Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Акафист Серафиму Саровскому на чувашском языке
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Акафист Серафиму Саровскому на чувашском языке

Саровăн хăват кăтартаканĕ, Турра чĕринче тытса тăнă таса пурăнăçлă

Серафим атте  ячĕпе хунă

АКАФИСТ

 

1-мĕш  кондак

Эй Христосăн суйласа илнĕ хăватсем тăвакан, пирĕншĕн кĕлтуса пирĕн хута кĕрекен, Турра тĕлĕнмелле юрăхлă пулнă таса пурăнăçлă Сера­фим атте! Сана мухтава кăларнă Турра аслăласа, сана мухтаса юрлатпăр. Эсĕ Турă умĕнче пит хăюллă тăма тивĕçлĕ пулнă. Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

1-мĕш   икос

Ангелсене Пултаракан сана хăвăн пурăнăçупа Таса Виç ипостаçлĕ Туррăн тĕлĕнмелле чаплă ятне мухтава кăларма чăн малтанах суйласа илнĕ: эсĕ çĕр çине чăн-чăнах Ангел пек, ÿтленнĕ Серафим пек пулса килнĕ, санăн пурăнăçу Ĕмĕрхи Тÿрĕлĕх Хĕвелĕн çап-çутă пайăрки пек çутăлса тăнă. Эпир вара санăн мухтавлă ĕçÿсене курса, сана хисеплесе те савса çапла калатпăр:

Эй Чăн тĕне пăхăнса Турра юрăхлă пурăнма вĕрентекен, савăн.

Эй лăпкăлăхпа йăвашлăха кăтартакан, савăн.

Эй тĕрĕс ĕненекенсене мухтава кăларакан, савăн.

Эй хуйхăллисене ăшшăн лăплантаракан, савăн.

Эй монахсенĕн юратнă ырă ячĕ, савăн.

Эй тĕнчере пурăнакансене тĕлĕнмелле пулăшакан, савăн.

Эй Раççей çĕршывĕн мухтавĕпе хÿтлĕхĕ, савăн.

Эй Тамбов тăрăхĕн чапĕпе илемĕ, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн!

 

2-мĕш  кондак

Эй таса пурăнăçлă Серафим атте, санăн аннÿ, эсĕ монах пурăнăçне ăшă кăмăлтан юратнине курса, сан çинче Туррăн таса ирĕкĕ çапла тăнине тавçăрса илнĕ; вара, Турра парне панă пек сана кÿрсе, монах пурăнăçĕн тăвăр çулĕпе пыма хăйĕн таса хĕресĕпе пилленĕ. Çав хĕресе эсĕ ху пурăнăçун юлашки кунĕчченех, Хĕрес çине пирĕншĕн пăталанă Христос Туррăмăра чунтан юратнине кăтартса, кăкăру çинче çакса çÿренĕ. Туррăмăра эпир пурсăмăр та кăмăла çемçетсе çапла чĕнсе калатпăр: Аллилуиа.

 

2-мĕш   икос

Эй Туррăн святойĕ, сана Çÿлти Патшалăх ăс-хакăл панă, эсĕ çамрăклах Пĕлĕт çинчи пурăнăç çинчен шухăшласа, Турă Патшалăхĕпе Унăн тÿрĕлĕхне мала хурса аçу çуртĕнчен тухса  кайнă. Çавăнпа та пиртен çак мухтав юррине хапăл ил.

Эй Курск хулийĕн Турă суйласа илнĕ ачи, савăн.

Эй Турра юрăхлă пурăннă аçупа аннÿн ырă таса турачĕ, савăн.

Эй хăвăн аннÿн ырă ĕçне тивĕçлипе малалла тăсакан, савăн.

Эй аннÿрен кĕлтума, ырă пурăнма, Турра çирĕп ĕненме вĕреннĕскер, савăн.

Эй аннÿ хĕресĕпе Турăшăн паттăр ĕç тума пил илнĕскер, савăн.

Эй çав пиле, Туррăн таса хĕресне мĕн виличченех упранăскер, савăн.

