Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Чиркÿ сăваплăхĕ
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Чиркÿ сăваплăхĕ

29 Январь 2014

Эпир пурăнан пурăнаçăмăрта куллен мĕн тунине асăрхаса пырсан акă мĕне вĕренетпĕр: кирек епле чун та пĕчĕкрен мĕне вĕренет, çавна вăл хăй ватăлса виличченех тытса пурăнать. Чунлă япаласем анчах мар, ытти чунсăр япаласем те çаплах: йывăç-курăк чи малтан ăçталла чалăшать, пысăклансан та çав еннеллех ÿсет; тата çĕнĕ савăта мĕнле çупа сĕреççĕ, çав çу шăрши — аван шăршă-и, усал-и — кайран та часах тухса пĕтмест. Этем ĕмĕрĕнче те çавăн пекех: çамрăкла, ача чухне, çын мĕне вĕренет, çавна вăл ватăлса çитсен те пăрахаймасть, мĕншĕн тесен кирек епле ĕçе те тума хăнăхса çитсен вал вара, пайтах вăхăт иртсен те, хăй çав евĕрлĕ çуралнă пек пулса каять.

Çавăнпа Христос тĕнне тыт­са пурăнакан çынсенĕн хăйсен ачисене усал, намăс сăмахсем, ытлашши сăмахсем калаçма вĕренесрен питĕ хытă сыхлас пулать: апла калаçни вăл этем чунне çухатать. Çамрăк чухнехи ылтăн пек хаклă вăхăта нимĕне юрăхсăр вăйăпа анчах ирттерсе яма кирлĕ мар: пĕрре иртсе кайсан ăна нимĕн парса та каялла тавăрма çук вара. Хăйĕн, çуркуннехи вăхăт пек, çамрăк кун-çулне çын ахаль ирттерсе ан ятăр; ачаранах вĕренсе пырса чĕрине çемçеттĕр; вĕрентекенсем каласа кăтартакан Турă Сăмахне савăнса итлетĕр; акнă тырра вăхăт çитсен вырнă пек, чунне çăлакан ырă ĕçсем тума вĕрентĕр; вăл ĕçсен ырăлăхĕпе вара ватăлмалăх кун-çулне савăнса пурăнса ирттертĕр; ку çĕрте пухнă сăваплăхĕпе леш тĕнчере ĕмĕр-ĕмĕрех тутă пулмалла пултăр.

Этемĕн чи малтан пире ĕçленĕ чух пулăшакан Турра кĕлтумалли кĕлĕ сăмахĕсене вĕренес пулать, унтан чуна тăрантаракан çимĕçе пухма, ăс пухма, Турă вĕрентнĕ сăмахсене ăнланма вĕренес пулать. Христос çыннисем çамрăклах хăйсене кирлĕ япаласемшĕн Турра кĕлтума та, ĕмĕр-ĕмĕртенпех ырăлăх кăтартса пынăшăн Ăна тав туса мухтама та вĕренччĕр. Çав йăлана вара вĕсем хăйсен чĕрисем ăшнех хуччăр, виличченех Турăран хăраса Христос хушнă пек ырă ĕçсем тума вĕреннĕçемĕн вĕренсе пыччăр.

Эй Христос тĕнне тĕрĕс тытса пурăнас тесе тăрăшакан çынсем! Христос тĕнĕпе пурăнма вĕрентсе çырнă кĕнекесене хавасланса илсе вулăр; мĕн вуланине ăнланма тăрăшăр; хăвăр ăнланса ачăрсене ăса вĕрентĕр; вуланă чух кĕлтума веренĕр, кĕлтунă чух вулама вĕренĕр; Турра çапла хисеплеме вĕренсе эсир Турăпа калаçăр, Турă та сирĕнпе калаçĕ; Турра кĕлтуни — Турăпа калаçни, вулани — Турă пирĕнпе Хăй калаçни пулать.

Ун çинчен пĕр вĕрентекен çапла каланă: эсĕ Турă сăмахĕсене вуланă чух санпала Турă калаçать; Турă умĕнче кĕлтунă чух Турăпа эсĕ ху калаçатăн. Эсĕ кĕлтуни Турра кăмăлтан кÿнĕ парне вырăнне пулать: Вал вара сана хĕн вăхăтра та, ĕçленĕ чух та пулăшса тăрать, шуйттан сан çине тăнă чух вара уншăн Вăл питĕ вичкĕн хĕç пек пулать. Таса чĕрепе чунтан кĕлтуни Çÿле, Турă патне, çитет, таврăнасса та унтан вал ахаль таврăнмасть, ăслăлантаракан, чуна хăтаракан ырăлăх антарать тенĕ. Ăслăлăх Пуçлăхĕ, пире Çăлакан Туррăмăр Иисус Христос, сире пурсăра та çав ырăлăха патăр. Аминь.

"Сехет кĕллисем" кĕнекин умсăмахĕ.



назад к списку новостей