Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Акафист святителю Николаю Чудотворцу, на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Акафист святителю Николаю Чудотворцу, на чувашском языке

 

 

Акафист

святителю Николаю Чудотворцу

 

 

Святой Николай аттемĕре

акафист

 

1-мĕш   кондак

Эй Христосăн суйласа илнĕ пит юрăхлă архиерей пулнă, хăватлă ĕçсем тăвакан таса Николай, эсĕ хăв вилнĕ пулсан та санăн ÿтÿ тĕнчешĕн хаклă ырăлăхун çуне кăларса тăрать. Ăсса пĕтерейми тинĕс пек, хăватлă ĕçсем нумай тăватăн. Сана юратса аслăлатпăр: эсĕ Турă умĕнче хăюллă тăрса мана пур инкекрен те хăтар, эпĕ сана чĕнсе калатăп: эй хăватлă ĕç­сем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

1-мĕш  икос

Эй пит телейлĕ Николай атте, эсĕ çĕр çинче этем пулнă пулсан та пурне те пултаракан Турă сана Ан­гел евĕрлĕ тунă. Ырă çимĕç кÿрекен санăн чунун пурлăхне курса хăвна мухтаса тăма вĕрентсемччĕ. Эй аннÿ ăшĕнчех тасалнăскер, савăн. Эй хăв çуралнипе аçу-аннÿне тĕлĕнтернĕскер, савăн. Эй хăв чунун хăватне çуралсанах кăтартнăскер, савăн. Эй Туррăн ырă çĕрĕ çинче çитĕннĕ йывăç пахчийĕ, савăн. Эй Турă лартса ÿстернĕ чечек, савăн. Эй Христосăн иçĕм çырли йывăççин çимĕçсем кÿр­се тăракан Турачĕ, савăн. Эй Иисусăн Рай пахчинче тĕлĕнмелле хăватсем туса тăракан йывăç, савăн. Эй Райра ешерекен чечек, савăн. Эй Хрис­тосăн ырă шăршă саракан миро çăвĕ, савăн. Эй асаппа йĕресрен чаракан, савăн. Эй савăнăç кÿрсе тăракан, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

 

2-мĕш кондак

Эй Туррăн аслă чурийĕ Николай атте, санран ырă шăршăллă çу тухнине курса, эсĕ чĕрĕлĕх паракан тĕлĕнмелле миро çăвĕ кăларса тăнине пĕлсе эпир сана чунтанах калатпăр: чунăмăрсемпе те, ÿтĕмĕрсемпе те çутăлтарсамччĕ пире. Турă тивлечĕн вăйĕпе тапса тăракан хăватлă ĕçĕсемпе эс, шыв ĕçтерсе кантарнă пек, çынсене тăрантаратăн. Вĕсем çавăншăн Турра тĕрĕссипех тав тăваççĕ: Аллилуиа.

 

2-мĕш  икос

Виç ипостаçлĕ Турă çинчен, ăнланма çуккине ăнлантарса, Никеяри таса аттесемпе эсĕ Чăн тĕн çинчен уççăн каласа кăтартса пурăннă. Эсĕ Ывăл Турă çинчен: Вăл ĕмĕрсемчченех Ашшĕпе пĕр вырăн çинче ларать тесе вĕрентнĕ, ăссăр Арий суйса вĕрентнине уçса кăтартнă, ăна питленĕ. Ĕненекенсем сана мухтаса çапла калаççĕ: эй таса, ырă пурăнăç тĕрекĕ, савăн. Эй Чăн тĕн çыннийĕсен тарса çăлăнмалли хулийĕ, савăн. Эй Чăн тĕне ĕненекенсенĕн çирĕп тĕрекĕ, савăн. Эй Турра мухтаса Виç ипостаçлĕ Туррăн хисеплĕ вырăнне кĕнĕскер, савăн. Эй Ывăл Турă Ашшĕпе пĕр хисепе тивĕç тесе вĕрентекен, савăн. Эй ăссăрланса кайнă Арие таса ушкăнран хăваласа яракан, савăн. Эй аттемĕрсен Ашшийĕн мухтавлă илемĕ, савăн. Эй ăслăлăхупа, ырăлăхупа Туррăн ăслă çыннисен йышне кĕнĕ таса аттемĕр, савăн. Эй çунакан вут евĕр сăмах калама пултаракан, савăн. Эй хăвăн кĕтĕвне ырă пулма вĕрентекен, савăн. Суя вĕренту санăн хăватупа пĕтет, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

