Новости
- День славянской письменности и культуры, связанный с именами святых братьев Кирилла и Мефодия - славянских просветителей, создателей славянской азбуки
- 25 Май 2024
- 11 мая, в субботу Светлой седмицы, в нашем храме совершили Божественную литургию
- 13 Май 2024
Объявления
- РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ на МАЙ 2024 г.
- 02 Май 2024
- РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ на АПРЕЛЬ-МАЙ 2024 г.
- 28 Апрель 2024
Молитва Пресвятой Богородице перед иконой Казанская на чувашском
Кĕлĕ
Эй Туррăн тасаран Таса, пире пăхса усракан Амăшĕ, Санăн таса сăну умне хăраса, ĕненсе, юратса пыратпăр, ÿксе пуççапса Сана кĕлтăватпăр. Ху патна пыракансенчен Хăвăн таса сăнна тÿртĕн ан тытсамччĕ. Эй пит кăмăллă Аннемĕр, пирĕн çĕршыва лăпкă, ырă тăма Хăвăн Ывăлна, пирĕн Христос Туррăмăра тархасласамччĕ, Хăвăн чиркĕвне Вăл ĕненме пăрахасран, суя вĕрентÿ хыççăн каясран, таса Чиркÿрен уйрăласран çирĕп упраса тăтăрччĕ. Эй Туррăн таса Амăшĕ, Санран пуçне пире пулăшаканни, эпир шанса тăмалли урăх никам та çук, Христоса ĕненекенсене пĕр Эсĕ анчах хытă пулăшса, вĕсемшĕн хута кĕрсе тăратăн. Хăвна ĕненсе кĕлтăвакансене пурне те çылăха кĕресрен, ют халăхсем килсе пусмăрласран, шуйттанăн тĕрлĕ чее сăнавĕсенчен, пур хуйхăран, инкек-синкекрен, хăрушă вилĕмрен хăтарсамччĕ, пирĕн чĕремĕрсене йăвашлăх, ăсăмăрсене тасалăх кÿрсемччĕ, çылăхлă пурăнăçăмăра тÿрлетме, çылăха кĕресрен чарăнма пире пурне те вăй-хал парсамччĕ. Эпир Санăн аслăлăхна, мухтавлăхна тав туса юрлатпăр, Çÿлти Патшалăха тивĕçлĕ пуласчĕ тетпĕр. Мĕнпур святойсемпе пĕрле унта Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн таса, чаплă, мухтавлă ятне аслăласа тăма тивĕçлĕ пулар. Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Назад к списку