕ ĕнтĕ халь Турă умĕнче пулин те Эсĕ çĕр çинчисене пăрахмастăн. Пирĕн Христос Туррăмăрăн Амăшĕ пулнă май Унран пире мĕн кирлине ыйтсах тăма хăю çитеретĕн. Чăн тĕнпе пурăнакансен ĕненĕвне çирĕплетсех тăрсамччĕ, вĕсен канăçлăхне çирĕплетсемччĕ, Хăвăн чурусене чуншăн мĕн усăллине яланах парса тăр. Çакă ĕмĕтпех Сана аслăлатпăр, мухтаса юрлатпăр: эй Шăнăçтарма çуккине шăнăçтарнăскер, савăн. Эй Çÿлти вăй хÿтлĕхĕнче тăраканскер, савăн. Эй Пĕлĕтĕн тулли Пучахне ÿстернĕскер, савăн. Эй пĕтĕм тĕнчене чуна пĕтерекен выçлăхран хăтăракан, савăн. Эй Христоса ĕненекен ăрушăн ĕмĕрех хута кĕрсе тăракан, савăн. Эй Хăвăн Ывăлу, пирĕн Туррăмăр, умĕнче тунă Санăн кĕллÿ ырăлăх нумай кăларать, савăн. Эй Хăвăн Ывăлун хĕресĕ умĕнче пире пурсăмăра та Ывăллăха илнĕскер, савăн. Эй пирĕншĕн, юрăхсăрсемшĕн, ĕмĕрлĕх ырăлăха ыйтса илекен, савăн. Эй вăхăтлăх пурăнăçра пире чĕрĕлĕх тивлетне паракан, савăн. Эй хуйхăра чух пирĕн тарса хăтăлмалли вырăнăмăр, савăн. Эй инкек-синкекре пире чăн-чăн лăплану кÿрекен, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăракан, савăн.

 

9-мĕш кондак

Эй Таса Хĕр, Эсĕ пур Ангелсенчен те асла тухнă, Турра Эсĕ Хăвăн варна вырнаçтарнă, пĕтĕм тĕнчене Хăйĕн арки çинче Çĕклесе Çÿрекене Эсĕ Хăвăн аллусем çинче çĕклесе çÿренĕ. Çавăнпа Сана: «Хĕрувимсенчен те аслă, Серафимсенчен те мухтавлă», тесе аслăласа, Сан урлă Турра мухтаса тăратпăр: Аллилуиа.

 

9-мĕш  икос

Эй Турра çуратнă Хĕр, калама çук хитре калаçакансем те, чĕлхесĕр пулăсем пек пулса кайса, Сана мухтас тĕлĕшĕнчен ним калама аптăраççĕ, пĕр чĕлхе те Сана тивĕçлипе ырласа мухтаймасть. Эй Турра çуратнă Таса Хĕр, пĕтĕм тĕнчипех, пĕр çын пек, Сана мухтаса юрлас пулсан та тивĕçлĕ таран мухтаса юрлама ăс та, сăмах та çитес çук. Эсĕ Хăвăн виçесĕр ырă кăмăлушăн пирĕн, Архангелăн сăмахĕсемпе чĕнсе калакансенĕн, мухтавне хапăл илсемччĕ: эй Тивлетлĕ Хĕр, савăн. Эй Санпала Турă, савăн. Эй Эсĕ пур хĕрарăмсенчен те мухтавлă, савăн. Эй Турăран вăй-хăват илнĕскер, савăн. Эй тĕнчене Çăлакана çуратакан, савăн. Эй Турă Ывăлийĕн Амăшĕ, савăн. Эй ĕмĕрсемчченхи Патшана çуратакан, савăн. Эй пире валли чĕрĕлĕх çимĕçне ÿстерекен, савăн. Эй Святой Сывлăшпа тасалнăскер, савăн. Эй çÿлти вăй-хăватпа çутăлнăскер, савăн. Эй Санпала пур халăхсем те мухтанаççĕ, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăракан, савăн.

 

10-мĕш  кондак

Эй Турă Амăшĕ, Эсĕ пур тĕрлĕ усалтан, пур тĕрлĕ хуйхăран, пур тĕр­лĕ чир-чĕртен хăтăлма Хăвăн тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан таса сăнна чылай-чылай çынсене панă. Ун урлă куçсăррисем куракан пулаççĕ, уксаххисем çÿрекен пулаççĕ, алли-ури типнисем тÿрленеççĕ, ухмаха ернисем ăса кĕреççĕ, çĕр çимĕç ÿстерсе парать, этемсем вилĕм чир-чĕрĕнчен хăтăлаççĕ, хуласемпе ялсем вуткăвартан сыхланса юлаççĕ. Çав тĕрлĕ пысăк ырăлăхсемшĕн питĕ ырă кăмăллă Туррăмăра эпир пит тав туса, мухтаса юрлатпăр: Аллилуиа.

