Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - Мăнкун ячĕпе каланă сăмахсем
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Чувашская Митрополия.Чебоксарская Епархия. Третье благочиние.

Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики

Сайт создан по благословению Митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы

Официальный сайт Русской Православной Церкви / Патриархия.ru
Православие.Ru
Конструктор сайтов православных приходов
Конструктор сайтов православных приходов
Яндекс.Метрика

Мăнкун ячĕпе каланă сăмахсем

21 Апрель 2014

 

Иисус Христос, ÿтленсе килсе, тĕрлĕ хăватсем кăтартнă: уксаххисене утакан, хăлхасăррисене илтекен, чĕлхесĕррисене калаçакан тунă, тĕрлĕ сурансене тÿрлетнĕ, вилнĕ çынсене чĕртсе тăратнă, урăх йышши тĕлĕнмелле ĕçсем те нумай тунă. Вăл çĕр çинче чухне халăхсене пĕрмаях вĕрентсе çÿренĕ. Вăл Турра юрăхлă епле пурăнмаллине вĕрентнĕ. Çÿлти Патшалăх çинчен, Турă çинчен кала-кала панă, Çÿлти Патшалăхри ĕмĕрлĕх ырăлăха епле кĕмеллине вĕрентнĕ. Унăн пĕтĕм этем йăхĕшĕн асапланса вилме тивнĕ. Ăна иудей халăхĕн аслийĕсем, пуп-пуçлăхсемпе кĕнекеçĕсем, кураймасăр айăпласа, хĕрес çумне пăталаса асаплантарса вĕлерттернĕ. Иисус Христос Хăйĕн Турăлăхĕпе асапланса вилмен, этемлĕхĕпе анчах асап курса вилнĕ. Тăта Вăл Хăй ирĕккĕн асапланса вилнĕ; Хăй вилес темен пулсан Ăна никам та вĕлерме пултарайман: вилĕмпе чĕрĕлĕхе Вăл Хăй аллинче тытса тăрать. Иисус Христос пирĕншĕн асапланса, хĕрес çумне пăталанса Хăйне Хăй этемсемшен Атте Турра парнене кÿнĕ. Вал, çапла асаплан­са вилсе, этемĕн çылăх айăпне пăрахăçласа, этеме Тура умĕнче тÿрре кăларнă, Тура умĕнчи ырăлăхра пурăнма каллех тивĕçлĕ тунă. Вал Хăйне Хăй Атте Турра парне­не кÿни — авал выльăх парни кÿни вырăнне пулнă; çавăнпа та авалхи евĕр выльăх-парне кÿресси пăрахăçа тухнă. Çапла вара Адам урлă пур этемсем те çылăхлă, ылханлă, вилĕмлĕ пулнă; Иисус Христос урлă пур этемсем те çавăн пекех çылăхран, ылханран, ĕмĕрлĕх вилĕмрен (тамăкран) çăлăнаççĕ, Иисус Христос асап курса вилнинчен пур çын та чунне çăлма пултарать.

Чуна çăлас тесессĕн вара кирек камăн та Турра тĕрĕс ĕненсе тăрас пулать.

Иисус Христос хĕрес çинче асапланса вилсен, Ăна шăтăка пытарнă; Вăл виççĕмĕш кунне Хăйĕн хавачĕпе тупăкран пит мухтавлă, пит чаплă чĕрĕлсе тăнă. Вăл вилсен ÿчĕпе тупăкра выртнă; чунĕпе, Хăй Турă пулнă май, тамăка аннă, Çÿлти Патшалăхра Атте Турăпа, Святой Сывлăшпа пĕрле тăнă. Иисус Христос тамăка Хăйне авалтанпах ĕненсе кĕтсе пурăннă таса çынсене кăларма аннă. Çăлакан Христос киличчен пурăннă этемсем пурте тамăкра пулнă. Иисус Христос вара, вĕсем патне тамăка анса, Хăй çĕр çине этемсем патне килнине, пĕтĕм этем йăхĕшĕн Хăйне Хăй хĕрес çинче Атте Турра парнене кÿрсе этемсене çăлнине пĕлтернĕ. Вăл Хăй килессине ĕненсе кĕтсе тăракан таса çынсе­не пурне те тамăкран кăларса Çÿлти рая кĕртнĕ. Çапла Вăл, шуйттан хăватне çĕнтерсе, этемсене шуйттан ирĕкĕнчен хăтарнă. Вăл Хăйне кĕтсе тăнă çынсене вилĕм­рен чĕрĕлĕхе куçарнă, тĕттĕмрен çутта, асапран ырăлăха кăларнă. Малтанхи этемсем, Адампа Ева, Турă сăмахне итлеменшĕн, шуйттан сăмахĕ хыççăн кайнăшăн, Турă умĕнче çылăха кĕнĕшĕн айăплă пулнă, шуйттанăн усал тыткăнне лекнĕ. Турă ырăлăхĕнчен тухса вĕсем шуйттанăн çирĕп аллинче пурăнма тытăннă. Иисус Христос этем айăпне Хăй çине илсен, этеме Турă умĕнче каллех тÿрре кăларсан, шуйттан ирĕкĕнчен тухса этем каллех Туррăн ырăлăхне кĕме тивĕçлĕ пулнă. Турă Ывăлĕ Иисус Христос этеме çапла çăлнă. Ăна çавăнпа Тĕнчене Çăлакан тесе калаççĕ.

Иисус Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăнă хыççăн, хĕрĕхĕмĕш кунхине этем ÿчĕпех Пĕлĕт çине çĕкленсен, Ашшийĕн сылтăм енне ларнă. Пĕлĕт çине çĕкленес умĕн Вăл Хăйĕн аслă ĕçне вĕренекенĕсене пĕтĕм тĕнчене сарса çÿреме хушнă. Вăл вĕсене каланă: «Çÿлте те, çĕр çинче те пур ирĕке те Мана панă; ĕнтĕ кайса пур халăхсене те вĕрентĕр, вĕсене Ашшийĕн, Ывăлийĕн, Святой Сывлăшийĕн ячĕпе тĕне кĕртĕр. Кам ĕненсе тĕне кĕрĕ, вăл çăлăнĕ; ĕненменни айăплă пулĕ. Ĕненнисем ак çакăн пек хăватсем тăвĕç: Манăн ятăмпа усалсене хăваласа кăларĕç, халиччен калаçма пĕлмен чĕлхепе калаçĕç; çĕленсене алăпа тытĕç; вĕлермелле япала ĕçсен те вĕсене сиен пулмĕ; сывмаррисем çине аллисене хурсан — вĕсем сывалĕç. Эпĕ сирĕн çие Хам Аттем пама пулнине ярăп, Çÿлтен хăват иличчен эсир Иерусалим хулинче тăрăр», тенĕ.

Пĕлĕт çине çĕкленнĕ Иисус Христос тĕнчене татах тепĕр хут килмелле; тепĕр хут килсен Вăл пур этемсене те суд туса уйăрмалла: вилнисене те, чĕррисене те. Ун чухне вара çылăхлă çынсем тамăка анмалла, сăваплисем Çÿлти Патшалăха ĕмĕрхи ырă пурăнăçа кĕмелле пулĕç.



назад к списку новостей