Эй Турра юратнăран аçу çуртĕнчен тухса кайнăскер, савăн.

Эй çак тĕнче илемне чун тасалăхĕпе улăштарманскер, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

3-мĕш   кондак

Эй таса пурăнăçлă атте, сана мĕн кĕçĕнрен чăннипех Çÿлти вăй-хăват сыхласа усранă: чиркÿ тăрринчен ÿксен те Туррăмăр сана тĕрĕс-тĕкел хăварнă, хăрушă чирпе хĕн курса асапланнă чух сана Турă Амăшĕ Хăй курăнса Пĕлĕт сиплĕхĕпе сыватнă. Эсĕ мĕн ачаранпах Турра тĕрĕс ĕçлесе тăрса Ăна ялан йăлăнса тархасланă: Аллилуиа.

 

3-мĕш   икос

Эй Серафим атте, монахсен Ангелсем евĕрлĕ пурăнăçĕпе тăрăшса пурăнма ĕмĕт тытса эсĕ Киев хулинчи Печерăна таса аттесене пуççапма пырса çитнĕ, сана унта сăваплă Досифей атте Саров пушă хирне кайса вырнаçма хушнă. Вара çав таса вырăна Турра ĕненсе тăнипе çитсе ху куçупа куричченех юратса килĕштернĕ; унта пырса вырăнаçса, хăвна çапла Турра юрăхлă пăхса усранинчен тĕлĕнсе сана çемçе кăмăлпа чĕнсе калатпăр:

Эй тĕнче ултавĕнчен уйрăлнăскер, савăн.

Эй Çÿлти Атте Туррăн Патшалăхне хĕрÿ туйăмпа юратнăскер, савăн.

Эй Христоса пĕтĕм чĕререн савнăскер, савăн.

Эй Христосăн ырă çĕклемне ху çи­не илнĕскер, савăн.

Эй итлесе пурăнма вĕреннĕскер, савăн.

Эй Туррăн таса заповечĕсене тĕрĕс тытса тăракан, савăн.

Эй ăсупа чĕрÿне, кĕлтуса, Тура хăвачĕпе тĕреклĕлентернĕскер, савăн.

Эй сăваплă пурăнăçăн кисренми тĕреклĕ юпи, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

4-мĕш  кондак

Усал инкек-синкекĕн хаяр тăвăлне сирсе ярса эсĕ монахсен асапа парăнман тÿсĕмлĕ ĕçĕсен тăвăр та хурлăхлă çулне пĕтĕмпех утса тухнă; пу­шă хирти кулленхи терте чăтса Пĕлĕт çинчен аннă йывăр çĕклеме пĕччен çĕкленĕ, хупăнса, çынпа хутшăнмасăр, сăмах чĕнмесер пурăннă, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр кĕлĕре тăнă. Çапла вара, Турă тивлечĕпе вăй илнĕçемĕн вăй илсе пырса, Турра юрăх­лă ĕçÿнтен Турра куракан пулса çитсе Çÿлти таса Çуртсене куçса кайнă, çавăнта халĕ Ангелсемпе пĕрле Тур­ра мухтаса юрлатăн: Аллилуиа.

 

4-мĕш  икос

Эй таса пурăнăçлă Серафим атте, санăн таса пурăнăçу çинчен илтсе, санăн таса пурăнăçна курса монахра тăракан тăванусем санран пурте тĕлĕннĕ; сан патна пырса çÿресе, сан сăмахусене тăнласа, тăрăшуллă ĕçÿсене курса вĕреннĕ; Хăйĕн таса çыннисем хушшинче тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан Турра аслăланă. Эй таса пурăнăçлă атте, пурсăмăр та сана юратса мухтатпăр, ĕненсе çапла чĕнсе калатпăр:

Эй хăвна пĕтĕмпех Турра парнене кÿнĕскер, савăн.

Эй çылăх тăвас килнине пĕтĕмпех пĕтерсе Çÿле çĕкленнĕскер, савăн.

Эй Христосăн ырă, çĕнтерÿллĕ çар çыннийĕ, савăн.