 

10-мĕш  икос

Эй Туррăн Таса Амăшĕ, Эсĕ пирĕн çĕршывăмăрăн аслă, тĕреклĕ хулийĕ. Эсĕ Чăн тĕнпе пурăнакан халăхăн мухтавĕ, унăн арканми çирĕплĕхĕ. Чăн тĕнпе пурăнакансен çарĕсене тăшмансене, курăнаканнисене те, курăнманнисене те, çĕнтерсе тăма хăват пар. Çавă ĕмĕтпех Сана тав туса, мух­таса пĕтĕм чунтан калатпăр: эй Хăвна хисеплеменнисене намăса хăваракан, савăн. Эй Хăвна мухтакансене мухтава кăларакан, савăн. Эй тăшмансене сехĕрлентерекен, савăн. Эй ют халăхсем килсе пусмăрласран хăтарса тăракан, савăн. Эй чун кĕтÿçисен аслă мухтавĕ, савăн. Эй вăрçă кунĕсенче хÿтĕлесе сыхлакан, савăн. Эй чĕрĕлĕхĕн ытарайми пахчийĕ, савăн. Эй канăçсăрланса ÿкĕнекенсенĕн чĕрисене савăнăç кÿрекен, савăн. Эй вăрçăн хăрушă хатĕрĕ, шуйттансен сехĕрленĕвĕ, савăн. Эй ÿкĕнекенсенĕн çылăх суранĕсене сĕрсе имлекен, ырă шăршăллă йывăç çăвĕ, савăн. Эй эпир пĕр иккĕленмесĕр шанса тăракан шанăçăмăр, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăракан, савăн.

 

11-мĕш  кондак

Эй Туррăн пире пăхса усракан Таса Амăше, Санăн таса сăну умне ÿке-ÿке пуççапса, ăна юратса, чуптуса, Сана иксĕлми тав туса мухтав юрри кÿретпĕр. Таса хĕрлĕхре тăракансем, Санăн хăватлă хÿтлĕхÿ айĕнче канăçлă пурăнса, хăйсен пĕтĕм шанăçне Сан çинче тытса тă-раççĕ; вĕсем савăнса Турра чунтанах мухтаççĕ: Аллилуиа.

 

11-мĕш  икос

Эй Туррăн пире пăхса усракан тасаран Таса Амăшĕ, Санăн таса сăнна çунса тăракан çурта çутине курнă пек куратпăр. Вăл, Санăн ырăлăхун куçа курăнман вутне илсе, тĕлĕнмелле ĕçсемпе çутатать, çăлăнăç çулне кăтартса тăрать. Çавăншăн савăнса Сана çапла мухтаса чĕнетпĕр: эй Таса Хĕр, савăн. Эй Турă суйласа илнĕ Турă Амăшĕ, савăн. Эй Турă Амăшĕ пулма тивĕçĕннĕ çамрăк Хĕр, савăн. Эй таса хĕрлĕхре тăракансене ырă ăс пар­са вĕрентекен, савăн. Эй ирсĕрлĕхрен Сыхлакан, савăн. Эй арăмсенĕн мухтавĕ, савăн. Эй хĕрсене асла кăларса тăракан, савăн. Эй тăлăх-туратсен хÿтлĕхĕ, савăн. Эй çарамас тăрса юлнисене тумлантăракан, савăн. Эй хуйхăллисене лăплантаракан, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăракан, савăн.

 

12-мĕш  кондак

Эй Турă Амăшĕ, Хăвна юратса хисеплекенсене Эсĕ Хăвăн таса сăнусенчи вăй-хăват урлă ырăлăхна пар­са тăратăн; çавă сăнсенчен Туррăн тĕлĕнмелле ĕçсемпе хăватсем туса кăтартакан, чунпа ÿтĕн усал чир-чĕрĕсенчен сыватакан ырăлăхĕ тапса тăрать. Эсĕ ĕненекенсене пурне те, Хăв Туррăн ырă Амăшĕ пулнă май, мĕн памаллине парса тăратăн; вĕсем ва­ра, хĕпĕртесе, чунтанах Турра кĕлтуса тăраççĕ: Аллилуиа.