 

3-мĕш  кондак

Эй чунунта Турра тытса çÿрекен Николай атте, эсĕ хытă асапланакансенĕн куççульне пуринне те Çÿлти хăватпа чаракан, выçăхнисене тăрантаракан, тинĕсре çÿрекенсене тĕрĕс çул кăтартакан, чирлисене чĕртекен, пурне те тĕрлĕ пулăшу паракан, са­вăн; сана юрласа Турра чунтанах мухтатпăр: Аллилуиа.

3-мĕш  икос

Эй Николай атте, сана çĕр çинче мар, Пĕлĕт çинче юрă юрласа аслăланă. Санăн тасалăхун ăслăлăхĕ çинчен этемсенчен кам калама пултарĕ? Питĕ юратнипе, чăтаймасăр, эпир сана çапла чĕнсе калатпăр: эй кĕтуçĕсемпе сурăхсене мĕнле пурăнмаллине кăтартса тăракан, савăн. Этем кăмăлне çуса тасатакан çутă шыв, савăн. Эй пысăк ырăлăхăн вырăнĕ, савăн. Эй тасалăхăн чаплă, та-са çурчĕ, савăн. Эй пурне те пит юратса çутă парса тăракан чĕрĕ çутă, савăн. Эй Ангелсен тивĕçлĕ, ăслă канашĕ, савăн. Эй этемсенĕн ырă вĕрентекенĕ, савăн. Эй Чăн тĕне тĕрĕс çутатса тăракан, савăн. Эй йăваш кăмăллă пулма вĕрентекен, савăн. Эй эпир сана пулах ÿт аскăнлăхĕнчен хăтăлатпăр, савăн. Эй сана пулах чун савăнăçĕпе тулатпăр, савăн. Эй хă­ватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

4-мĕш  кондак

Эй телейлĕ Николай атте, санăн хăватлă ĕçÿсене тивĕçлипе мухтаса юрлама пуçласассăн ăс-хакăл вăйсăрланса каять, этемĕн темиçешер чĕлхе пулас пулсассăн та вĕсене ти­вĕçлипе мухтама никам та пултараймĕ. Эпир сан урлă тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан Туррăмăра хăйса юрлатпăр: Аллилуиа.

4-мĕш  икос

Эй Туррăн аслă ăсĕ санра пичетленнĕ Николай, санăн хăватлă ĕçÿсен мухтавлăхне çывăхрисем те, аякрисем те илтнĕ. Эсĕ тивлет çуначĕпе сывлăшра тĕлĕнмелле хăвăрт вĕçетĕн, инкек-синкекрен тăхтаса тăмасар хăтарса тăратăн. Вĕсем сана пурте çапла каласа юрлаççĕ: эй хурлăхран хăтаракан, савăн. Эй тивлет паракан, савăн. Эй кĕтмен усала хăваласа яракан, савăн. Эй çынна усал тăвакансене хĕн кăтартакан, савăн. Эй Хрис­тос хушнă пек пурăнма вĕрентекен, савăн. Эй ÿкĕнекенсене çĕклентерекен, савăн. Эй тĕрĕс тăракансене тĕреклĕлентерекен, савăн. Эй мĕнпур тĕрĕслĕхе вырăна кÿме пулăшакан, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

 

5-мĕш  кондак

Эй хăватсем тăвакан святой Ни­колай! Тинĕсре сехĕрленсе ишсе пыракансемшĕн эсĕ Турă хушнипе çул кăтартакан çăлтăр евĕр пулнă. Пулăшу ыйтса йăлăнакансем патне эсĕ пыман пулсан вĕсемшĕн вилĕм çавăнтах çитнĕ пулĕччĕ: карапа путарасшăн вĕçсе çÿрекен усал сывлăшсене эсĕ, чарса, хăваласа янă. Эпир, ĕненекенсем, Çăлакан Турра сан урлă çапла чĕнсе юрлатпăр: Аллилуиа.