Эй Пĕлĕт çинчи ĕмĕрлĕх Çурт Хуçин ырă та шанчăклă чури, савăн.

Эй Турă умĕнче хута кĕрсе пире намăса хăварманскер, савăн.

Эй Турă Амăшне пирĕншĕн чарăнмасăр кĕлтăвакан, савăн.

Эй пушă хирĕн ырă шăршă саракан чечекĕ, савăн.

Эй Турă тивлечĕпе тулнă айăпсăр савăт, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

5-мĕш кондак

Эй таса пурăнăçлă атте, эсĕ вырăну çинче вилесле чирлĕ выртнă чух­не санăн пÿлĕмне Туррăн çути çутăлтарса янă та, сан патна Чăн Таса Хĕр Мария Хăй таса Петрпа Иоанн апо­столсемпе пырса кĕнĕ, аллипе сан пуçна сĕртĕнсе каланă: «Ку - пирĕн ăруран», тенĕ. Эсĕ çавăнтах сывалса тăрса, Турра тав туса мухтав юрри юрланă: Аллилуиа.

 

5-мĕш икос

Эй таса пурăнăçлă Серафим атте, санăн çутă та таса пурăнăçна курса этем ăрăвĕн тăшманĕ сана пĕтерме шут тытнă: сан çине усал çынсене хĕтĕртсе янă, çавсем сана питĕ хытă

хĕнесе çĕмĕрсе пĕтернĕ, вилес патнех çитерсе пăрахса хăварнă. Анчах эсĕ, таса атте, путек пек йăвашскер, хăвна хур тунисемшĕн Турра кĕлтуса пурне те чăтса ирттернĕ. Çавăнпа эпир пурсăмăр та, эсĕ çавăн пек çилĕсĕр çын пулнинчен тĕлĕнсе, сана чĕнсе калатпăр:

Эй хăвăн лăпкă та йăваш кăмăлупа Христос Турă евĕрлĕ пулма тăрăшаканскер, савăн.

Эй йăвашлăхупа усал сывлăша парăнтарнăскер, савăн.

Эй чунпа ÿт тасалăхне тăрăшса упранăскер, савăн.

Эй пушă хирти Турă çыннийĕ, эсĕ ырăлăх хастарĕсемпе хăватлă тăратăн, савăн.

Эй Турра мухтава кăларнăскер, малашнехине курса тăнăскер, савăн.

Эй монахсене тĕлĕнмелле ăслăн ÿкĕтлесе вĕрентекен, савăн.

Эй Таса Чиркĕвĕн савăнăçĕпе чапĕ, савăн.

Эй Саров монастырĕн ырă ячĕпе мухтавĕ, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

6-мĕш  кондак

Эй Турра чĕрере тытса тăрса Христоса юранă Серафим атте, Саровăн пушă хирĕ санăн асапусемпе ĕçÿсем çинчен каласа ăнлантарать: эсĕ çав чăтлăхсемпе унăн вăрманĕсене, Турă пророкĕ Илияпа Çăлаканăмăра Шыва Кĕртнĕ Иоанн евĕрлĕ пулса, кĕлĕсен ырă сывлăшĕпе тасатнă, пушă хирте Святой Сывлăш тивлечĕн нумай çимĕç кÿрекен ешĕл йывăçĕ пек пулнă. Ун вăйĕпе пит мухтавлă тĕлĕнмелле ĕçсем туса эсĕ ырăлăх паракан Тур­ра мухтаса, ĕненекенсене çапла тă­рăшса юрлама вĕрентнĕ: Аллилуиа.

 

6-мĕш  икос

Эй телейлĕ Серафим, сан çинче, Моисейĕнни пекех, Турра курса тăмалли хăват çутăлса кайнă: Туррăн алтарĕнче таса кĕлĕпе тăнă чух эсĕ чиркĕве Çÿлти çарăн Ÿтсĕр Вăйĕсемпе пĕрле кĕрекен Христоса курма тивĕçлĕ пулнă. Эпир сана çапла юрласа мухтатпăр:

Эй Турра курнă пит мухтавлă таса атте, савăн.

