Новости
- День славянской письменности и культуры, связанный с именами святых братьев Кирилла и Мефодия - славянских просветителей, создателей славянской азбуки
- 25 Май 2024
- 11 мая, в субботу Светлой седмицы, в нашем храме совершили Божественную литургию
- 13 Май 2024
Объявления
- РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ на МАЙ 2024 г.
- 02 Май 2024
- РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ на АПРЕЛЬ-МАЙ 2024 г.
- 28 Апрель 2024
Раштав уявĕ
12 Январь 2014
Çĕнĕ çула кĕрсенех, кăрлачăн 7-мĕшĕнче, православи тĕнне ĕненекенсем Христос çуралнине уявлаççĕ. Çак кун районти чиркÿсенче те уяв кĕллийĕсем иртрĕç.
Турă Амăшĕн Хусан турăшĕн Сĕнтĕрвăрринчи чиркĕвĕн картишĕнче Турра ĕненекенсене çак кун чăрăш лăссисемпе, теттесемпе илемлетнĕ экспозици - Таса Мария Хĕрпе сăпкари тин çуралнă Христос кĕтсе илчĕç. Уяв кĕллийĕ хыççăн ачасем валли раштав елкийĕ пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе, кукашшĕ-кукамăшĕсемпе, аслашшĕ-асламăшĕсемпе килнĕ ачасем чи малтан Вифлеем хулинче Патша Тура тата пире çăлакан Иисус Христос ку тĕнчене килнине сăнлакан сценкăна (ăна вырсарни шкулне çурекен ачасем лартса пачĕç. Ертÿçийĕ Ж. Егорова пулчĕ, пулăшаканĕсем - А. Денисовăпа Д. Краснова, кивĕ халал пастырĕсемпе тата кĕтÿçĕсемпе курса савăнчĕç. Ун хыççăн теттесемпе, йăлтăркка çутăсемпе капăрлатнă чăрăш тавра пысăк ункă туса вăйăпа уяв картине тăчĕç. Ачасем Çĕнĕ çул, уяв чăрăшĕ çинчен юрăсем юрларĕç. Хĕл илемĕпе Хĕл Мучи çинчен тĕрлĕ сăвăсем каласа парнесем илчĕç. Уяв вĕçленес умĕн вара Турă Амăшĕн Хусан турăшĕн чиркĕвĕн Георгий атте аллинчен илнĕ, Сĕнтĕрвăрри хулин меценачĕ Г. Яковлев хатĕрленĕ 95 тутлă ыркăмăллăх парне-çыххийĕ пĕчĕк ачасене чăннипех те савăнтарчĕ. Пурте пĕр-пĕрне тĕнчене Пулăшакан тата Çăлакан Иисус Христос килнипе саламларĕç, ырлăхпа сывлăх сунса, савăк кăмăлпа килĕсене саланчĕç.
Г. ТРИФОНОВА.
Источник: газета «Наше слово» . г.Мариинский Посад, №1 11 января 2014г, суббота.
назад к списку новостей