 

5-мĕш  икос

Эй пит телейлĕ Николай аттемĕр, çука юлнипе йĕркесĕр ĕç тума хатĕрленнĕ хĕрсем санăн мĕскĕнсене хĕрхенекен уçă кăмăлна курнă. Эсĕ вĕсен ватă ашшĕне çĕрле вăрттăн виçĕ хутаç ылтăн парса вĕсем хĕрлĕхе çухатса çылăха кĕресрен, ирсĕрленесрен çăлнă, çавăнпа эсĕ пурте çапла каланине илтетĕн: эй пысăк ырăлăх паракан, савăн. Эй çынсемшĕн хытă тăрăшакан, савăн. Эй хăв патна пыракансене тăрантаракан, чĕрене лăплантаракан, савăн. Эй çынсемшĕн тăрăшакан, савăн. Эй выçăпа антăхакансем çисе пĕтерейми çăкăр, савăн. Эй çĕр çинче мĕскĕн пурăнакансенĕн Турă панă курăнми пуянлăхĕ, савăн. Эй юрлисенĕн кĕллине час илтекен, савăн. Эй хуйхăракансене лăплантаракан, савăн. Эй виçĕ хĕре айăпа кĕрсе вараланасран хăтаракан, савăн. Эй ĕмĕт татăлнисенĕн шанчăкĕ, савăн. Эй пĕтĕм тĕнчене савăнтаракан, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

6-мĕш  кондак

Эй питĕ телейлĕ Николай, эсĕ инкек-синкекре тăхтаса тăмасăр хута кĕнине пĕтĕм тĕнче каласа вĕрентет. Эсĕ çĕр çинче çÿрекенсене те, тинĕсре ишекенсене те хăвăрт пырса, самантрах усалсенчен хăтарса, пулăшса тăратăн. Хăйсене пулăшнисем Турра иксĕлми мухтаса юрлаççĕ: Ал-лилуиа.

6-мĕш   икос

Эй ырă кĕтÿçĕ Николай, эсĕ пурăнăçра хăв кăтартнă ĕçÿсемпе çутăлса тăнă, эсĕ тивĕçсĕр вилĕмпе вилме пултарнă çар çыннийĕсене, хăвна йăлăнакансене, элек вилĕмĕнчен хăтарнă: патшана тĕлĕкре курăнса, ăна хăратса, çар çыннийĕсене сиен тумасăр ирĕке кăларма хушнă. Патша эсĕ хушнине çийĕнчех тунă. Çавăнпа ĕнтĕ эпир, вĕсемпе пĕрле сана тав туса, чĕнсе калатпăр: эй хăвна чунтан йăлăнса чĕнекенсене пулăшакан, савăн. Эй тивĕçсĕр вилме пултарнă çынсене хăтаракан, савăн. Эй тĕрĕс мар канашсене пĕтерекен, савăн. Эй эрешмен картине çурса пăрахнă пек, суяна шăлса ывăтакан, савăн. Эй чăнлăха Çÿле чаплăн çĕклентерсе тăракан, савăн. Эй айăпсăр çыхса пă-рахнисене ирĕке кăларакан, савăн. Эй вилнисене вилĕмрен тăратакан,савăн. Эй тĕрĕслĕхе кăтартса тăра­кан, савăн. Эй тĕрĕс мара çĕнтерекен, савăн. Эй айăпсăрсене хĕçрен хăтаракан, савăн. Вĕсем сан урлă çутăпа савăнмалла пулнă, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

 

7-мĕш   кондак

Эй Николай, эсĕ Турра хурлакан суя вĕрентĕвĕн пуçа минретекен усал шăршине сирме ырă шăршăллă курăнман таса миро пулса килнĕ. Ликия çĕрĕнчи Миры хулийĕн çыннисене вĕрентсе тивлетпе илнĕ миро çăвĕн шăршине пĕтĕм тĕнчене сарнă. Турра йĕрĕнтерекен çылăхăн усал шăршине пирĕн çинчен те сирсемччĕ. Вара эпир Турра юрăхлă пулма тăрăшса çапла чĕнсе калатпăр: Аллилуиа.