Эй Виçĕ Çутăллă Пĕр Çутăпа çуталнăскер, савăн.

Эй Чăн Таса Виçĕ ипостаçлĕ Тур­рăн шанчăклă ĕçлесе тăраканĕ, савăн.

Эй Святой Сывлăш çурчĕн илемĕ, савăн.

Эй Христоспа Ангелсене ÿтлисенĕн куçĕпе курнăскер, савăн.

Эй çĕрсе пĕтес ÿтпе тăнă хальлĕнех Райăн тутлă ырăлăхне тутанса курнăскер, савăн.

Эй Чĕрĕлĕх Çăкăрĕпе пурăннăскер, савăн.

Эй вилĕмсĕрлĕх ĕçмине ăша илсе тăнăскер, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн!

 

7-мĕш кондак

Эй таса пурăнăçлă атте, этеме савакан Турă, Хăйĕн çынсене калама çук хĕрхенекен кăмăлне сан урлă уçса парас тесе, сана чăннипех Турă çутипе çуталса тăракан çăлтăр пек кăтартрĕ: ĕçÿпе те, сăмахупа та Турра юратса ырă пурăнăçпа пурăнма эсĕ пурне те хăнăхтарса пытăн. Çавăнпа, санăн тăрăшуллă ĕçÿсен çутипе çуталнăскерсем, сан вĕрентĕвÿн çăкă­рĕпе тăраннăскерсем, эпир сана чунтан-кăмăлтан аслăлатпăр, сана мухтава кăларнă Христоса чĕнсе калатпăр: Аллилуиа.

 

7-мĕш  икос

Сана, Турă çĕнĕрен суйласа илнĕскере, курса ĕненекенсем хăйсен хуйхи-суйхине пусарасшăн, хăйсен чирĕсенчен хăтăласшăн сан патна таçти аякри çĕрсенчен те пуçтарăна-пуçтарăна пынă. Эсĕ вĕсене, йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕскерсене, ху çумăнтан тĕртсе яман: хăшне-хăшне чи­рĕсенчен сыватнă, хăшĕсенĕн хуйхисене пусарнă, хăшĕсемшĕн кĕлтуса Турă умĕнче хута кĕнĕ. Çапла санăн ырăлăх кÿрекен тĕленмелле ĕçÿсем çинчен пĕтĕм Раççей çĕрĕнче чап сарăлнă, çавăнпа эпир, сан хăватна ĕненекенсем, ырă кăмăлпа çапла калатпăр:

Эй пирĕн ырă кĕтÿçĕмĕр, савăн.

Эй çынна хĕрхенекен йăваш кăмăллă атте, савăн.

Эй чирсенчен час сыватакан тивлетлĕ эмелçĕ, савăн.

Эй пирĕн халсăрлăха ырă кăмăлпа тÿрлетекен, савăн.

Эй пире хĕн вăхăтра час пулăшакан, савăн.

Эй пăлханнă чунсене канăçсăрлантарса лăплантаракан, савăн.

Эй малашнехине хальхи пек курса тăракан, савăн.

Эй çылăхĕсене пытарса тăракансене юратса тĕрĕс питлекен, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

8-мĕш  кондак

Эй таса пурăнăçлă атте, эпир санра тĕлĕнмелле хăват куратпăр: эсĕ халсăр та чирлĕ ватă пулсан та чул çинче пин кун та пин çĕр кĕлтуса тăнă. Эсĕ хăвăн чир-чĕрÿпе, усал сывлăшсемпе мĕнле кĕрешнине кам каласа кăтартма пултарайĕ? Эй телейлĕ атте, эсĕ вĕсене таса аллусене Турă патне çÿлелле çĕклесе тăрса чăтса ирттернĕ, ăс-тăна пăлхатакан амалике парăнтарса Турра мухтаса юрланă: Аллилуиа.

