Новости
- День славянской письменности и культуры, связанный с именами святых братьев Кирилла и Мефодия - славянских просветителей, создателей славянской азбуки
- 25 Май 2024
- 11 мая, в субботу Светлой седмицы, в нашем храме совершили Божественную литургию
- 13 Май 2024
Объявления
- РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ на МАЙ 2024 г.
- 02 Май 2024
- РАСПИСАНИЕ БОГОСЛУЖЕНИЙ на АПРЕЛЬ-МАЙ 2024 г.
- 28 Апрель 2024
Чи çутă уяв - Аслă Мăнкун
21 Апрель 2014
Чи çутă уяв - Аслă Мăнкун çитрĕ. Ĕмĕрсем хушши тăсăлакан çак чи пысăк уяв пур енĕпе те - хăйĕн пĕлтерĕшĕпе те, йăли-йĕркипе те ытти тĕн уявĕсенчен уйрăм тăрать. Мăнкун уявĕ çуркунне, анчах та яланах пĕр кунта мар - ака уйăхĕн 4-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 8-мĕшĕччен - çурхи уйăх тулнă хыççăн малтанхи вырсарникун пулать. «Христос чĕрĕлнĕ!» - тесе саламлаççĕ, чуптăваççĕ Мăнкунра çынсем пĕр-пĕрне хаваслă кăмăлпа. «Чăн чĕрĕлнĕ!» - хирĕç çирĕплетсе калаççĕ теприсем.
Ĕненекенсем Мăнкун уявне малтанах тĕплĕ хатĕрленеççĕ: чиркĕве кĕлле çÿреççĕ, типĕ тытса çылăх каçарттараççĕ тата ытти те. Уяв умĕнхи юлашки эрне вара хăйĕн çирĕп кĕллисемпе уйрăлса тăрать. Таса кĕçнерникунран пуçласа çынсем уява хатĕрленсе кил-çурта тасатнă, çăмарта хĕретнĕ, тутлă апат-çимĕç пĕçернĕ. Паллах, çăмарта - уявăн тĕп символĕ - пысăк вырăнта пулнă. Çăмарта пурнăç тĕвви, пурнăç пуçламăшĕ-çке. Мăнкун çăмартипе хăналаннă кăна мар, хăй вăхăтĕнче уяв вăййисенче те, тасамарлăхран хăтăлма та усă курнă.
Мăнкун эрнипе, çав тапхăрти çанталăкпа çыхăннă уйрăм паллăсем те нумай. Вĕсем, тĕслĕхрен, лайăх тухăç, малашне те ырă çанталăк пуласса шантараççĕ, е, калăпăр, качча кайман хĕрсем те çав уйрăм паллăсенче хăйсен ма-лашнехи пурнăçĕнчи, юратури ăнăçлăхне, телейне кураççĕ.
Нумайăшĕ Христос чĕрĕлнине палăртакан уява чиркÿре çурçĕр кĕллинче кĕтсе илеççĕ. Мăнкун кĕллисем пур çĕрте те савăнăçлă лару-тăрура, пысăк йышлă халăхпа иртеççĕ, ирчченех тăсăлаççĕ. Мăнкунра хĕвел те пулин йăлтăртатса выляса тухать.
Мăнкун уявĕ кÿрекен чăн савăнăç ан иксĕлтĕр, чунăмăрсенче яланах ырă кăмăл-туйăм хуçалантăр. Апла пулсан пĕр-пĕрне ырă сунса кăна пурăнар.
В. ИВАНОВА.
«Пирĕн сăмах» хаçат, Ака уйăхĕ, 2014 çул
назад к списку новостей