 

7-мĕш  икос

Эй святой Николай атте, авал Ной киммипе çÿресе çынсене хăтарнă пек, эсĕ хăв вĕрентнипе усал тăшмансен шăршлă тăвăлне сирсе çынсене Туррăн лăпкăлăхне кÿретĕн. Вĕсем сана çапла калаççĕ: эй тăвăл çавăрса илнисенĕн чарăнса тăмалли лăпкă вырăнĕ, савăн. Эй шыва путма пуçла-нисенĕн пурăнăçне сыхлакан, савăн. Эй тинĕсри хăрушă вырăнсенче, тăвăллă çĕрте çÿрекенсене ырă çул кăтартакан, савăн. Эй тинĕсри усал тăвăла чаракан, савăн. Эй çил-тăвăлпа путнисене çăлакан, савăн. Эй сивĕпе шăнса хытнисене ăшăтакан, савăн. Эй хуйха-суйха сирекен çутă, савăн. Эй тĕттĕм тĕнченĕн мĕнпур вĕçĕ-хĕррине çутатса тăракан, савăн. Эй çылăх шурлăхне путас çĕртен этеме çă­лакан, савăн. Эй шуйттана хăйне тамăк тĕпнех антарса яракан, савăн.

Эй сан урлă Туррăн тĕпсĕр ырăлăхне хăйса чĕнетпĕр, савăн. Эй эсĕ пулăшнипе эпир çил-тăвăлтан хăтăлнă, Турăпа пĕрлешнĕ, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

 

8-мĕш  кондак

Эй тивлетлĕ таса Николай, санăн таса чиркĕвÿнте сан патна пуçтарăнакансем тĕлĕнмелле ĕçсем кураççĕ. Унта эсĕ Турă умĕнче кĕлтуса тăнипе, сана шанса, хамăрăн мĕскĕнлĕхĕмĕрпе пĕчĕкçĕ кĕлĕ туса, эпир йывăр чирсенчен сывалатпăр. Çавăнпа хавхаланса эпир сана чĕнсе ка-латпăр: Аллилуиа.

 

8-мĕш икос

Эй ăшунта Турра тытса тăракан Николай, эсĕ, пур тĕлĕшрен те, пурне те хăвăрт пулăшакан, хăв патна ĕненсе пыракансене пĕтĕмпех пĕр ушкăна пухнă; эсĕ çĕр çинчисене пурне те ирĕке кăларакан та, тăрантаракан та, чир-чĕртен час чĕртекен те, çавăнпа савăнса, мухтаса сана çапла чĕнсе калатпăр: эй тĕрлĕ чир-чĕре сиплекен çăлкуç, савăн. Эй йывăр асаппа тертленекенсене пулăшакан, савăн. Эй çылăхăн çĕрлехи тĕттĕмĕнче аташса çÿрекенсене çутатакан шуçăм, савăн. Эй шăрăхра асапланакансене Пĕлĕт сывлăмĕпе уçăлтаракан, савăн. Эй ыйтакансене ырăлăх паракан, савăн. Эй ыйтакансене илпеклĕх па­ракан, савăн. Эй пулăшу кирлисене ыйтичченех пулăшса тăракан, савăн. Эй ватăлса кăвакарнисене вăй кÿрекен, савăн. Эй чăн çутăран аташса кайнисене вĕсен суя çулне кăтартса паракан, савăн. Эй Туррăн пĕлме çук ĕçĕсене тĕрĕс пĕлтерекен, савăн. Эй сана пулах ырă пулма вĕренетпĕр, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

 

9-мĕш  кондак

Эй пирĕн хута кĕрекен Николай атте, Туррăн тивлечĕпе тĕрлĕ чир-чĕре сыватса эсĕ пирĕн чунсене çăмăллăх паратăн, хăвăн патна пулăшу ыйтма пыракансен чĕрисене Турра çапла мухтаса тăмалăх савăнăç кÿретĕн: Аллилуиа.