 

8-мĕш   икос

Эй таса атте, эсĕ пушă хирте никампа хутшăнса сăмах чĕнмесĕр пурăннă чухне çапла каласа кĕлтунă: эй савăнăçлă Иисусăм, манăн кăмăлăм та, манăн пĕтĕм пурăнăçăм та Эсĕ тенĕ. Эпир, ку тĕнчери суя пурăнăçпа ăсран тайăлнăскерсем, пĕтĕм пурнăçăмăра çылăхлă пурăнса ирттерекенсем, эсĕ Турра юратнине мухтаса сана çапла чĕнсе калатпăр:

Эй хăвна юратакансемпе хисеплекенсене çăлассишĕн Турра кĕлтăвакан, савăн.

Эй çылăхлисене тÿрĕ çул çине тăратакан, савăн.

Эй тĕлĕнмелле тÿсĕмлĕх çитерсе никампа хутшăнмасăр Турă умĕнче тăнăскер, пĕччен хупăнса пурăннăскер, савăн.

Эй пирĕншĕн тăрăшса кĕлтăвакан, савăн.

Эй Турра хĕрÿ туйăмпа юратнине кăтартнăскер, савăн.

Эй кĕлĕ çулăмĕпе тăшман уххин çĕмĕренĕсене çунтарса янăскер, савăн.

Эй пушă хирте кĕлĕ вăйĕпе çунса, çуталса тăракан сÿнми çурта, савăн.

Эй Таса Сывлăш хастарĕсемпе çунакан çурта çутса лартнă шантал, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

9-мĕш кондак

Мĕнпур Çÿлти Тĕнче çак тĕлĕн­мелле ĕçе курса ăнран кайнă: çĕр-пÿрте хупăнса кĕлтăвакан ватă çын патне Пĕлĕтпе Çĕр Патшин Амăшĕ Хăй пырса ăна çĕрпÿртрен тухма тата çынсене хăй патне йышăнса кĕртме, Чăн тĕнпе пурăнакансене пурне те Христос Туррăмăра мухтаса çапла юрлама хушнă: Аллилуиа.

 

9-мĕш  икос

Эй телейлĕ атте, темĕн тĕрлĕ хитре калаçакансем те сан юратăвун çирĕплĕхĕ çинчен каласа кăтартма пултараймаççĕ: эсĕ Турă Амăшĕ хушнине туса ху патна пырса çÿрекенсемшĕн, вĕсене чура пек парăнса, Турă умĕнче ĕçлесе тăнă; шухăшĕсемпе аптăраса ăсран кайнисене ырă канаш паракан, хуйха ÿкнисене лăплантаракан, тÿрĕ çултан аташнисене йăвашшăн аса кĕртекен, чирлисенĕн эмелçипе сыватаканĕ пулнă. Çавăншăн эпир сана çапла чĕнсе калатпăр:

Эй тĕнчерен тарса пушă хире ырă пурăнăçпа пурăнма вырăнаçнăскер, савăн.

Эй пушă хиртен монастыре каялла таврăнса унта ырă пурăнăç вăрлăхне акса тăнăскер, савăн.

Эй Святой Сывлăш тивлечĕпе çуталнăскер, савăн.

Эй йăвашлăхпа, хĕрхенÿллĕ мĕскĕн кăмăлпа тулса тăнăскер, савăн.

Эй ху патна пырса çÿрекенсене тăван ашшĕ юратăвĕпе юратнăскер, савăн.

Эй вĕсене ăшшăн калаçса çĕклентерсе те лăплантарса тăнăскер, савăн.

Эй ху патна пырса çÿрекенсене хăвăн савăнăçупа пуянлăху тесе хапăл илнĕскер, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

10-мĕш  кондак

Эй таса пурăнăçлă атте, çăлăнасшăн туса тăнă тăрăшуллă ĕçÿсен вĕçĕнче эсĕ чĕркуççи çинче кĕлтуса тăрсах таса чунна Турă аллине панă; Та­са Ангелсем сана çавăнтах Пурне Те Тытса Тăракан Туррăн Аслă Вырăнĕ умне Çÿле илсе хăпарнă. Эсĕ халĕ ун­та мĕнпур святойсемпе пĕрле нихăçан анса ларми çутăпа çуталса тăратăн, тасаран та Таса Сăмах Туррăмăра мухтав юрри юрлатăн: Аллилуиа.

