Новости
- День славянской письменности и культуры, связанный с именами святых братьев Кирилла и Мефодия - славянских просветителей, создателей славянской азбуки
- 25 Май 2024
- 11 мая, в субботу Светлой седмицы, в нашем храме совершили Божественную литургию
- 13 Май 2024
Объявления
- РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ на МАЙ 2024 г.
- 02 Май 2024
- РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ на АПРЕЛЬ-МАЙ 2024 г.
- 28 Апрель 2024
Молитвы святителю Николаю Чудотворцу на чувашском языке
Пĕрремĕш кĕлĕ
Эй пит мухтавлă, таса Николай аттемĕр, эй Христосăн аслă хăватсем тăвакан таса архиерейĕ, эсĕ - Турă çынни, шанчăклă чура, ырă шухăш этемĕ, Вăл суйласа илнĕ савăт, Чиркĕвĕн тĕрекĕ, çап-çутă çутатса тăракан çурта, пур тĕнчене те çуттупа çутатса тăракан çăлтăр. Эсĕ, Турă пахчине лартнă, чечек кăларнă пальма йывăçĕ пек, таса пурăнăçлă çын. Эсĕ Миры хулинче пурăнса ырă çу шăршине кăларса тăнă, ялан юхса тăракан миропа пĕрле эсĕ Турăран хăв илнĕ тивлете те кăларса тăратăн; эй тасаран таса аттемĕр, эсĕ ишсе çÿренĕ чухне тинĕс тасалса тăнă. Санăн хăватсем нумай тăвакан таса ÿтÿ тухăçран пуçласа анăçа çитичченех Туррăн чаплă ятне мухтава кăларса тăрать. Эй пит тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан Николай, эсĕ — хăвăрт пулăшакан, юратса хута кĕрекен питĕ ырă кĕтÿçĕ, чĕлхеллĕ кĕтĕве пур инкек-синкекрен те çăлакан. Çавăнпа сана мухтатпăр, сана аслăлатпăр: эсĕ - Христоса ĕненекен мĕнпур çынсен шанчăкĕ, хăватсен çăлкуçĕ, тĕрĕс ĕненекенсен хутне кĕрекен, пит ăслă вĕрентекен, выçăхса çÿрекенсене тăрантаракан, йĕрекенсене савăнтаракан, çарамассисене тумлантаракан, тинĕсре ишсе çÿрекенсене тĕрĕс çул кăтартакан, тыткăнрисене хăтаракан, тăлăх ачасемпе тăлăх арăмсене хăтарса вĕсен хутне кĕрекен, айăпсăрлăха сыхлакан, пĕчĕк ачасене йăвашлăха вĕрентекен, ваттисене тĕреклĕлентерекен, типĕ тытма вĕрентекен, тăрăшакансене пулăшакан, çук çынсен, мĕскĕнсен иксĕлми пуянлăхĕ. Сана кĕлтăватпăр та сан хÿтлĕхне пыратпăр, илтсем пире. Эсĕ Çÿлти Турă умĕнче пирĕншĕн хута кĕр-семччĕ. Эсĕ çак таса Чиркĕве е монастыре, тĕрлĕ хулапа яла, Христоса ĕненекенсем пурăнакан тĕрлĕ вырăнсене тĕрлĕ асапран сыхласам. Пит мухтавлă Хĕр Мария хыççăн эсĕ — ырăлăхлă Турă умĕнче тăрса пирĕншĕн хута кĕрекен святой. Эй питĕ ырă аттемĕр, эпир сана: «Пирĕншĕн ырă чĕрÿпе хута кĕр, пулăш», — тесе йăвашшăн йăлăнатпăр. Эсĕ ырă кĕтÿçĕ пулса тăшмансенчен, пĕтесрен, çĕр чĕтресрен, пăртан, ют патша çыннисем килсе кĕресрен сыхласам пире. Выçлăхран, шыв туласран, вут-кăвартан, вăрçăран, инкек-синкекрен пулăшсам пире, Туррăн ырă кăмăл алăкне уçсам. Çылăхăмăрсем пит нумайран Пĕлĕт çине пăхма тивĕçлĕ мар эпир. Яланах çылăха кĕрсе, хамăра пултаракан Туррăн ирĕкне тумасăр пурăнса Вăл хушнисене тытса тăман. Çавăнпа йăвашланса та чĕререн ÿкенсе хамăра пултаракан Турă умĕнче чĕркуçленетпĕр, сана, аттемĕре, Ун умĕнче пирĕншĕн хута кĕме тархаслатпăр. Эй Турра юрăхлă çын, пулăшсам пире: хамăрăн йĕркесĕр ĕçсемпе пĕтмелле пулас марччĕ. Пур усалтан та, пире хирĕç тăракан пур япаларан та хăтарсам, эсĕ пирĕн ăсăмăра тÿрлетсем, чĕремĕре тĕреклетсе тăрсам: Çÿлти Патшалăхра ырă курма тивĕçлĕ пуласчĕ. Яланах мухтаса, пуççапса тăракан Виç ипостаçлĕ пĕр Турра аслăлар. Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех.