 

9-мĕш  икос

Эй ăс енчен Турă пуянлатнă Ни­колай атте, эсĕ усал çынсенĕн суя вĕрентĕвне намăса хăварнине эпир аван куратпăр. Эсĕ Арие, Турăлăха уйăрса вĕрентекен суеçе, тата Виç пĕрлĕхлĕ Турра пĕр-пĕринчен уйăр­са илме пĕлеймен Савелий текенскере çĕнтернĕ, пире, Чăн тĕнре тăра-кансене, çирĕплетнĕ. Çавăншăн хĕпĕртесе эпир сана чĕнсе калатпăр: эй тасалăха сыхлакан тĕрек, савăн. Эй Турă хушнисене лайăх вĕрентекен, савăн. Эй Турра хирĕçле вĕрентĕве кăклакан, савăн. Эй пире Пĕлĕт çи­не хăпарма Турă тăратнă пусма, савăн. Эй нумайăшĕн чунне витерекен Туррăн витĕмĕ, савăн. Эй ăс çитменнисене витĕмлĕ сăмахусемпе аслăлантаракан, савăн. Эй наянсене хăв пекех хавасланса тăрăшма вĕрентекен, савăн. Эй Турă хушнă йĕркесене асра юлмалла ăнлантаракан, савăн. Эй эсĕ вĕрентнĕ хыççăн йăнăш вĕрентекенсенĕн суйи пĕтет, савăн. Эй тĕрĕс ĕненекенсем сан урлă мухтава тухаççĕ, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

 

10-мĕш  кондак

Эй Николай аттемĕр, эсĕ чунна çăлас тесе хăвăн ÿтне сывлăшупа парăнтарнă. Сăмах хушмасăр пурăнса, усал шухăшсемпе кĕрешсе, Турă çинчен кăна шухăшласа, Турă урлă ăс тупса Турăпа та, Ангелсемпе те хăюллă калаçнă, хăв вара Турра яланах çапла каланă: Аллилуиа.

 

10-мĕш икос

Эй телейлĕ Николай, эсĕ тĕлĕнмелле ĕçÿсене мухтакансенĕн, хута кĕме йăлăнакансенĕн тĕрекĕ. Пире, ырă ĕçсем тăвас тĕлĕшрен юрăхсăрскерсене, хăрушă саманаран, чир-чĕртен, тĕрлĕ йывăрлăхран хăтар. Эй ĕмĕрлĕх асапран хăтаракан, савăн. Эй ĕмĕр çĕрми пурлăх паракан, савăн. Эй тÿрĕшĕн выçăхнисен тулăх, пĕтми апачĕ, савăн. Эй таса пурăнăçăн ăшĕ çунаканĕсен пĕтми ырă ĕçмийĕ, савăн. Эй пăлханасран, вăрçасран сыхласа тăракан, савăн. Эй çылăхăн çирĕп тыткăнне лекесрен çăлакан, савăн. Эй хĕн-хурта хастар пулăшакан, савăн. Эй нумайăшне вилĕм аллинчен туртса илнĕскер, савăн. Эй шутсăр нумай çынна çылăх суранĕнчен сыхланăскер, савăн. Эй çылăхран ÿкĕнекенсем эсĕ пулăшнипе ĕмĕрлĕх пурăнăç илеççĕ, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

 

11-мĕш  кондак

Эй питĕ телейлĕ Николай атте, эсĕ Виç ипостаçлĕ Турра ăспа та, сăмахпа та, ĕçпе те пуринчен ытларах мухтаса юрланă. Хăв нумай сăнанипе Чăн тĕн пур енчен те тĕрĕс пулнине ăнланса илнĕ, Виç ипостаçлĕ пĕр Турра ĕненсе, юратса, шанса тăрса юрлама вĕрентнĕ: Аллилуиа.