 

10-мĕш  икос

Эй мĕнпур святойсенĕн хÿми, монахсенĕн савăнăçĕ, эсĕ ку тĕнчерен куçас умĕн сана Чăн Таса Хĕр курăнса ху Турă патне час куçасси çинчен пĕлтернĕ. Эпир, Турă Амăшĕ сана çапла курăннинчен тĕлĕнсе, сана çапла чĕнсе калатпăр:

Эй Пĕлĕтпе çĕрĕн Хĕр-Патшине сăнран курнăскер, савăн.

Эй Турă Амăшне курса хĕпĕртенĕскер, савăн.

Эй ку тĕнчерен уйрăлса ху Çÿлти Патшалăха куçасси çинчен Унран хыпар илнĕскер, савăн.

Эй ку тĕнчерен куçса кайнипе хăвăн пурăнăçун тасалăхне кăтартнăскер, савăн.

Эй Турă Амăшĕн сăнĕ умĕнче кĕлтуса тăнă чухне, кăмăлупа çемçелсе, чунна Турра панăскер, савăн.

Эй чуну асапсăр тухса кайнипе ху малтанах мĕн каласа пĕлтернисене чăна килтернĕскер, савăн.

Эй Пурне Те Тытса Таракан Турăран мухтав çĕлĕкĕ илекен, савăн.

Эй Рай савăнăçне пур святойсем­пе пĕрле илекен, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

11-мĕш   кондак

Эй таса аттемĕр, эсĕ Чăн Таса Виç ипостаçлĕ Турра пĕр чарăнмасăр кĕлтуса, çулĕсенчен аташнисене ас пар­са, чунпа та, ÿтпе те чирлисене сыватса хавăн пĕтĕм пурăнăçупа Тур­ра юрăхлă ĕçшĕн чунтан тăрăшнине кăтартса панă. Эпир, Турра хамăра çавăн пек ырăлăх кăтартнăшăн тав туса, Ăна яланах çапла чĕнсе калатпăр: Аллилуиа.

 

11-мĕш  икос

Эй телейлĕ таса атте, эсĕ пурăннă чухне те çутă паракан çап-çутă çурта хунарĕ пек пулнă, вилсен те Раççей çĕрĕн çап-çутă хĕвелĕ пек çуталса кайрăн; ху патна ĕненсе те юратса пыракансене пурне те хăвăн çĕрмен ÿтÿнтен нумай хăватсем кăларса пулăшса тăратăн. Çавăншăн эпир сана, пирĕншĕн ăшшăн кĕлтăвакана, хăват­сем тăвакана, чĕнсе калатпăр:

Эй Турăран хăват нумай илсе мухтава тухнăскер, савăн.

Эй хăвăн юратăвупа пĕтĕм тĕнчене çутăлтарнăскер, савăн.

Эй Христос юратăвĕ хыççăн шанчăклă пыракан, савăн.

Эй хăвăнтан пулăшу ыйтакансене пурне те лăплантаракан, савăн.

Эй хăват кăларакан, нихăçан иксĕлмен çăлкуçĕ, савăн.

Эй чирлисемпе хĕн куракансене сыватакан, савăн.

Эй нумай сиплĕхлĕ шывăн иксĕлмен тарăн çăлкуçĕ, савăн.

Эй пирĕн çĕршыври халăхсене хă­вăн юратăвупа витсе тăракан, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

12-мĕш  кондак

Эй таса пурăнăçлă атте, эсĕ Турă умĕнче пысăк хăюлăхпа тивлет илнине пĕлсе сана йăлăнатпăр, пирĕншен ăшă кăмăлупа Турра кĕлтусамччĕ: Вăл Хăйĕн Таса Чиркĕвне тĕрлĕрен ĕненмен çынсемпе пăлхатакансенчен, тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхласа тăринччĕ, вара сан урлă пире ырăлăх паракан Турра çапла юрласа мухтар: Аллилуиа.

