Православный Приход храма Казанской иконы Божией Матери город Мариинский Посад Чувашской Республики - <
Выделенная опечатка:
Сообщить Отмена
Закрыть
Наверх

Раштав уявĕ

Çĕнĕ çула кĕрсенех, кăрлачăн 7-мĕшĕнче, православи тĕнне ĕненекенсем Христос çуралнине уявлаççĕ. Çак кун районти чиркÿсенче те уяв кĕллийĕсем иртрĕç.

 

Турă  Амăшĕн Хусан турăшĕн Сĕнтĕрвăрринчи чиркĕвĕн картишĕнче Турра ĕненекенсене çак кун чăрăш лăссисемпе, теттесемпе илемлетнĕ экспозици - Таса Мария Хĕрпе сăпкари тин çуралнă Христос кĕтсе илчĕç. Уяв кĕллийĕ хыççăн ачасем валли раштав елкийĕ пулчĕ. Ашшĕ-амăшĕсемпе, кукашшĕ-кукамăшĕсемпе, аслашшĕ-асламăшĕсемпе килнĕ ачасем чи малтан Виф­леем хулинче Патша Тура тата пире çăлакан Иисус Христос ку тĕнчене килнине сăнлакан сценкăна (ăна вырсарни шкулне çурекен ачасем лартса пачĕç. Ертÿçийĕ Ж. Его­рова пулчĕ, пулăшаканĕсем - А. Денисовăпа Д. Краснова, кивĕ халал пастырĕсемпе тата кĕтÿçĕсемпе курса савăнчĕç. Ун хыççăн теттесемпе, йăлтăркка çутăсемпе капăрлатнă чăрăш тавра пысăк ункă туса вăйăпа уяв картине тăчĕç. Ачасем Çĕнĕ çул, уяв чăрăшĕ çинчен юрăсем юрларĕç. Хĕл илемĕпе Хĕл Мучи çинчен тĕрлĕ сăвăсем каласа парнесем илчĕç. Уяв вĕçленес умĕн вара Турă Амăшĕн Ху­сан турăшĕн чиркĕвĕн Ге­оргий атте аллинчен илнĕ, Сĕнтĕрвăрри хулин меценачĕ Г. Яковлев хатĕрленĕ 95 тутлă ыркăмăллăх парне-çыххийĕ пĕчĕк ачасене чăннипех те савăнтарчĕ. Пурте пĕр-пĕрне тĕнчене Пулăшакан тата Çăлакан Иисус Христос килнипе саламларĕç, ырлăхпа сывлăх сунса, савăк кăмăлпа килĕсене саланчĕç.

Г. ТРИФОНОВА.

Источник: газета «Наше слово» . г.Мариинский Посад, №1  11 января  2014г, суббота.

 


Назад к списку