 

11-мĕш  икос

Эй Турă суйласа илнĕ Николай аттемĕр, эсĕ тĕттĕмлĕхре пурăнакансене çутатса тăракан сÿнми çутă пул­нине куратпăр эпир. Эсĕ ÿтсĕр Ангелсемпе Виçпĕрлĕхлĕ Туррăн никам пултарман çути çинчен, çавă çутă ĕненекенсен чунĕсене çутатни пирки калаçма пултаратăн. Эсĕ хăв та тĕрĕс ĕненсе хăвна çапла чĕнекенсен чунĕ­сене çутататăн. Эй Турăлăхăн Виç Хĕвел çутипе çуталнăскер, савăн. Эй анса ларми хĕвелĕн шуçăмĕ, савăн. Эй Туррăн çулăмĕпе тивсе кайнă çурта, савăн. Эй усалсен вилĕм çулăмне сÿнтерекен, савăн. Эй Чăн тĕн çин­чен вĕрентсе çутатакан, савăн. Эй Евангели ялкăшăвĕн тапса тăракан çутийĕ, савăн. Эй суя вĕрентÿçĕсене çунтарса яракан çиçĕм, савăн. Эй илĕртсе çылăха кĕртекенсене хăратакан аслати, савăн. Эй ырă ăса вĕрентекен, савăн. Эй чăн ăслăлăха вĕрентекен, савăн. Эй йĕрĕхсене пуççапакансене таптакан, савăн. Эй Виç ипостаçлĕ Турра кăна пуççапма вĕрентекен, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

 

 

12-мĕш  кондак

Эй мухтавлă Николай атте, эпир, санăн Турă панă тивлет пуррине пĕлекенсем, савăнса, санăн чаплă ятна хисеплесе пысăк уяв тăватпăр. Санăн тĕлĕнмелле пулăшăвна илме чунтанах чупса пыратпăр. Тинĕс хĕрринчи хăйăр пек, тÿпери çăлтăр пек нумай мухтавлă ĕçÿсене шутласа кă-ларайманнипе тĕлĕнсе эпир уншăн Турра чунтанах мухтаса калатпăр: Аллилуиа.

 

12-мĕш  икос

Эй пурте мухтакан Николай, санăн хăватусене ырласа сана пур кăмăлтан мухтатпăр. Турă санра, эсĕ хăв Виç-пĕрлĕхлĕ Турăра тăрса иксĕлми мухтава тухнă. Эй хăватсем тăвакан аттемĕр, чун-чĕререн тухнă мухтав юррисемпе, чиркÿ юррисемпе мухтатпăр сана, пурпĕрех тивĕçлипе мухтаса юрлаймастпăр. Эй патшасенĕн Патшине, пуçлăхсенĕн Пуçлăхне, Турра ĕненсе тăракан, савăн. Эй Турра Пĕлĕт çинче ĕçлесе тăракансемпе пĕр­ле патшасене пулăшакан, савăн. Эй Чăн тĕнпе пурăнакан патшасене пулă­шакан, савăн. Эй Христоса ĕненекенсене асла кăларакан, савăн. Эй санăн яту теме те çĕнтерет, савăн. Эй чаплă пуçилемĕ илнĕскер, савăн. Эй пур ырă ĕçсене кăтартса тăракан куçкĕски, савăн. Эй хăв патна тăрса пыракансене йышăнакан, савăн. Эй пире Турăпа Турă Амăшне шанса тăма пу­лăшакан, савăн. Эй пирĕн ÿтсене чĕрĕлĕх кÿрекен, чунсене çăлăнăç па-ракан, савăн. Эсĕ пулăшнипе ĕмĕр-ĕмĕр вилсе тăрасран хăтăлатпăр, савăн. Эсĕ пулăшнипе ĕмĕр пĕтми пурăнăçлă пулатпăр, савăн. Эй хăватлă ĕçсем нумай тăвакан Николай атте, савăн.