 

12-мĕш  икос

Эй таса пурăнăçлă атте, эсĕ мухтава тухнине юрласа сана, пирĕншĕн Турă умĕнче пит тăрăшса кĕлтăвакана, пире лăплантаракана, пирĕн хута кĕрекене аслăлатпăр, сана юратса çапла чĕнсе калатпăр:

Эй Чăн Тĕнлĕ Чиркĕвĕн мухтавĕ, савăн.

Эй пирĕн çĕршывăн хÿтĕлĕхĕпе тĕ­рекĕ, савăн.

Эй пурне те Çÿлти Патшалăха çул кăтартса тăракан, савăн.

Эй пирĕн хÿтĕлекенĕмĕрпе витсе тăраканăмăр, савăн.

Эй Туррăн хăвачĕпе нумай тĕлĕнмелле ĕç тунăскер, савăн.

Эй чирлисене хăвăн таса тумтирÿпе нумай сыватнăскер, савăн.

Эй шуйттанăн пур ултавне те çĕнтернĕскер, савăн.

Эй тискер кайăксене хăвăн йăвашлăхупа парăнтарнăскер, савăн.

Эй Сароври хăватлă ĕçсем тăвакан таса пурăнăçлă Серафим атте, савăн.

 

13-мĕш  кондак

Эй Турра тĕлĕнмелле юрăхлă пулнă, пысăк хăватсем тăвакан таса пу­рăнăçлă Серафим атте, сана мухтаса юрлакан çак пĕчĕк кĕллĕмĕре пиртен хапăл илсемччĕ. Эсĕ патшасенĕн Патшин, пирĕн Иисус Христос Туррăмăрăн, Аслă Вырăнĕ умĕнче тăрса пирĕншĕн пуриншĕн те кĕлтусам: Суд кунĕ эпир Çăлаканăмăр хĕрхеннине курмалла пулар, çавăнпа эпир ăна савса юрлатпăр: Аллилуиа.

 

13-мĕш кондака умлă-хыçлах виçĕ хут вуламалла, ун хыçĕнчен - 1-мĕш икоса, вара - 1-мĕш кондака, юлашкинчен кĕлтумалла.

 

 

 

 

 

 

Саровăн хăват кăтартаканне,

таса пурăнăçлă Серафим аттемĕре

вулакан пĕрремĕш кĕлĕ

 

Эй Саровăн аслă хăватсем кăтартаканĕ, пулăшу кĕтсе ху патна пыракансене час пулăшаканĕ, тĕлĕнмелле ырă Серафим атте! Ху çĕр çинче пурăннă чух никам та санран пулăшупа лăплану илмесĕр кайман. Санăн сăнна курма, санăн ырра вĕрентекен ÿкĕтÿллĕ сăмахусене итлесе тăма пурин­шĕн те эс тивлетлĕ пулнă. Кунсăр пуçне сан çинче чир-чĕре тÿрлетекен, çын чĕринче мĕн пуррине пĕлсе тăракан, халсăр чунсене сыватса лăплантаракан тивлет тулăх пулнă. Сана Турă çĕр çинчи ĕçÿсенчен Пĕлĕт çинчи ĕмĕрлĕх канлĕхе чĕнсе илсен те сан юратăву пирĕншĕн нимĕн чухлĕ те чакман, санăн çÿлти çăлтăрсем пек йышлăланса çитнĕ хăватусене хисеплесе кăларма майĕ те çук: эсĕ пирĕн çĕрĕн пур вĕçĕ-хĕрринчи Турă çыннисене курăнса чирĕсенчен сывататăн. Çавăнпа эпир те сана чĕнсе калатпăр: эй лăпкăран та лăпкă йăваш кăмăллă, Турра юрăхлă атте, Ăна пи­рĕншĕн хăюланса кĕлтăвакан, хăвна чĕнекенсене хăвăнтан нимĕн чухлĕ те уйăрса ан яр, пирĕншĕн йăлăнакан хăвăн ырă, хăватлă кĕллÿне Çÿлти Вăйсен Турри патне çĕклентер: Вăл пире çак пурăнăçра ырăпа кирлине те, чуна çăлма усаллине те патăр, çылăха кĕрсе пĕтесрен сыхлатăр, пи­ре чăнласах ÿкĕнме вĕрентсе çитертĕр, çапла Турă пире ĕмĕрлĕх Çÿлти Патшалăха пĕр такăнмасăр кĕме патăрччĕ. Эсĕ халĕ унта нихăçан сÿнми мухтавпа çуталса тăратăн, мĕнпур святойсемпе пĕрле Чĕрĕлĕх Паракан Виç ипостаçлĕ Турра ĕмĕр-ĕмĕр мухтаса юрлатăн. Аминь.