 

12-мĕш   икос

Авал та пулнă, хальхи вăхăтра та пулса тăракан Санăн тĕлĕнмелле ĕçÿсем çинчен эпир Сана юрласа, аслăласа тăратпăр. Санăн чĕрĕлĕх пар­са тăракан ырăлăхусем çăлкуçĕ пек, аслă юханшывсем пек, тĕпсĕр, виçесĕр çемçе кăмăлăн пуянлăхĕ пек пулнине кура хамăрăн мĕнпур шанчăкăмăра хальхи вăхăтра та, малашнехи çитес кунсенче те пĕтĕмпех Сан çине хуратпăр. Эй Христоса ĕненекен халăхăн намăсра хăварман шанчăкĕ, савăн. Эй ĕненекенсем çăлăнăç шыраса пыракан вырăн, савăн. Эй шанчăк çухатнисен пысăк шанчăкĕ, савăн. Эй çăлăнăç, ĕмĕт çухатнисенĕн çăлăнăçĕ, савăн. Эй таса мар ăш-чике çуса тасатакан мунча, савăн. Эй чунсене чĕрĕлĕх кÿрекен сывлăм, савăн. Эй иртсе кайман сурансене тÿлевсĕрех хăвăрт тÿрлетекен, савăн. Эй пур инкек-синкекрен хăвăрт хăтаракан, савăн. Эй хуйхăллисене хăвăрт лăп-лантаракан, савăн. Эй вилĕм тĕпсĕрлĕхĕнчен хăтăракан, савăн. Эй вилĕм çитнĕ вăхăтра пире савăнтăракан, савăн. Эй Христос ăрăвĕнчен тухнисене тăрăшсах Хута Кĕрсе Тăракан, савăн.

 

13 -мĕш  кондак

Эй пурте мухтаса юрлакан Аннемĕр, пуринчен те Таса Сăмаха çуратаканăмăр, çакă пирĕн пĕчĕк кĕллĕмĕре Хăвăн пит аслă, виçесĕр ырăлăхушăн пиртен илсемччĕ, пирĕн нумай-нумай çылăхăмăра ан асăнсамччĕ, эпир ыйтнине пурне те Хăвăн ырă кăмăлупа туса парсамччĕ. Утĕмĕрсене сывлăх, чунăмăрсене чĕрĕлĕх, çăлăнăç пар, Турра тĕрĕс пуççапса пурăнакансене пур инкек-синкекрен, хуйхă-суйхăран хăтарсамччĕ, Çÿлти Патшалăха юрăхлă ачасем пулмаллин майне-шывне парсамчче: Аллилуиа.

 

13-мĕш кондака умлă-хыçлах виçĕ хут вуламалла, ун хыççăн — 1-мĕш икоса, ва­ра — 1-мĕш кондака, юлашкинчен Турă Амăшне кĕлтумалла.

 

 

 

Кĕлĕ

Эй Туррăн тасаран Таса, пире пăхса усракан Амăшĕ, Санăн таса сăну умне хăраса, ĕненсе, юратса пыратпăр, ÿксе пуççапса Сана кĕлтăватпăр. Ху патна пыракансенчен Хăвăн таса сăнна тÿртĕн ан тытсамччĕ. Эй пит кăмăллă Аннемĕр, пирĕн çĕршыва лăпкă, ырă тăма Хăвăн Ывăлна, пирĕн Христос Туррăмăра тархасласамччĕ, Хăвăн чиркĕвне Вăл ĕненме пăрахасран, суя вĕрентÿ хыççăн каясран, таса Чиркÿрен уйрăласран çирĕп упраса тăтăрччĕ. Эй Туррăн таса Амăшĕ, Санран пуçне пире пулăшаканни, эпир шанса тăмалли урăх никам та çук, Христоса ĕненекенсене пĕр Эсĕ анчах хытă пулăшса, вĕсемшĕн хута кĕрсе тăратăн. Хăвна ĕненсе кĕлтăвакансене пурне те çылăха кĕресрен, ют халăхсем килсе пусмăрласран, шуйттанăн тĕрлĕ чее сăнавĕсенчен, пур хуйхăран, инкек-синкекрен, хăрушă вилĕмрен хăтарсамччĕ, пирĕн чĕремĕрсене йăвашлăх, ăсăмăрсене тасалăх кÿрсемччĕ, çылăхлă пурăнăçăмăра тÿрлетме, çылăха кĕ­ресрен чарăнма пире пурне те вăй-хал парсамччĕ. Эпир Санăн аслăлăхна, мухтавлăхна тав туса юрлатпăр, Çÿлти Патшалăха тивĕçлĕ пуласчĕ тетпĕр. Мĕнпур святойсемпе пĕрле унта Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн таса, чаплă, мухтавлă ятне аслăласа тăма тивĕçлĕ пулар. Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

 

 


Назад к списку