 

13-мĕш  кондак

Эй питĕ таса, ытла та тĕлĕнмелле Николай аттемĕр, эсĕ хуйхă пусса лартнисене пурне те лăплантаратăн. Эпир халĕ кĕлтунине хапăл туса, Турă умĕнче хута хытă кĕрсе пире тамăкран хăтарма Турра йăлăнсамччĕ. Эпир те санпа пĕрлех Турра мухтаса юрлатпăр: Аллилуиа.

 

13-мĕш кондака умлă-хыçлах виçĕ хут вуламалла, ун хыçĕнчен — 1-мĕш икоса, ва­ра —  1-мĕш кондака, юлашкинчен кĕлтумалла.

 

 

Пĕрремĕш кĕлĕ

Эй пит мухтавлă, таса Николай ат­темĕр, эй Христосăн аслă хăватсем тăвакан таса архиерейĕ, эсĕ - Турă çынни, шанчăклă чура, ырă шухăш этемĕ, Вăл суйласа илнĕ савăт, Чиркĕвĕн тĕрекĕ, çап-çутă çутатса тăра­кан çурта, пур тĕнчене те çуттупа çутатса тăракан çăлтăр. Эсĕ, Турă пахчине лартнă, чечек кăларнă паль­ма йывăçĕ пек, таса пурăнăçлă çын. Эсĕ Миры хулинче пурăнса ырă çу шăршине кăларса тăнă, ялан юхса тăракан миропа пĕрле эсĕ Турăран хăв илнĕ тивлете те кăларса тăратăн; эй тасаран таса аттемĕр, эсĕ ишсе çÿренĕ чухне тинĕс тасалса тăнă. Санăн хăватсем нумай тăвакан таса ÿтÿ тухăçран пуçласа анăçа çитичченех Туррăн чаплă ятне мухтава кăлар­са тăрать. Эй пит тĕлĕнмелле хăват­сем тăвакан Николай, эсĕ — хăвăрт пулăшакан, юратса хута кĕрекен питĕ ырă кĕтÿçĕ, чĕлхеллĕ кĕтĕве пур инкек-синкекрен те çăлакан. Çавăнпа сана мухтатпăр, сана аслăлатпăр: эсĕ - Христоса ĕненекен мĕнпур çынсен шанчăкĕ, хăватсен çăлкуçĕ, тĕрĕс ĕненекенсен хутне кĕрекен, пит ăслă вĕрентекен, выçăхса çÿрекенсене тăрантаракан, йĕрекенсене савăнтаракан, çарамассисене тумлантаракан, тинĕсре ишсе çÿрекенсене тĕрĕс çул кăтартакан, тыткăнрисене хăтаракан, тăлăх ачасемпе тăлăх арăмсене хăтарса вĕсен хутне кĕрекен, айăпсăрлăха сыхлакан, пĕчĕк ачасене йăвашлăха вĕрентекен, ваттисене тĕреклĕлентерекен, типĕ тытма вĕрентекен, тăрăшакансене пулăшакан, çук çынсен, мĕскĕнсен иксĕлми пуянлăхĕ. Сана кĕлтăватпăр та сан хÿтлĕхне пыратпăр, илтсем пире. Эсĕ Çÿлти Турă умĕнче пирĕншĕн хута кĕр-семччĕ. Эсĕ çак таса Чиркĕве е мо­настыре, тĕрлĕ хулапа яла, Христоса ĕненекенсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсене тĕрлĕ асапран сыхласам. Пит мухтавлă Хĕр Мария хыççăн эсĕ — ырăлăхлă Турă умĕнче тăрса пирĕншĕн хута кĕрекен святой. Эй питĕ ырă аттемĕр, эпир сана: «Пирĕншĕн ырă чĕрÿпе хута кĕр, пулăш», — тесе йăвашшăн йăлăнатпăр. Эсĕ ырă кĕтÿçĕ пулса тăшмансенчен, пĕтесрен, çĕр чĕтресрен, пăртан, ют патша çыннисем килсе кĕресрен сыхласам пи­ре. Выçлăхран, шыв туласран, вут-кăвартан, вăрçăран, инкек-синкекрен пулăшсам пире, Туррăн ырă кăмăл алăкне уçсам. Çылăхăмăрсем пит нумайран Пĕлĕт çине пăхма тивĕçлĕ мар эпир. Яланах çылăха кĕрсе, ха­мăра пултаракан Туррăн ирĕкне тумасăр пурăнса Вăл хушнисене тытса тăман. Çавăнпа йăвашланса та чĕререн ÿкенсе хамăра пултаракан Турă умĕнче чĕркуçленетпĕр, сана, аттемĕре, Ун умĕнче пирĕншĕн хута кĕме тархаслатпăр. Эй Турра юрăхлă çын, пулăшсам пире: хамăрăн йĕркесĕр ĕçсемпе пĕтмелле пулас марччĕ. Пур усалтан та, пире хирĕç тăракан пур япаларан та хăтарсам, эсĕ пирĕн ăсăмăра тÿрлетсем, чĕремĕре тĕреклетсе тăрсам: Çÿлти Патшалăхра ырă курма тивĕçлĕ пуласчĕ. Яланах мухтаса, пуççапса тăракан Виç ипостаçлĕ пĕр Турра аслăлар. Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех.