Аминь.
Иккĕмĕш кĕлĕ
Эй Турра юрăхлă пулнă пит ырă Николай, эсĕ пирĕншĕн хута кĕрсе хуйхăллă вăхăтсенче пур çĕрте те хăвăрт пулăшса тăратăн. Эсĕ мана, çылăхлă хуйха ÿкнĕскере, йывăр пурăнăçра пулăшса тăрсам. Эсĕ Турра маншăн тархасласа Вăл мана эпĕ çамрăкран пуçласа çак таранччен е ĕçпе, е сăмахпа, е шухăшпа, е чунăмпа, е ÿтĕмпе çылăха кĕнисене пурне те каçаринччĕ. Эсĕ мана, мĕскĕне, чунăм тухнă чухне пулăшсамччĕ, пурне те пултаракан Турра маншăн йăлăнсамччĕ; Вăл мана усал сывлăшсем тапăнасран, ĕмĕрлĕх асапран хăтаринччĕ, вара эпĕ пирĕншĕн эсĕ хута кĕнипе савăнса яланах Турра мухтаса аслăлам: Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Виççĕмĕш кĕлĕ
Эй питĕ ырă Николай атте, эсĕ хăв патна ĕненсе пыракансенĕн, сана чĕререн кĕлтăвакансенĕн кĕтÿçийĕ, вĕсене вĕрентекенĕ; тăхтаса тăмасăрах пулăшсамччĕ пире. Христос кĕ-тĕвне сурăх тирĕпе витĕннĕ кашкăрсенчен çăл, Христоса тĕрлĕ çĕрсенче ĕненсе пурăнакан халăхсене пулăш, хăвăн таса кĕллÿсемпе халăх пăлханасран, çĕр чĕтресрен, ют тăшмансем пырса кĕресрен, пĕр-пĕринпе килĕштереймесĕр вăрçса пурăнасран, выçлăхран, шыв туласран, вут-кăвар-тан, вăрçăран, сасартăк вилесрен сыхласа, пăхса усра. Эсĕ тĕрмере ларакан виçĕ çынна хĕрхенсе патша çиллинчен, вăл хĕçпе касса вĕлересрен çăлнă; çавăн пекех мана та, ăспа, сăмахпа, ĕçпе хисепсĕр çылăха кĕнĕскере, хĕрхен, Туррăн тĕрĕс çиллине сир, ĕмĕрлĕх асапран хăтар. Эсĕ ман хута кĕрсе тăнипе ырă кăмăллă Христос Хăйĕн тивлечĕпе çак ĕмĕре лăпкă, çылăхсăр ирттерме паринчччĕ, хăрушă судра сулахай енчисемпе тăрасран çăлинччĕ, пур святойсемпе пĕрле сылтăм енне тăма тивĕçлĕ тăвинччĕ.
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Назад к списку