 

 

 

 

Саровăн хăват кăтартаканне,

таса пурăнăçлă Серафим аттемĕре

вулакан иккĕмĕш кĕлĕ

 

Эй Турра юрăхлă пурăнса асла тухнă, Турра чĕрÿнте тытса тăнă таса пурăнăçлă Серафим аттемĕр! Пире, йăваш кăмăллă халсăр чунсене, нумай çылăха кĕрсе пĕтнĕскерсене, санран лăплантарупа пулăшу ыйтакансене, Çÿлти мухтавлăхран курсамччĕ. Пирĕн патăмăра хăвăн ырă кăмăлупа анса пире Турă заповечĕсене тасан тытса тăма, Чăн тĕне çирĕп ĕненсе тăма, çылăхăмăрсемшĕн Турă умĕнче чунтан тăрăшса ÿкĕнме, Христос Туррăмăра юрăхлă пурăнăçшăн хытă тăрăшма, çапла вара ху пирĕншĕн Турă умĕнче кĕлтуса тăнине тивĕçлĕ пулма пулăшсам. Эй Турă святойĕ, илтсем пире, хăвна ĕненсе те юратса кĕлтăвакансене, ан йĕрĕнсем пирĕнтен, хăвăнтан пирĕн хута кĕме ыйтакансенчен: халĕ те, хамăрăн вилĕм сехетĕнче те пулăшсам пире, шуйттанăн усал сывлăшĕнчен хăвăн кĕллÿсемпе хута кĕрсе хăтарса хăвар пире; унăн вăйĕ ан парăнтартăр пире, çапла эсĕ пулăшнипе Рай çурчĕсенчи ырăлăха ти­вĕçлĕ пулар. Эй ырă кăмăллă атте, сан çине шанăç хуратпăр паян: пи­рĕншĕн чăнахах та çăлăнăç çулне кăтартса пыраканĕ пулса, Чăн Таса Виç ипостаçлĕ Туррăн Аслă Вырăнĕ умĕнче Турра килĕшÿллĕн тăрса пи­ре Ĕмĕрлĕх Пурăнăçăн нихăçан анса тĕттĕмленми Çути патне илсе çитер, çавăншăн эпир мĕнпур святойсемпе пĕрле Ашшĕн, Ывăлĕн, Святой

Сывлăшĕн пурте хисеплесе пуççапакан ятне ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса юрлар. Аминь.

 

 

Тропарь (4-мĕш  кĕвĕпе)

Эй тивлетлĕ святой, эсĕ мĕн çамрăкранпах Христоса пит юратнă, пĕр Ăна анчах ĕçлесе тăрасшăн çунса тăнă, пушă хирте пĕрмай кĕлтуса тăрăшса пурăннă; çемçе чĕрÿпе Хрис­тос кăмăлне тупса Турă Амăшĕн юратнă ырă çынни пулнă. Çавăнпа сана калатпăр: эй пирĕн таса пурăнăçлă Серафим атте, ху кĕлтунипе çăл пире.

 

 

 

Аслăлани

Аслăлатпăр сана, эй таса пурăнăçлă Серафим атте, санăн ятна асăнатпăр: эсĕ монахсене вĕрентекен, Ангелсемпе калаçакан.


Назад к списку