Аминь.

 

 

Иккĕмĕш кĕлĕ

Эй Турра юрăхлă пулнă пит ырă Николай, эсĕ пирĕншĕн хута кĕрсе хуйхăллă вăхăтсенче пур çĕрте те хăвăрт пулăшса тăратăн. Эсĕ мана, çылăхлă хуйха ÿкнĕскере, йывăр пурăнăçра пулăшса тăрсам. Эсĕ Турра маншăн тархасласа Вăл мана эпĕ çамрăкран пуçласа çак таранччен е ĕçпе, е сăмахпа, е шухăшпа, е чунăмпа, е ÿтĕмпе çылăха кĕнисене пурне те каçаринччĕ. Эсĕ мана, мĕскĕне, чунăм тухнă чухне пулăшсамччĕ, пур­не те пултаракан Турра маншăн йăлăнсамччĕ; Вăл мана усал сывлăшсем тапăнасран, ĕмĕрлĕх асапран хăтаринччĕ, вара эпĕ пирĕншĕн эсĕ хута кĕнипе савăнса яланах Турра мухтаса аслăлам: Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 

Виççĕмĕш кĕлĕ

Эй питĕ ырă Николай атте, эсĕ хăв патна ĕненсе пыракансенĕн, сана чĕререн кĕлтăвакансенĕн кĕтÿçийĕ, вĕсене вĕрентекенĕ; тăхтаса тăмасăрах пулăшсамччĕ пире. Христос кĕ-тĕвне сурăх тирĕпе витĕннĕ кашкăрсенчен çăл, Христоса тĕрлĕ çĕрсенче ĕненсе пурăнакан халăхсене пулăш, хăвăн таса кĕллÿсемпе халăх пăлханасран, çĕр чĕтресрен, ют тăшмансем пырса кĕресрен, пĕр-пĕринпе килĕштереймесĕр вăрçса пурăнасран, выçлăхран, шыв туласран, вут-кăвар-тан, вăрçăран, сасартăк вилесрен сыхласа, пăхса усра. Эсĕ тĕрмере ларакан виçĕ çынна хĕрхенсе патша çиллинчен, вăл хĕçпе касса вĕлересрен çăлнă; çавăн пекех мана та, ăспа, сăмахпа, ĕçпе хисепсĕр çылăха кĕнĕскере, хĕрхен, Туррăн тĕрĕс çиллине сир, ĕмĕрлĕх асапран хăтар. Эсĕ ман хута кĕрсе тăнипе ырă кăмăллă Христос Хăйĕн тивлечĕпе çак ĕмĕре лăпкă, çылăхсăр ирттерме паринчччĕ, хăрушă судра сулахай енчисемпе тăрасран çăлинччĕ, пур святойсемпе пĕрле сылтăм енне тăма тивĕçлĕ тăвинччĕ.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

 


Назад к списку